Воскресенье, 28 апреля

Культура тытӑмӗ тухӑҫлӑн аталанать

Культура тытӑмӗ тухӑҫлӑн аталанать

«Культура отраслӗ 2023 ҫулта хӑйӗн аталанӑвне малалла тӑсрӗ. Ялсенче культурӑна аталантарасси ҫине уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр. Чӑваш Республикин муниципаллӑ пӗрлешӗвӗсенче культура ҫурчӗсен, клубсен, музейсен, ачасен искусство шкулӗсен тата культурӑн ытти объекчӗсен строительстви, реконструкцийӗ, юсавӗ пурнӑҫланать. Кӑҫал эпир республика тата федераллӑ программӑсемпе килӗшӳллӗн клубсем тӑвассине малалла тӑсрӑмӑр. 44 культура объектӗнче, 20 муниципаллӑ округра тата республика пӗлтерӗшӗллӗ 5 хулара ӗҫсем пычӗҫ», — каласа панӑ ЧР культура министрӗ Светлана Каликова.

«Культура» наци проекчӗ ялсенчи культурӑна аталантарма, культура хутлӑхне упрама, ҫӗнӗ обществӑлла вырӑнсем тума пулӑшать. Ку проектпа килӗшӳллӗн пирӗн муниципаллӑ округри тӗп   библиотекӑна та модернизациленӗ.

«Комсомольски округӗ — нумай нациллӗ. Кунта чӑвашсем, тутарсем тата вырӑссем пурӑнаҫҫӗ. Социаллӑ тӗпчев ирттерсен ҫакӑ палӑрчӗ: халӑх этнобиблиотека уҫтарасшӑн. Эпир халӑхсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетесшӗн пултӑмӑр, ҫитӗнекен ӑру та паянхи пек туслӑн, килӗштерсе ӗҫлетӗр, пурӑнтӑр терӗмӗр», — уҫнӑ шухӑшне библиотека директорӗ Инна Ядрова.

2022 ҫулта библиотека «Культура» наци проекчӗн модельлӗ муниципаллӑ библиотекӑсем тӑвас енӗпе ирттернӗ конкурс суйлавӗ витӗр тухнӑ. Библиотекӑна модернизацилеме федераллӑ бюджетран 10 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. 2023 ҫулта Комсомольски ял тӑрӑхӗн администрацийӗн «Пуҫаруллӑ бюджетировани» проекчӗн заявкине ырланӑ. Регионаллӑ бюджетран библиотека ҫуртне тӗпрен юсама 10,585 миллион тенкӗ   уйӑрнӑ, ҫав шутра республика бюджетӗнчен — 6,533 миллион тенкӗ; Комсомольски округӗн муниципаллӑ бюджетӗнчен — 4,022 миллион тенкӗ (ҫав шутра 60 пин тенки — ял ҫыннисем пуҫтарнӑ спонсорла пулӑшу).

Федераллӑ бюджетран уйӑрнӑ укҫапа библиотека чи паллӑ Раҫҫей кӗнеке издательствисенчен 1806 экземпляр кӗнеке туяннӑ. Ҫав шутра вырӑсла, чӑвашла, тутарла тата Брайль шрифчӗпе ҫырнӑ кӗнекесем, аудиокӗнекесем. Ҫавӑн пекех библиотека пӳлӗмӗсенче юсав ӗҫӗсем ирттернӗ: урайне ҫӗнетнӗ, чӳрече янахӗсене юсанӑ, ҫӗнӗ ҫуткӑчсем вырнаҫтарнӑ, корпуслӑ тата ҫемҫе сӗтел-пукан туяннӑ, ҫӗнӗ компьютерсем, интерактивлӑ панель, тӗрлӗ тӗслӗ принтер, интерактивлӑ шлемсем, ламинатор, шахмат   сӗтелӗ, брошюратор, интерактивлӑ сӗтел, ҫӗнӗлле ӗҫлеме кирлӗ программӑсем туяннӑ.

Республика шайӗнче уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе ҫурта тӗпрен юсанӑ: ҫурт тӑррине улӑштарнӑ, ӑшӑтмалли тата электричествӑпа тивӗҫтермелли тытӑмсене ҫӗнетнӗ, ҫуртӑн фасадне илемлетнӗ. 

«Культурӑна аталантарасси» муниципаллӑ программӑпа Нӗркеҫ культура ҫуртӗнче юсав ӗҫӗсем ирттернӗ: ҫуртӑн фасадне илем кӗртнӗ, крыльцине ҫӗнетнӗ, шалти ӗҫсем пурнӑҫланӑ. Ҫавӑн пекех материаллӑ тата пурлӑх базине те ҫӗнетнӗ. Ҫак ӗҫсене валли 1,3 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

Ҫитес ҫула валли масштаблӑ проект — Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел культура ҫуртне тӗпрен юсасси — плана кӗртнӗ. Ҫак проекта пурнӑҫа кӗртни 5 яла культура хутлӑхӗпе тивӗҫтерме пулӑшать.

2023 ҫулта округри культура учрежденийӗсем 5720 мероприяти йӗркелесе ирттернӗ, вӗсене 342100 ҫын хутшӑннӑ. 748 мероприяти тӳлевлӗ пулнӑ, вӗсене 32832 ҫын хутшӑннӑ.

Ҫапла вара культура тытӑмӗ тухӑҫлӑн ӗҫлет, малалла та аталанма хатӗр. Ҫитес ҫулсенче тата та пахалӑхлӑ мероприятисем ирттерме, культура учрежденийӗсене ҫӳрекенсен шутне ӳстерме палӑртнӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *