Культура

Пирӗн хӗрарӑмсем маттур та пултаруллӑ

Пирӗн хӗрарӑмсем маттур та пултаруллӑ

Республика кунӗнче «Я женщина» конкурсӑн финалӗ иртрӗ. Унта пирӗн округран 19 хӗрарӑм хутшӑнчӗ. Тӗрлӗ професси ҫыннисем пулчӗҫ унта: педагогика, медицина, культура, бизнес ӗҫченӗсем, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнаканӑн мӑшӑрӗ...  Вӗсем пурте хӑйсене лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартрӗҫ. Ку конкурс 2021 ҫултанпа иртет. Унта тӑватӑ ҫул хушшинче 17—93 ҫулхи 2500 хӗрарӑм хӑй пултарулӑхне кӑтартнӑ. Кӑҫалхи конкурсра 1026 хӗрарӑм пулнӑ. Пирӗн районти хӗрарӑмсем маттур пулнине палӑртса хӑварас килет. Вӗсем хӑйсем суйласа илнӗ ӗҫре те хастар, кил-ҫурта та тытса пыма пӗлеҫҫӗ, юрӑ-ташӑра та ӑста, спортра та пултаруллӑ. Инна Ядрова, Чӑваш Республикинчи хӗрарӑмсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ.
Асӑну каҫӗсем, тӗрлӗ ӑмӑртусем иртнӗ

Асӑну каҫӗсем, тӗрлӗ ӑмӑртусем иртнӗ

Иртнӗ эрнере пирӗн округра пурӑнакансем Асӑнупа хурлӑх кунне (июнӗн 22-мӗшӗ Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланнӑ кун) паллӑ турӗҫ. Июнӗн 23-мӗшӗ Троица уявӗ пулчӗ. Ҫынсем вилнисене асӑнма масарсем ҫине ҫитрӗҫ. Ҫав кунсенче округри территори уйрӑмӗсенчи ялсенче культура тата спорт мероприятийӗсем те нумай  иртнӗ. Кашни ҫемьенех пырса тивнӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи. Чылай ҫын фронтран яла таврӑнайман. Ҫапӑҫу хирӗсенче пуҫ хунисене асӑнса «Асӑну ҫуртисем» ҫутнӑ. Аслӑ   Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑннисем ячӗпе лартнӑ палӑксем патне чечек ҫыххисем хунӑ. Культура ҫурчӗсенче Асӑну каҫӗсем йӗркеленӗ. Троица умӗн ялсенче спорт ӑмӑртӑвӗсем те чылай пулнӑ.  Акӑ, Аслӑ Чурачӑк, Анат тата Тури Тимӗрчкасси, Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗсенчи ҫамрӑксем футбол уйӗнче тупӑшнӑ. Аслӑ Чурачӑк ялӗнче ирт
Мускавра Акатуй иртнӗ

Мускавра Акатуй иртнӗ

Раҫҫейӗн тӗп хулинче ВДНХри «Россия» выставкӑра иртнӗ шӑматкун Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ кӗрленӗ. Вӑл Раҫҫейри тӗрлӗ регионсенче пурӑнакан чӑвашсене ҫеҫ мар ытти халӑх ҫыннисене те хӑй тавра пуҫтарнӑ. Хӑнасен  йышӗнче Раҫҫей тата Мускав правительствисен членӗсем те, РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем те, Раҫҫей Геройӗсемпе ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем те, ҫӗршыври паллӑ артистсем те, ют патшалӑхсен полномочиллӗ посолӗсем те тата ытти чаплӑ ҫынсем пулнӑ. Пуҫтарӑннисене ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, республикӑн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров, РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаков, Алла Салаева, Николай Владимиров сенатор, Ульяновск облаҫӗн кӗпӗрнатӑрӗ Алексей Русских, Мускав мэрӗн ҫумӗ Александр Горбенко саламланӑ, Акатуй чӑваш халӑхӗшӗн  пысӑк пӗлтерӗшлӗ уяв пулнине палӑртн
Раҫҫей кунне анлӑн паллӑ тунӑ

