Кӗнеке авторӗпе йӗркеленӗ тӗлпулу

Кӗнеке авторӗпе йӗркеленӗ тӗлпулу

Хальхи вӑхӑтра республикӑра «Литературӑллӑ Чӑваш Ен, чи   вулакан кӗнеке — 2022» фестиваль пырать. Ҫӗнӗ Мӑратри вулавӑшра ҫак фестиваль шайӗнче тӗрлӗ мероприяти иртет.         

Ҫак кунсенче библиотекӑра хӑнара фестиваль-конкурса хутшӑнакан «Кая юлнӑ каҫару сӑмахӗ» кӗнеке   авторӗ, пирӗн ентеш Алевтина Дмитриева писатель пулчӗ. Ҫыравҫӑпа тӗл пулма централизациленӗ тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем, библиотекарьсем, Тукай ял территори уйрӑмӗн начальникӗ Петр Игнатьев, ку тӑрӑхри культура ҫурчӗсемпе библиотекӑсен ертӳҫисем, ялти кӗнеке вулама юратакансем пуҫтарӑнчӗҫ.  Ертсе пыракансем Алевтина Дмитриеван пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен кӗскен каласа пачӗҫ, тӗрлӗ кӗнеке выставкисемпе паллаштарчӗҫ.

Ҫавӑн пекех 2022 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ кӗнекесен тишкерӗвне йӗркелерӗҫ. Ентешӗмӗрӗн ӗҫ-хӗлӗ пирки   уйрӑммӑн    чарӑнса    тӑчӗҫ. Алевтина Анатольевнӑн калавӗсемпе повеҫӗсем «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Хыпар», «Каҫал ен» хаҫатсенче, «Тӑван Атӑл» журналта пичетленнӗ. «Таврӑнтӑм, анне» калавӗ Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа кӑларнӑ «Вутчуль» сборника кӗнӗ.

Тӗлпулура ҫыравҫӑ хӑйӗн пурнӑҫӗ, кӗнекисем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Юлашки вӑхӑтра ҫырнӑ тарӑн шухӑшлӑ повеҫ-калавӗсемпе паллаштарчӗ. Уява илемлетекенӗ «Шурӑмпуҫ» халӑх фольклор ушкӑнӗ пулчӗ. Алевтина Дмитриеван пултарулӑхне пурте пысӑка хурса хакларӗҫ, литература анинче тата  ҫитӗнӳсем тума   сунчӗҫ.

Юлашкинчен ялти библиотекарь кашнинех кӑмӑлӗсене кайнӑ авторсен хайлавӗсемпе паллашма, вуласа тухма сӗнчӗ. Тӗлпулу пурин кӑмӑлне те кайрӗ.

Светлана ПЕТРОВА,

библиотекарь.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *