«Ялти пӗрремӗш каччӑ»

Комсомольскинчи культура ҫуртне иртнӗ эрнекун халӑх йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Кунта «Ялти пӗрремӗш каччӑ» конкурс иртнӗ.

Ҫак ята тивӗҫес тесе округри ялсенчи 9 каччӑ тупӑшма кӑмӑл тунӑ. Ҫамрӑксен виҫӗ енпе пултарулӑхне кӑтартса пама тивнӗ. Чи малтанах  вӗсем хӑйсемпе паллаштарнӑ. Ун хыҫҫӑн «Киногерой или мистер икс» тата «Зажги вместе с нами» конкурссенче  палӑрмалла пулнӑ. Каччӑсен конкурсри пахалӑхне жюри,  «Молодая гвардия» пӗрлешӗвӗн вырӑнти уйрӑмӗн ертӳҫи Василий Кокарев, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен канашҫи Ольга Григорьева, культура пайӗн ертсе пыракан специалист-эксперчӗ Мария Кокорева, Комсомольски культура ҫурчӗн режиссерӗ Марина Волкова хакланӑ.

Конкурсра хӑйне пур енчен те лайӑх енчен кӑтартса Кӗҫӗн Ҫӗрпӳ-елӗнчи Александр Ильин «Ялти пӗрремӗш каччӑ» ята ҫӗнсе илнӗ. Тупӑшӑва хутшӑннӑ ытти ҫамрӑксем те  тӗрлӗ номинацисенче чи-чи ятсене тивӗҫнӗ. Вӗсене дипломсем, призсем, асӑнмалӑх сувенирсем парса чысланӑ.

Мероприяти вӗҫӗнче пултаруллӑ волонтерсем те наградӑсене тивӗҫнӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *