Библиотека вӑл – хавхалану ҫӑлкуҫӗ
Кӗнеке вӑл — ахаль хут ҫеҫ мар, алӑ ҫинче вырнаҫакан тӗнче. Вӑл пире пӗлӳ тӗнчине илсе кӗрет, тавракурӑма анлӑлатма пулӑшать, ӑс-тӑна пуянлатать. Ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллашас, вӑхӑта усӑллӑ ирттерес тесе эпир библиотекӑсене васкатпӑр. Вӗсен пысӑк пӗлтерӗшне палӑртса майӑн 27-мӗшӗнче ҫулсерен Пӗтӗм Раҫҫейри библиотекӑсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак кун Комсомольскинчи тӗп библиотекӑра та уяв мероприятийӗ иртрӗ.
Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, администрацин вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан, «Единая Россия» партин «Ҫӗнӗ шкул» проект координаторӗ Е.Н.Соколова, культура тата архив ӗҫӗн пайӗн начальникӗ Дария Грибова библиотекӑра тӑрӑшакансене уяв ячӗпе ӑшшӑн саламларӗҫ, ырлӑх-сывлӑх сунса малашне те самана таппипе ӗлкӗрсе пыма, округ ҫыннисене








































































































