Анастасия Мазурова – куракансем кӑмӑлланӑ пике

Анастасия Мазурова – куракансем кӑмӑлланӑ пике

Иртнӗ канмалли кунсенче Шупашкар хулинче «Раҫҫей чӑваш пики — 2023» конкурс пулчӗ, унта 18 хӗр хутшӑнчӗ.

Комсомольски округӗн чысне Анастасия Мазурова хӳтӗлерӗ (хатӗрлекенӗ — Йӑлмахва культура ҫурчӗн пултарулӑх  ертӳҫи Руфина Смирнова).  Ҫӑмӑл мар ӑмӑртура «Раҫҫей чӑваш пики — 2023» ята Тутарстан хӗрӗ Юлия Еремеева тивӗҫрӗ. Конкурсра «Чӑваш пики», «Вице-чӑваш пики» тата 5 номинаци пулчӗ. Анастасия «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» сумлӑ номинацире ҫӗнтерчӗ. Вӑл пур енӗпе те питӗ пултаруллӑ пулчӗ: чӑваш апат-ҫимӗҫӗ ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ, хӑйӗнпе паллаштарчӗ (визитка), ыйтусене хуравланӑ чух та, творчество конкурсӗнче те хӑйне лайӑх енчен кӑна кӑтартрӗ.

Маттур хӗрӗн амӑшӗ, Ирина Ивановна Смирнова, Йӑлмахва ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Халӗ тӑван ялта Настьӑн кукамӑшӗпе кукашшӗ тата тӑванӗсем пурӑнаҫҫӗ. Хӑй вара Ҫӗнӗ Шупашкарти кадетсен лицейӗнче 10-мӗш класра ӑс пухать, вӗренӳре питӗ аван ӗлкӗрсе пырать. Ӑна шкул президентне суйланӑ, вӑл — Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн стипендиачӗ.

Настя пултаруллӑ, тӑрӑшуллӑ,  пуян чун-чӗреллӗ, ырӑ кӑмӑллӑ, тарават,  илемлӗ те сапӑр пике. Мӗн пӗчӗкрен юрлама, ташлама юратать. Вӑл 3-мӗш класранпах «Химик» культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Шевле» ушкӑна юрлама ҫӳрет, паллӑ юрӑҫсемпе концертсене хутшӑнать.

Пултарулӑхне куракансем хаклани, пирӗн пикене кӑмӑллани пуринчен те хаклӑрах, мӗншӗн тесен тупӑшӑва хутшӑнакансене чи малтан вӗсем хак параҫҫӗ.   Настьӑна илемлӗ, чаплӑ уявра Каҫал ен чысне тивӗҫлӗ хӳтӗленӗшӗн чунтанах тав тӑватпӑр. Вӗренӳре пысӑк ҫитӗнӳсем тума, хӑйӗн пултарулӑхӗпе ҫынсене савӑнтарма ырлӑх-сывлӑх, телей те ӑнӑҫу сунатпӑр.

Руфина СМИРНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *