Понедельник, 29 апреля

Кашниех асамҫӑ пулаять

Хӗл мучипе Юр пикене ку вӑхӑтра кашни ачах кӗтет. Ҫывхаракан уява кӗҫӗннисем уйрӑмах чӑтӑмсӑррӑн кӗтсе тӑраҫҫӗ, вӗсене ҫав кунсенче асамлӑ ӗҫ пуласси иккӗлентермест. Юмахри ырӑ та асамлӑ сӑнарсем чӑн пурнӑҫра та тӗл пулаҫҫӗ. Кашни ҫынах асамҫӑ пулма пултарать. Юнашар пурӑнакан, ӗҫлекен ҫынна ырӑ сӑмах каласа йӑпатма, йӑл култарма пултартӑн пулсан, эсӗ те Хӗл мучирен пӗртте кая мар.

Шкул ачисен «Пӗрремӗшсем» юхӑмӗ ачасене асамҫӑ пулма хӑнӑхтарать. Ачасем хӑйсен аллипе тӗрлӗ тетте, парне ӑсталаҫҫӗ. Парнесене вара аслисене ҫитерсе параҫҫӗ. Пӗтӗм халӑх уяв сӗтелӗ хушшине ларнӑ каҫ  Ҫӗнӗ ҫула ӗҫ вырӑнӗнче кӗтсе илекенсем те пуррине  пӗлеҫҫӗ вӗсем. Пурте килте каннӑ чух тухтӑрсем, полици ӗҫченӗсем, йывӑрлӑха лекнисене пулӑшакансем, ҫар ҫыннисем, хуралҫӑсем, ытти ӗҫченсем кирек мӗнле уявра та сыхӑ тӑрса ыттисен пурнӑҫне ҫӑлаҫҫӗ,  пулӑшаҫҫӗ, сиплеҫҫӗ. Шӑпах вӗсене савӑнтарас кӑмӑллӑ ачасем «Раҫҫейри ача Хӗл мучийӗ» акцине хутшӑнаҫҫӗ, аслисене хӑйсем ӑсталанӑ парне параҫҫӗ е килте пӗҫернӗ апат-ҫимӗҫпе сӑйлаҫҫӗ, ӑшӑ сӑмахпа хавхалантараҫҫӗ.

Шкул ачисем ку акцие питӗ хаваспа хутшӑнаҫҫӗ, кашни ялта, шкултах вӗренекенсем асамҫӑ ӗҫне пикеннӗ те ӗнтӗ. Акци кӑрлачӑн 14-мӗшӗчченех тӑсӑлать. «Лаша пуласси тихаранах паллӑ», тенӗ ваттисем. Ачаранах ырӑ ӗҫе хӑнӑхакан ӳссен ырӑ ҫын пуласси курӑнать. Парне йышӑнма ҫеҫ мар,  ыттисене парнепе савӑнтарма тата та кӑмӑллӑ иккен. Кунӗпе шухӑшлӑ ларакан ҫын пӗчӗк Хӗл мучипе Юр пикене курсан йӑл кулать, унӑн кӑмӑлӗ ҫӗкленет, чунӗ юрлать. Шӑпах ҫакӑ пулать те асамлӑх тени.

Анастасия ЛАТЫШОВА,

округри ачасен «Пӗрремӗшсем» юхӑмӗн хастарӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *