Понедельник, 6 мая

Культура

Кӗнеке авторӗпе йӗркеленӗ тӗлпулу

Кӗнеке авторӗпе йӗркеленӗ тӗлпулу

Хальхи вӑхӑтра республикӑра «Литературӑллӑ Чӑваш Ен, чи   вулакан кӗнеке — 2022» фестиваль пырать. Ҫӗнӗ Мӑратри вулавӑшра ҫак фестиваль шайӗнче тӗрлӗ мероприяти иртет.          Ҫак кунсенче библиотекӑра хӑнара фестиваль-конкурса хутшӑнакан «Кая юлнӑ каҫару сӑмахӗ» кӗнеке   авторӗ, пирӗн ентеш Алевтина Дмитриева писатель пулчӗ. Ҫыравҫӑпа тӗл пулма централизациленӗ тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем, библиотекарьсем, Тукай ял территори уйрӑмӗн начальникӗ Петр Игнатьев, ку тӑрӑхри культура ҫурчӗсемпе библиотекӑсен ертӳҫисем, ялти кӗнеке вулама юратакансем пуҫтарӑнчӗҫ.  Ертсе пыракансем Алевтина Дмитриеван пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен кӗскен каласа пачӗҫ, тӗрлӗ кӗнеке выставкисемпе паллаштарчӗҫ. Ҫавӑн пекех 2022 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ кӗнекесен тишкерӗвне йӗркелерӗҫ. Ент
Культурӑпа паллашма «Пушкин картти» пулӑшӗ

Культурӑпа паллашма «Пушкин картти» пулӑшӗ

Иртнӗ уйӑхри информаци кунӗнче, вӑл культура ыйтӑвӗсемпе иртнӗ май, округра «Пушкин карттипе» ҫителӗклӗ таран усӑ курманни пирки асӑннӑччӗ. Пирӗн тӑрӑхра пысӑк театрсемпе картина галерейисем, концерт залӗсем ҫук. Хуласем те аякра вырнаҫнӑ. Сӑлтавӗсем ҫавӑнпа та ҫыхӑннӑ пулӗ. Анчах та ӳсекен ӑрӑвӑн ӑнтӑлӑвӗ пысӑк, вӗсен ҫӗнӗрен ҫӗннине курас, пӗлес, илтес килет. Ҫамрӑк ӑру культурӑпа, илемлӗх тӗнчипе интересленмест тенине ӗненесех килмест. Астӑватӑп-ха, шкулта вӗреннӗ чухне ҫулталӑкра пӗр хутчен те пулин К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне спектакль пӑхма илсе каятчӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗнчен укҫа пуҫтарса, ятарлӑ автобус тытса ҫула тухаттӑмӑр. Шупашкара каймалли кун ҫитессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ. Тӗп хуламӑрта курнӑ спектакльсем, пӗр ӳстермесӗрех калатӑп, нумайлӑха асра юлатчӗҫ.

Ӑсталӑх класӗ иртнӗ

Чӑваш Ен пирки «ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин сӑмах, ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗ» тесе калаҫҫӗ. Чӑнах та, тӗрӗ — хӗрарӑмсем тахҫантанпах юратакан алӑ ӗҫӗсен чи ватӑ тӗсӗсенчен пӗри. Вӗсем ӗмӗр-ӗмӗрех тӗрӗ ӗҫӗпе пурӑннӑ, унпа кил-ҫуртне, ҫи-пуҫне илемлетнӗ. Нумаях пулмасть Элпуҫри культура ҫуртӗнче Комсомольски ялӗнчи тата вырӑнти ӑстасем Валентина Константинова, Валентина Хораськина, Мария Ильязова хушпу-тухья тата капӑрлӑхсем хатӗрлес енӗпе ӑсталӑх класӗ ирттерчӗҫ. Мероприятие йӗркелекенӗ Лариса Носова заведующи пулчӗ. «Тӗрӗ ӗҫне пӗчӗк салфеткӑсенчен пуҫларӑмӑр, малтан ансатах пулмарӗ», — каласа параҫҫӗ ӗҫчен хӗрарӑмсем. Ӑстасен коллекцийӗнче 15 ҫула яхӑн пуҫтарӑннӑ илемлӗ тӗрӗсем, пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсем, вун-вун ытла эреш шутланать. Ӗҫӗсене йӑлана кӗнӗ техникӑпа пурнӑҫланӑ, пурте питӗ капӑр, па
Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ

Пирӗн округри ҫынсен пурнӑҫне хаваслӑх кӳрес, канӑвне усӑллӑ та интереслӗрех йӗркелес тӗлӗшпе 25 культура ҫурчӗ, 7 клуб ӗҫлет.  Вӗсенче тӑтӑшах кӑсӑклӑ мероприятисем йӗркелеҫҫӗ.  Тӗп тата ача-пӑча библиотеки, ялсенчи 16 вулавӑш кӗнекесене юратакансен кӑмӑлӗсене туллин тивӗҫтерес тесе тӑрӑшать.  Тӑван ен историйӗпе паллашас текенсем валли «Ҫӗр тата ҫынсем» музей алӑкӗ уҫӑ, кунтах  хамӑрӑн пултаруллӑ ентешсен ӗҫӗсен выставкисемпе те час-часах паллашма пулать.  Округри искусствӑсен шкулӗнче преподавательсем ачасене илемлӗх тӗнчине илсе кӗреҫҫӗ, юрӑ-ташӑпа туслашма, ӳнер искусствин ӑсталӑхне алла илме пулӑшаҫҫӗ.  Архив секторӗнче пӗлтерӗшлӗ документсене упрас енӗпе вӑй хураҫҫӗ.   Мартӑн 25-мӗшӗ — Культура ӗҫченӗсен кунӗ.  Ҫак ятпа Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче савӑнӑҫлӑ уяв ирттерни пи
Хаваслӑ кӑмӑл парнелерӗҫ

Хаваслӑ кӑмӑл парнелерӗҫ

Ҫак кунсенче Шупашкар хулинчи «Салют» культура керменӗ ҫумӗнчи ветерансен «С песней по жизни» хорне ҫӳрекенсем Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗнче пулчӗҫ. Малтанах хӑнасем ялти  музейри экспонатсемпе кӑмӑлласа паллашрӗҫ,  ял историйӗпе ҫыхӑннӑ ыйту чылай пачӗҫ.  Музея килекенсен журналӗ ҫине ырӑ сӑмахсем ҫырса хӑварчӗҫ. Ветерансем Ҫӗнӗ Кипеҫри культура ҫурчӗн сцени ҫине тухсан куракансем вӗсене алӑ ҫупса кӗтсе илчӗҫ.  Ку ушкӑн 1960 ҫултах йӗркеленнӗ.  1985 ҫулта «Халӑх хорӗ» ята тивӗҫнӗ.  Ӑна К. В. Мочалов ерт-се пырать.  Концертмейстерӗ,  купӑсҫи — А. Ю. Иванов.  Хор ҫутӑ та илемлӗ юрӑсемпе залра ларакансене чӑннипех хӑй тыткӑнне илчӗ.  Вӗсем вырӑсла та,  чӑвашла та шӑрантарчӗҫ. Хорӑн репертуарӗнче патриотизмла юрӑ чылай.   Вӗсем ят

Хаваслӑ туйӑм парнеленӗ

Пӗтӗм халӑх пекех пирӗн округра пурӑнакансем те ку эрнере  Пӗтӗм тӗнчери Хӗрарӑмсен кунне паллӑ турӗҫ. Ҫак ятпа пур территори уйрӑмӗсенче те, вӗренӳ учрежденийӗсенче те тӗрлӗ мероприятисем иртнӗ. Уяв умӗн муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, Комсомольски тата Елчӗк районӗсен ҫар комиссарӗ Сергей Данилов ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан  ҫынсен мӑшӑрӗсемпе тата амӑшӗсемпе тӗл пулнӑ, уяв ячӗпе саламласа чечек ҫыххисемпе саламлӑ окрыткӑсем панӑ. Вӗсен ҫывӑх ҫыннисем пархатарлӑ ӗҫ тунине, тӑван ҫӗршыва сыхланине палӑртнӑ, паттӑр ывӑлсем ҫитӗнтернӗшӗн тав тунӑ. Центрти Культура ҫуртӗнче чӑваш халӑх артисчӗ Вячеслав Христофоров,  Марта Зайцева, Алина Михайлова, Игорь Иванов, Сергей Петров эстрада ҫӑлтӑрӗсем, «К

Япӑххи ҫурхи шывпа юхса кайтӑр

Кӑҫал Ҫӑварни ир килчӗ. Вӑл вӗҫленнӗ кун, февралӗн 26-мӗшӗнче, пӗр-пӗринчен каҫару ыйтмалли кун пулчӗ. Пурнӑҫра темӗнле лару-тӑру та пулать, тепӗр чухне сисмесӗрех сивӗ сӑмах каласси те, кӳрентересси те... Аслӑ Типӗ пуҫланиччен каҫару ыйтса чун-чӗрене тасатни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫӑварни эрнин юлашки кунӗнче ҫанталӑк хитрех пулмарӗ пулин те, Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнче пурӑнакансене ҫакӑ савӑнса уяв ирттерме пӗрре те чӑрмантармарӗ. Чӑваш кӗпи тӑхӑннӑ, тӗрӗллӗ саппун ҫакнӑ, ҫӳҫеллӗ тутӑрсем ҫыхнӑ хӗрарӑмсем ялти клуба пуҫтарӑнчӗҫ. Нумайччен унта Ҫӑварни юррисем янраса тӑчӗҫ.  Пылпа, варенипе  ҫуллӑ икерчӗпе техӗмлӗ вӗри чей ӗҫсе сӑйлантӑмӑр. Ку таран пуҫтарӑннӑ начаррине, чир-чӗре хӑ- валаса ярса, малашне чун-чӗресенче тасалӑх ҫеҫ хуҫалантӑр тесе катемпие ҫунтарса ятӑмӑр. «Мӗнпур япӑххи ҫурхи шывпа
Сывӑ пул, сивӗ Хӗл! Килех, ырӑ ҫуркунне

Сывӑ пул, сивӗ Хӗл! Килех, ырӑ ҫуркунне

Акӑ, сивӗ, вӑрӑм хӗл те вӗҫленсе пырать. Авалтанах ҫанталӑк ҫур енне сулӑнсан Ҫӑварни эрнине паллӑ тунӑ. Иртнӗ эрне шӑпах ҫуллӑ икерчӗпе сӑйланмалли тапхӑр пулчӗ. Ҫак савӑнӑҫлӑ вӑхӑта Каҫал енре пурӑнакансем те юратаҫҫӗ. Асатте-асаннесен йӑлисене хисеплесе, ҫулран-ҫул пыракан ырӑ пулӑма малалла тӑсса вӗсем кӑҫал та, февралӗн 25-мӗшӗнче, сивӗ, хаяр хӗл кунӗсене ӑсатма, хӗвеллӗ те ӑшӑ ҫуркуннене кӗтсе илме Комсомольскинчи культура ҫуртне пуҫтарӑнчӗҫ. Урамра халӑха хаваслӑ юрӑ-кӗвӗпе, ҫуллӑ та тутлӑ икерчӗсемпе кӗтсе илчӗҫ. Техӗмлӗ шашлӑк сутакансем, ытти апат-ҫимӗҫ сӗнекенсем  те кунтах вырнаҫнӑ. Пуҫӗсене ҫӳҫеллӗ тутӑр ҫыхнӑ, тӗрӗллӗ илемлӗ кӗпе тӑхӑннӑ хӗрсемпе хӗрарӑмсем, маттур каччӑсем  уява сӑн кӗртекенсем  пулчӗҫ.   Фойере вара культура ӗҫченӗсем ачасе

Кӗнекесем парнелерӗҫ

Пӗтӗм тӗнчери кӗнеке парнелемелли куна халалласа Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче январӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа февралӗн 14-мӗшӗччен «Юратса кӗнеке парнелӗр» ыркӑмӑллӑх акцийӗ иртрӗ. Унта вӗренекенсем те, вӗрентекенсем те хастар хутшӑнчӗҫ. 56 ача тата С.Г.Индюкова, Л.П.Абрамова, Т.Е.Иванова педагогсем мӗн пурӗ 290 кӗнекепе 50 журнал илсе килсе библиотекӑна парнелерӗҫ. Вӗсем хушшинче тӗнче литературин классикӗсен, паянхи писательсен изданийӗсем те, ача-пӑча тата наукӑпа популярлӑ литература та, словарьсемпе энциклопедисем те пулчӗҫ. Акцие хутшӑннакансем пурте сертификатсене, ытларах кӗнеке парнеленӗ Ильяс Хайруллов, Виктория Баранова, Александра Майорова асӑнмалӑх парнесене тивӗҫрӗҫ. Кӑмӑлтан кӗнекесем парнелекенсене тав сӑмахӗ калатпӑр. Кӗнеке — чи лайӑх парне, тетпӗр те, вӗсем илсе

Ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ

Муниципаллӑ округри культура ӗҫченӗсем 2022 ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ. Малтанах канашлӑва хутшӑнакансем культура ҫурчӗн фойинче вырнаҫтарнӑ ал ӗҫ выставкипе паллашнӑ. Округра пурӑнакансен культурӑллӑ канӑвне мӗнле йӗркелени, ҫитӗнӳсем, малашнехи тӗллевсем пирки культура секторӗн ертсе пыракан специалист-эксперчӗ М.А.Кокорева доклад тунӑ. «Централизациленӗ клуб системи» АУн организаципе методика службин заведующийӗ  В.Н.Курицына хӑйӗн сӑмахӗнче пӗлтӗр халӑхпа йӗркеленӗ мероприятисем ҫинче тӗплӗн чарӑнса тӑнӑ. «Централизациленӗ библиотека системи» МБУК директорӗ И.П.Ядрова ялсенчи библиотекӑсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ. Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов культура ӗҫченӗсем иртнӗ ҫул япӑх мар ӗҫлесе пынине палӑртнӑ, районӑн обществӑлла пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшӑн тав т