Раҫҫей кунне анлӑн паллӑ тунӑ

2002 ҫултан пуҫласа ҫӗршывра июнӗн 12-мӗшӗнче Раҫҫей кунне паллӑ тӑватпӑр. Ҫак ятпа округри территори уйрӑмӗсенчи ялсенче тӗрлӗ мероприятисем маларах та ирттерме пуҫланӑ. Тӗп уяв вара Комсомольскинчи культурӑпа кану паркӗнче пулнӑ. Пуҫтарӑннисене уяв ячӗпе округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Наталия Комиссарова, депутатсен  Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, округри православи тата мӑсӑльман тӗнӗсен представителӗсем  Сергий Скворцов иерей, Урмаел мечечӗн имам хатыйбӗ Рафаил Минадиев  саламланӑ. Ҫак кун Раҫҫей ҫыннисемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине, нумай нациллӗ халӑха  пӗр чӑмӑра пӗрлешме, ҫирӗпрех пулма пулӑшнине пӗлтернӗ. Комсомольскинчи «Ҫӗр тата ҫынсем» музей уҫӑлнӑранпа 25 ҫул ҫитнӗ май унӑн заведующине А.О.Поляковӑна малашне те халӑхшӑн питӗ кирл
Халӑхсен йӑли-йӗркине пӗлме килнӗ

Халӑхсен йӑли-йӗркине пӗлме килнӗ

Июнӗн 10-мӗшӗнче пирӗн округра Пермьри гуманитари институчӗн ӗҫченӗсен фольклорпа этнографи экспедицийӗ пулнӑ. Вӗсене вырӑнти халӑхӑн йӑли-йӗркипе пурнӑҫӗ интереслентернӗ. «Каҫал» фольклор ансамблӗ Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнче чӑвашсен туй йӑли-йӗркине  кӑтартса панӑ. Ҫавӑн пекех экспертсем  вырӑнти ватӑсемпе те тӗл пулса калаҫнӑ. О.И.Басникова, Р.А.Иванова, М.И.Васильева, М.А.Краснова, А.Т.Ежергина, К.Г.Иванова, А.Е. Шуряшкина ялсенче мӗн ӗлӗкрен пыракан йӑласем ҫинчен каласа панӑ. Александровка ялӗнче экспедици членӗсене ку тӑрӑхра пурӑнакан вырӑссен  йӑли  интереслентернӗ.  Г.П.Шутова, В.В.Микенина тата вырӑнти  таврапӗлӳҫӗ А.В.Грачев хушшинчи калаҫу та  интереслӗ пулнӑ.  Вӗсем кӑмӑлтан хӑйсем мӗн ас тунине, пӗлнине каласа кӑтартнӑ.
Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ пулать

Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ пулать

Мускаври ВДНХра иртекен «Россия» выставка-форумра июнӗн 3—9-мӗшӗсенче Ҫӗрпӳ округӗ хӑйӗнпе паллаштарнӑ. Вӗсем хыҫҫӑн эстафетӑна Сӗнтӗрвӑрри округӗ йышӑннӑ. Кунта та 75-мӗш павильона килекенсемшӗн курмалли, тӗлӗнмелли нумай пулнӑ. Сӗнтӗрвӑррисем хӑйсемпе июнӗн 13-мӗшӗччен паллаштарнӑ. Июнӗн 15-мӗшӗнче  вара ВДНХри форум выставкӑра пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ иртет. Ӑна чылай малтан хатӗрленме пуҫланӑ. Ҫавӑнпа та вӑл мероприятисенчен пуян пулӗ. Уяв 12 сехетре пуҫланса пилӗк лаптӑкра пымалла. Чӑваш халӑх йӑли-йӗркипе иртекен Акатуйра юрӑ-ташӑпа пӗрлех, халӑх апат-ҫимӗҫне те тутанса пӑхма май пулӗ, мастер-классем те иртӗҫ... Чи тыткӑнлаканнисенчен пӗри наци кӗрешӗвӗ пулӗ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пурне те уява ҫитсе курма чӗннӗ.

Кӗнекере – тӑван тӑрӑхӑн историйӗ

Хальхи вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра нумай кӗнеке пичетлесе кӑлараҫҫӗ. Вӗсем хушшинче пирӗн тӑван тӑрӑх, тӑван ен, паллакан ҫынсем ҫинчен вуласа пӗлме пулӑшаканнисем уйрӑмах ҫывӑх. Вӗсем кашни ӑрушӑн хаклӑ та пӗлтерӗшлӗ. Ҫакӑн пек кӗнеке ҫурални — кашнинчех вӑл чӑн-чӑн уяв, пирӗн округшӑн пысӑк пулӑм. Июнӗн 8-мӗшӗнче Комсомольскинчи этнобиблиотекӑра Евгений Игонинӑн «Покорители «Дикого поля». Дорога к храму» кӗнекин презентацийӗ иртнӗ. Мероприятие ертсе пыракан Валентина Боровкова авторӑн пурнӑҫӗ тата ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа панӑ. Евгений Игонин кӗнеке ҫырас шухӑш ӑҫтан ҫуралнипе, ӑна валли материалсем мӗнле пуҫтарнипе паллаштарнӑ. Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Альберт Кузьмин кӗнеке тухнӑ ятпа саламланӑ, пирӗн историе сыхласа хӑварас
Ҫӗрпӳсен те кӑтартмалли пур

Ҫӗрпӳсен те кӑтартмалли пур

Мускаври  ВДНХри «Россия» выставка-форумра Шупашкар  хули хӑйӗнпе паллаштарни ҫинчен маларах  пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.  Халӗ вӑл хӑйӗн ӗҫне вӗҫленӗ. Хула администрацийӗ йӗркеленӗ экспозице  пырса куракансем кӑмӑллӑ юлнӑ. Чӑвашсем  хӑнасене  кӗтсе илме хапӑл пулнине палӑртнӑ. Шупашкар хулин кунӗсем пынӑ вӑхӑтра  павильонра Тӑвай муниципаллӑ округӗнчи Аннӑпа Алексей  Андреевсем  чӑваш йӑли-йӗркипе  туй туса ирттернӗ, вӗсене ҫемьере килӗшӳллӗ пурнӑҫ суннӑ,  тематикӑлла парнесем панӑ. Хулан хисеплӗ ҫыннисем, интерактивлӑ арт-объектсем, фотозонӑсем, тӗрлӗ енлӗ мастер-классем  пурне те илӗртнӗ. Кӑҫал 555 ҫул тултаракан  хула хӑйӗн илӗртӳлӗхне, аталанӑвне, пуянлӑхне туллин кӑтартнӑ. Июнӗн 3-мӗшӗнчен  Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗ  вӗсен вырӑнне йышӑнса Чӑваш Республ
Ҫӗнӗ маршрут хатӗрленӗ

Ҫӗнӗ маршрут хатӗрленӗ

Пирӗн пысӑк ҫӗршывра ҫынсене курса ҫӳреме, канма, пушӑ вӑхӑта интереслӗ те усӑллӑ ирттерме  пур майсем  те пур. Раҫҫейре пурӑнакансене ҫеҫ мар, ют ҫӗршывсенчи  хӑнасене те пирӗн патри паллӑ вырӑнсемпе паллаштарас, ҫитсе курма чӗнес  тӗллевпе 2020 ҫулта «Туризм и индустрия гостеприимства» наци проекчӗ хатӗрленӗ. Вӑл 2021 ҫулхи ҫуркунне  ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл «Развитие туристской инфраструктуры», «Повышение доступности туристских услуг», «Совершенствование управления в сфере туризма» федераллӑ проектсенчен тӑрать. Чӑваш Республикинче  туристсене  илӗртмелли вырӑнсем чылай. Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑй сӑмахӗнче тӑтӑшах палӑртать. Хамӑр тӑрӑхри пурнӑҫа кӑтартма ҫеҫ пӗлмелле. Комсомольски округӗнче те хӑнасемшӗн ҫеҫ мар, унта пурӑнакансемшӗн
Кирлӗ йышӑнусем тунӑ

Кирлӗ йышӑнусем тунӑ

Округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче  наркотиксене хирӗҫ кӗрешес енӗпе ӗҫлекен комиссин черетлӗ ларӑвӗ пулса иртнӗ. Раҫҫей Федерацийӗн  ку енӗпе  2030 ҫулччен палӑртнӑ стратегийӗ пирки округри тӗп больницӑн врач-наркологӗ Людмила Ярышева тата ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен комиссин  тӗп специалист-эксперчӗ Гузель Гадельянова чарӑнса тӑнӑ. Вӗсем пирӗн тӑрӑхра  ҫав енӗпе йышӑннӑ мерӑсемпе паллаштарнӑ.   Ларура ҫавӑн пекех вӗренӳ учрежденийӗсенче пӗлӳ пухакансем хушшинче ирттернӗ тест пӗтӗмлетӗвӗсем пирки те калаҫу пулнӑ. Наркотиксене хирӗҫ тӑрас енӗпе ӗҫлекен округри  комиссин ыйтӑвӗсемпе кирлӗ йышӑнусем тунӑ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин лару ӗҫне пӗтӗмлетнӗ. Ку сиенлӗ йӑлана хирӗҫ тӑрас енӗпе чылай тӑрӑшнӑ пулин те лӑпланс