Суббота, 27 апреля

Пӗччен – пыл ҫиме, йышпа ӗҫ тума аван

Николай Андреев,

Хырхӗрри культура ҫурчӗн заведующийӗ,

Хурнай ялӗн старости:

— Пирӗн тӑрӑхри халӑх ӗҫре те хастар, юрӑ-ташӑра та пултаруллӑ. Акӑ, Хырхӗрринчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Палан» фольклор ансамбльнех илер. Унта юрӑҫсем территори уйрӑмне кӗрекен кашни ялтан тенӗ пекех ҫӳреҫҫӗ. Ҫак маттур йышпа эпир хамӑр тӑрӑхра, округра иртекен культура мероприятийӗсенчен пӗринчен те юлмастпӑр. Уявсенче пӗрмаях концертсем йӗркелетпӗр. Вырма тапхӑрӗнче агитбригадӑпа  йӗтемсене, хирсене ҫитетпӗр, илемлӗ юрӑ-кӗвӗ тӑван тавралӑха саланать вара. 

Кунсӑр пуҫне, ытти ҫӗре те тухса ҫӳретпӗр. Акӑ, кӑҫал Йӗпреҫ округӗнчи Ишек, Ҫӗнӗ Выҫли ялӗсене ҫитсе унти ҫынсене хамӑр пултарулӑхпа паллаштартӑмӑр. Вӗсем пирӗн ушкӑна хапӑлласах йышӑнчӗҫ, тата  пырса ҫӳреме ыйтрӗҫ.

Аслӑ ӳсӗмрисем кӑна мар, ачасем те юрлама-ташлама юратаҫҫӗ, халӑх пултарулӑхӗн тӗсӗсене аслисенчен вӗренсе пыраҫҫӗ. Ҫитӗнекен ӑру пӗчӗкренех ҫӗр ӗҫченӗн ӗҫне хаклама вӗрентӗр тесе ачасемпе ҫуллахи кунсенче техника  паркне, комбайнсем ӗҫлекен уй-хире ҫитсе килетпӗр. Вӗсем ҫутҫанталӑк ытамӗнче пулма, теннисла выляма та кӑмӑллаҫҫӗ.   

Ҫулсеренех Кӗтне Пасарӗн ял уявне ирттеретпӗр. Ҫак мероприятие йӗркелессине унта пурӑнакансем хӑйсем пуҫарса ячӗҫ, вӗсем уява хатӗрленнӗ ҫӗре питӗ хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Хурнай ялӗн старости пулнӑ май, вырӑнти ҫынсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме тивет. Кирек мӗнле ӗҫе пикенсен те чылайӑшӗ кӑмӑлтанах хутшӑнать.  Территорири Ҫӗнтерӳ уявӗ умӗн Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫ хунисен ячӗпе лартнӑ палӑксене  кашни ҫул тирпейлетпӗр, сӑрлатпӑр, вӗсен таврашне йышпа пӗрле йӗркене кӗртетпӗр. «Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫлеме аван» тесе ваттисем ахальтен каламан. Ҫимӗк ҫитеспе масарсене кивӗ курӑкран, йывӑҫ тураттисенчен тасатасси те йӑлана кӗнӗ. Хӗллехи кунсенче вара ҫӳп-ҫап контейнерӗсем час-часах пӑрланса лараҫҫӗ, юр хӳсе каять, вӗсене вӑхӑтра пӑртан, юртан тасатассине асӑрхасах тӑма тивет.

Тӗрӗссипе, пирӗн пурнӑҫ тулли, интереслӗ пуласси пӗтӗмпех хамӑртан килет. Килте тунсӑхласа лариччен ҫын хушшине тухсан, пӗр-пӗринпе калаҫсан чунра ҫӑмӑлланать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *