Пятница, 26 апреля

Культура

Ӗҫ-хӗлпе паллаштарчӗҫ

Ӗҫ-хӗлпе паллаштарчӗҫ

Кирек хӑш сферӑра та иртнӗ ҫулти ӗҫ-хӗле кашни ҫулах пӗтӗмлетеҫҫӗ.  Ҫакӑ ҫулталӑк хушшинче мӗн тунине, мероприятисен пахалӑхне хаклама, ҫитменлӗхсене асӑрхама, малашлӑх валли ӗҫсем планлама кирлӗ. Культурӑра ӗҫлекенсем ҫакнашкал канашлӑва февралӗн 9-мӗшӗнче пухӑнчӗҫ. Комсомольски округӗнче 33 культура ҫурчӗ, 18 библиотека, 2 музей ӗҫлеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне, Комсомольскинче ача-пӑча искусство шкулӗ, унӑн ялсенчи филиалӗсем пур. Пирӗн тӑрӑхра пурӑнакансен канӑвне, пушӑ вӑхӑтне йӗркелесси мӗнле шайра пулни пирки культура секторӗн заведующийӗ Дария Грибова тӗплӗ отчет туса пачӗ. «Централизациленӗ клуб системи» АУ директорӗн ӗҫӗсене тӑвакан Алиса Сивкина 2023 ҫулта йӗркеленӗ мероприятисем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. «Централизациленӗ библиотека системи» МБУК директорӗ Инна Ядрова, «Ҫӗр тата ҫынсем
Тулли кӑмӑлпа саланчӗҫ

Тулли кӑмӑлпа саланчӗҫ

Района туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ смотр-конкурс малалла пырать. Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн Нӗркеҫри культура ҫуртне халӑх йышлӑн пуҫтарӑнчӗ. Ҫынсене фойере йӗркеленӗ выставкӑсемпе пуян стендсем кӗтсе илчӗҫ. Вӗсенче ку тӑрӑхри ялсенче пурӑнакансен ӗҫӗ-хӗлӗ, пултарулӑхӗ туллин палӑрчӗ. Культура ҫуртне пынисем вырӑнти ӑстаҫӑсен Ирина Петрован, Галина Нестерован, Анна Можаеван тӗррисемпе кӑмӑлласа паллашрӗҫ. Кивӗ сӑнӳкерчӗксенчен йӗркеленӗ выставкӑра паллакан сӑнсене курни те хавхалану кӳчӗ. Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн начальникӗ Валентина Салмина  район историйӗпе кӗскен паллаштарчӗ, тӑван тӑрӑхри ялсен, колхозсен пурнӑҫӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Территори уйрӑмӗн паянхи ӗҫӗсем пирки тӗплӗн каласа пачӗ. Ялта пурӑнакансен пурнӑҫне лайӑхлатас, ялсене тирпей-илем кӗрте
Чӑваш енре Экологи ҫулталӑкне уҫнӑ

Чӑваш енре Экологи ҫулталӑкне уҫнӑ

Январӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Экологи культурин тата  ҫутҫанталӑкпа  перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Олег Алексеевич кӑҫалхи ҫул тӑван тавралӑха упрассипе мӗнле ӗҫсем йӗркелессине палӑртнӑ. Кӑҫалхи ҫул экологи туризмне аталантарасси, ҫӗнӗ экомаршрутсем йӗркелесси, шыв объекчӗсене хӑтлӑлатасси ҫине нумай тимлӗх уйӑрӗҫ. Ҫирӗплетнӗ плана интерактивлӑ экологи атласне, ҫӑлкуҫсен цифрӑллӑ карттине, «Хӑрушлӑхсӑр хула» программа шайӗнче сывлӑшӑн экологи мониторингӗн автоматизациленӗ системине тата йывӑҫ вӑрлӑхӗсен фондне хатӗрлекен центр туса хумалли мероприятисем кӗреҫҫӗ. «Чӑваш Республикин 2030 ҫулчченхи экологи политики тата ҫирӗп аталанӑвӗ» стратегиллӗ сесси, Чӑваш Енри юманлӑхсен тӑрӑмне тӗпчекен Пӗтӗм
Ҫамрӑксем яла юлаҫҫӗ

Ҫамрӑксем яла юлаҫҫӗ

Алсу Арифуллина, тӗп специалист-эксперт: — Урмаел тата Тукай Мишер ялӗнчи ҫамрӑксем ялтах тӗпленсе пурӑнма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакӑ тӗн тата халӑх йӑлипе те ҫыхӑннӑ пулӗ, округ центрӗнчен аякрах мар вырнаҫнин витӗмӗ те пур-тӑр. Ялта ҫамрӑксем пулсан туй та кӗрлет,  ачасем те ҫуралаҫҫӗ, ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗклекенсем те нумайланаҫҫӗ. Ҫавӑнпах та пулӗ Урмаел тата Тукай Мишер ялӗсенче ҫӗнӗ урамсем те уҫӑлаҫҫӗ. Ялта пурӑнма ҫынсене кирлӗ условисем туса памалла. Вӗсем ялсенче ҫителӗклӗ темелле. Ҫынсем ял хуҫалӑхӗпе те ӗҫлеҫҫӗ, суту-илӳпе тӑрмашаҫҫӗ, округ центрне ӗҫе ҫӳрекенсем те йышлӑ. Халӑхӑн пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ ирттерме, хаваслӑ канма  Урмаелӗнчи культура ҫурчӗн (кунтах модельлӗ библиотека, искусствӑсен шкулӗн филиалӗ, 3D цифра тата сасӑ оборудованийӗ вырнаҫтарнӑ «Урмай» кинозал) тата Тукай М
Пурлӑх никӗсне ҫирӗплетнӗ

Пурлӑх никӗсне ҫирӗплетнӗ

Наци проекчӗсене РФ Президенчӗн указӗсене тӗпе хурса 2019 ҫултанпа пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӗсем ҫӗршывӑн стратеги аталанӑвӗн 13 ҫул-йӗрне пырса тивеҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — культура отраслӗ. Чӑваш Енре ун ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.  ЧР культура министрӗ Светлана Каликова министерство коллегийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫулта отрасле укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерессин калӑпӑшӗ 4,6 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. Федераци бюджетӗнчен 2023 ҫулта 405,9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Муниципалитет тата хула округӗсене федераци тата республика бюджечӗсенчен 853,8 миллион тенкӗ куҫарнӑ. 2023 ҫулта культура отрасльне ҫӗнетме пурӗ 1 млрд та 173 млн 500 пин тенкӗ янӑ, ҫав шутра патшалӑх учрежденийӗсене модернизацилеме — 338,9 миллион тенкӗ, муниципалитетсене — 834,6 миллион тенкӗ. Асӑннӑ суммӑн пӗр пайӗ пирӗн округри культура

Аркадий Гайдарӑн юбилейне халалланӑ

Январӗн 22-мӗшӗнче Аркадий Гайдар ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитрӗ. А.Гайдар — совет литературин классикӗ, паллӑ ача-пӑча ҫыравҫи, унӑн кӗнекисене ҫӗршывӗпех вуланӑ. Вӑл яланах ачасемшӗн мӗн те пулин лайӑххи ҫырма, вӗсене пирӗн ҫӗршывра пурӑнни мӗн тери телей пулни ҫинчен каласа пама ӑнтӑлнӑ. Ҫапах та унӑн пурнӑҫӗ синкерлӗ пулнӑ. Вӑл революци витӗр тухнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Шел пулин те, 1941 ҫулхи октябрьте ҫар корреспонденчӗ А.Гайдар фашистсен засадине лексе вилнӗ. Тӗп библиотекӑн ача-пӑча вулавӑшӗнче Аркадий Гайдар юбилейӗ тӗлне библиоурок иртрӗ. Мероприятие Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи 4-мӗш класс вӗренекенӗсене чӗннӗ (ертӳҫи Л.П.Алексеева). Малтанах ачасене ҫыравҫӑ пурнӑҫӗпе кӗскен паллаштартӑмӑр. Унтан Аркадий Гайдар ачасем валли мӗнле хайлавсем ҫырни пирки аса
Сивӗ ҫанталӑк та хӑратмӗ

Сивӗ ҫанталӑк та хӑратмӗ

Хӗллехи сивӗсемпе ҫил-тӑман кашнинех хӑратаҫҫӗ. Уйрӑмах ҫавӑн пек ҫанталӑкра вӗҫен кайӑксене йывӑр килет. Ҫакна шута илсе Комсомольскинчи этнобиблиотека ӗҫченӗсем хӗрарӑмсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗпе Инна Ядровӑпа  пӗрле ачасене «Кайӑксене апат ҫитер» акцие явӑҫтарчӗҫ. Вӗсем ертсе пынипе шкул ачисем сырӑшсем хатӗрлерӗҫ. Вӗсем ҫине апатсем хурса парса йывӑҫсем ҫине ҫакрӗҫ. Ҫунатлӑ туссем вӗсен парнине хапӑлласа йышӑннине пӑхса тӑма мӗн тери кӑмӑллӑ иккен! Тутӑ кайӑксене темӗнле сивӗ ҫанталӑк та хӑратаймӗ. Светлана Григорьева.

Пурин кӑмӑлне те кайрӗ

Округра Комсомольски районне туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ «Тӑван ҫӗре эпир мухтатпӑр» смотр-конкурс малалла пырать. Январӗн 15-мӗшӗнче Хырай Ӗнел культура ҫуртӗнче Александровка территори уйрӑмӗнче пурӑнакансем хӑйсемпе  паллаштарчӗҫ. Ку тӑрӑхра тӗрлӗ халӑх ывӑл-хӗрӗ килӗштерсе пурӑнать, ӗҫлет, савӑнать. Фойере вырнаҫтарнӑ выставкӑсем территори уйрӑмне кӗрекен ялсен пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне туллин сӑнласа параҫҫӗ. Культура ҫуртне килнисем иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенчен пуҫласа паянхи кун таран ялсен аталанӑвӗн ҫул-йӗрне уҫса паракан «Родной мой край, деревни вдоль Кубни» фотовыставкӑпа интересленсе паллашрӗҫ. Ал ӗҫӗсен куравӗ те пурин кӑмӑлне те кайрӗ.  Кивӗ япаласем, ӗҫ хатӗрӗсем  аваллӑх тӗнчине илсе кӗчӗҫ. Хырай Ӗнелӗнчи Т.И.Квасован, Киров поселокӗнчи  И.В.Григорьеван ал ӗҫӗс

Юрӑ-ташӑ чун апачӗ

Этем ӗҫленипе ҫеҫ пурӑнаймасть, ӑна чун апачӗ те кирлех. Ялсенчи культура ҫурчӗсенче ӗҫлекенсен тӗп тивӗҫӗ — ҫынсен канӑвне йӗркелесси, пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ ирттересси. Тукай территори уйрӑмӗнчи ялсенче тӑватӑ культура ҫурчӗ вырнаҫнӑ. Вӗсенче уявсенче пӗрмаях концертсем, ытти мероприятисем йӗркелеҫҫӗ. Салтака каякан яшсене клубра пуҫтарӑнса ырӑ сунса ӑсатассине йӑлана кӗртнӗ. Округра иртекен культура мероприятийӗсенчен те пӗртте юлмаҫҫӗ маттурсем. Ҫӗнӗ Мӑратри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Шурӑмпуҫ» халӑх фольклор ансамбльне йӗркеленӗренпе чӗрӗк ӗмӗр те иртнӗ ӗнтӗ. Унта юрра-ташша юратакан, чӑваш халӑх йӑли-йӗркине хисеплекен тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсем кӑмӑлласах ҫӳреҫҫӗ, хӑйсен пултарулӑхӗпе куракансене савӑнтараҫҫӗ. Тукайра пурӑнакансемшӗн 2022 ҫул ялта ҫӗнӗ культура ҫурчӗ хута кайнипе асра юлч
Тавралӑха илем кӳреҫҫӗ

Тавралӑха илем кӳреҫҫӗ

Кашни ҫулталӑк вӑхӑчӗ хӑйнеевӗр илемлӗ. Нӗркеҫ ялӗнче пурӑнакан Г.Е.Ефремов хӗл парнипе, юрпа, усӑ курса тавралӑха татах  та хитререх тӑвасшӑн. Кашни ҫулах вӑл юртан тӗрлӗ кӗлетке ӑсталать. Геннадий Егорович пурӑнакан Пушкин урамне пырса кӗрсен  ҫулталӑк символӗ Аҫтаха, юмахри пӑхаттирсем, Юр пике,  Пирӗшти тата ытти сӑнарсем кӗтсе илӗҫ. Тӑрӑшсан хамӑр вӑйпа та хамӑр пурӑнакан вырӑна илемлӗх кӗртме пулать-ҫке.