Куравра курса тӗлӗнмелли нумай

Куравра курса тӗлӗнмелли нумай

Мускавра халӑхсем хушшинчи «Раҫҫей» курав малалла пырать. Пирӗн республикӑн стендӗнче Чӑваш Ен ҫинчен чылай интересли пӗлме, сывлӑха тӗрӗслеттерме тата сертификатсем, путевкӑсем выляса илме пулать.

Декабрӗн 5-мӗшӗнче куравра Республика стоматологи поликлиникин экспозицийӗ уҫӑлнӑ. Унта хӑнасем шӑлӗсене тӗрӗслеттерме, хӑйсем те стоматологсем пулса интраораллӑ сканерпа ӗҫлесе пӑхма пултарнӑ. Чи ӑнӑҫуллисем шӑлсене сиплеме  60 пин тенкӗлӗх тата шӑлсене шуратма сертификатсем выляса илнӗ.  

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин экспозицине Раҫҫейри архитекторсен союзӗн Президенчӗ Николай Шумаков ҫитсе курнӑ. «ВДНХ-на Чӑваш Ен стендне курассишӗн килтӗм, мӗншӗн тесен эпӗ Чӑваш Ене, Шупашкара юрататӑп. Пӗрре мар унта пулнӑ. Эпӗ унта пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ «Мускав — Хусан» магистралӗн вокзал комплексӗн проектне хатӗрленӗ. Сирӗн стенда пырса курасси — чӑн телей. Халӑх та ҫакна ӑнланса кунта килет, Чӑваш Ен мӗн тери тӗлӗнмелле, Шупашкар илемлӗ пулнине курса ӗненет», — уҫнӑ вӑл шухӑшне.

Ҫавӑн пекех паллӑ Раҫҫей художникӗсем Еленӑпа Николай Комаровсем  те Чӑваш Ен хӑнисем пулнӑ. Вӗсем павильонти экспозицисемпе паллашса «кӗмӗл» волонтерсемпе калаҫнӑ, стендӑн хисеплӗ хӑнисен кӗнекинче хӑйсен хаклавне ҫырса хӑварнӑ. «Чӑваш Ен ҫинчен эпӗ яланах ӑшшӑн аса илетӗп. Эпир мӑшӑрпа унта чӗрӗк ӗмӗр, 25 ҫул, пурӑннӑ. 1976 ҫулта эпӗ ялтан пединститута вӗренме кӗме килнине халӗ те ас тӑватӑп. Мӗнлеччӗ ун чухне Шупашкар тата мӗнлерех вӑл халӗ! Питӗ тӗлӗнмелле хула», — тенӗ Николай Парфенович.

Тӑван ҫӗршывӑн Геройӗсен кунӗнче Чӑваш Ен экспозицине Раҫҫей Геройӗ Евгений Борисов  ҫитсе курнӑ. Вӑл ҫӗнӗ йышши стоматологи хатӗр-хӗтӗрӗсемпе усӑ курса ирттерекен тӗрӗслев витӗр тухнӑ, экспозиципе паллашнӑ, хӑнасемпе калаҫнӑ. ЧР Ӗҫлев министерствин «кӗмӗл» волонтерӗсем ун урлӑ ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксем валли оберегсем тата ҫырусем парса   янӑ.

РФ Конституцийӗн кунӗнче Чӑваш Республикин экспозицине сенатор, Федераци Канашӗн конституци саккунӗпе патшалӑх строительствин Комитечӗн членӗ Николай Владимиров тата Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ — Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ Алексей Ладыков ҫитсе курнӑ. Вӗсем ВДНХ-на экскурсие килнӗ ЧППУ студенчӗсемпе тӗл пулса калаҫнӑ. Студентсем хӑйсене интереслентерекен ыйтусене панӑ, професси суйласси, мӗнле специальноҫсем хальхи вӑхӑтра ытларах кирли, мӗнле майпа лайӑх карьера тума пуласси ҫинчен калаҫнӑ. Ҫавӑн пекех вӗреннӗ вӑхӑтра стажировка тухас майсене, ӗҫлекен ҫамрӑксем мӗнле патшалӑх пулӑшӑвӗсемпе усӑ курма пултарнине   сӳтсе явнӑ. 

Декабрӗн 11-мӗшӗнче куравра «Надежда» санатори экспозицийӗ уҫӑлнӑ. Унта канмалли кун путевкисене выляттарнӑ.

Декабрӗн 19-мӗшӗнче «Раҫҫей» куравра Чӑваш Республикин Вӗрентӳ министерствин лапамӗ ӗҫлеме пуҫлӗ. Унта ӑсталӑх класӗсем, интерактивсем иртӗҫ, парнесем выляттарӗҫ тата чылай интересли пулӗ.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *