Понедельник, 29 апреля

Выставка-форум уяв кунӗсенче те ӗҫленӗ

ВДНХра  иртекен «Россия» выставка-форум уявсемпе ҫыхӑннӑ  канмалли кунсенче те ӗҫлеме чарӑнман. Вӑл кунсенче Чӑваш Республикипе Вӗрентӳ министерстви паллаштарнӑ.

Эрне тӑршшӗпех тӗрлӗ мастер-классем, интерактивлӑ вӑйӑсем, викторинӑсем тата министерство лотерейи пынӑ. «Чӑваш чӗлхи» тата «Чӑваш культури» курссенче вӗренмелли сертификатсен вылявӗ иртнӗ. Раҫҫейри «Знание» обществӑн «Лига лекторов» конкурс ҫӗнтерӳҫи Ольга Андерсон ҫӗнӗ хыпарсенче усӑ куракан тӗрлӗ  фейксем  пирки каласа панӑ. Сергей ятлӑ робот хӑнасене алӑ парса кӗтсе илнӗ.

«Память» стенд вӑрҫӑра вилнӗ салтаксене шырас, вӗсем мӗнле ҫарта, званипе пулнине палӑртас тӗллевпе шыравҫӑсем усӑ куракан меслетсемпе паллаштарнӑ.

Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студентки хӑнасен портречӗсене ӳкернӗ чухне чӑвашсен йӑлари эрешӗсемпе усӑ курнӑ.

Чӑваш ял хуҫалӑх университечӗ «Подвиг села: фронту, Родине, Победе!» выставкӑна презентациленӗ.

Январӗн 10-мӗшӗнче выставкӑра  ЧР Культура министерстви республикӑпа малалла паллаштарма пуҫланӑ.  Светлана Каликова министр палӑртнӑ тӑрӑх, культура учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем хӑнасене тӗрлӗ енпе интереслентерме май тупӗҫ. Выставкӑри республика лапамӗнче чӑваш халӑх тӗррипе паллаштарӗҫ, наци тумтирне ҫӗлес тата ҫи-пуҫ туса хатӗрлес вӑрттӑнлӑхсене кӑтартӗҫ. Хореографи, пуканесепе хусканусем тӑвас, грим енӗпе мастер-классем ӗҫлӗҫ.

Музейсем, театрсем, библиотекӑсем  те интереслӗ программа хатӗрленӗ. Чӑвашсен паллӑ артисчӗсемпе музӑкҫисем те хӑйсен пултарулӑхне кӑтартӗҫ. Йӑла-йӗркепе ҫыхӑннӑ интерактивлӑ программӑсене тата поэзи баттлӗсене кӑмӑл пуррисем пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *