Смотр-конкурса Тукайсем малалла тӑсрӗҫ

Смотр-конкурса Тукайсем малалла тӑсрӗҫ

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, Комсомольски районне туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнӗ май смотр-конкурс пуҫланнине вулакансем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Шӑпа янӑ тӑрӑх, чи малтан Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗ ҫак мероприятие уҫрӗ. Вӗсенчен эстафетӑна Тукай территори уйрӑмӗн художество пултарулӑх коллективӗсем йышӑнчӗҫ.

Смотр-конкурса хатӗрленсе Ҫӗнӗ Мӑратри культура ҫурчӗн фойинче пир-авӑртан ҫӗленӗ япаласенчен, наци костюмӗсенчен курав йӗркеленӗ. Ҫавӑн пекех тӑван кӗтес ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесемпе 1950 ҫулсенчен пуҫласа паянхи кунччен историпе ҫыхӑннӑ сӑнӳкерчӗксене те ҫынсене курса хаклама стендсем ҫине тирпейлӗ вырнаҫтарса тухнӑ. 

Тукай территори уйрӑмӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑвакан Светлана Кондратьева ялсен историйӗпе, аталанӑвӗпе паллаштарнӑ. Кунсӑр пуҫне пуҫаруллӑ бюджет программипе усӑ курса тунӑ объектсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ, малашнехи плансем пирки те каласа хӑварнӑ. Ҫӗнӗ Мӑратри Павловсен тата Тӑманлӑ Выҫлири Карасевсен нумай ачаллӑ ҫемйисене Тав хучӗпе чысланӑ. Ҫавӑн пекех ача-пӑча икусство шкулӗн преподавательне Галина Степановӑна ял тӑрӑхӗн культура пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшӑн Хисеп грамотипе  наградӑланӑ.

Тукай территори уйрӑмне кӗрекен ялсенчи ҫынсем пӗр-пӗринпе авалтанах килӗштерсе, туслӑ пурӑнаҫҫӗ. Ҫакна ку тӑрӑхри халӑх питӗ аван концерт программи хатӗрлесе сцена ҫине кӑларни те ҫирӗплетсе панӑ. Культура ӗҫченӗсем ертсе пынипе унта тӗрлӗ ӑру ҫыннисем — шкул ҫулне ҫитменнисенчен пуҫласа пенси ӳсӗмӗнчисем таранчченех — хутшӑннӑ. Программа пуян  та тӗрлӗ енлӗ пулса тухнӑ. Юрӑсемпе ташӑсем, инсценировкӑсем, ҫавӑн пекех сӑвӑсем те пӗрин хыҫҫӑн тепри улшӑнса тӑнӑ. Никита Ильинпа Александр Филиппов ҫамрӑксем хуткупӑс каласа илемлӗ юрӑ шӑрантарни те куракансене савӑнтарнӑ, вӗсем аслисен йӑли-йӗркине малалла тӑсни чӑннипех хавхалантарнӑ.

(Хамӑр инф.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *