Хаваслӑ кӑмӑл парнелерӗҫ

Хаваслӑ кӑмӑл парнелерӗҫ

Ҫак кунсенче Шупашкар хулинчи «Салют» культура керменӗ ҫумӗнчи ветерансен «С песней по жизни» хорне ҫӳрекенсем Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗнче пулчӗҫ.

Малтанах хӑнасем ялти  музейри экспонатсемпе кӑмӑлласа паллашрӗҫ,  ял историйӗпе ҫыхӑннӑ ыйту чылай пачӗҫ.  Музея килекенсен журналӗ ҫине ырӑ сӑмахсем ҫырса хӑварчӗҫ.

Ветерансем Ҫӗнӗ Кипеҫри культура ҫурчӗн сцени ҫине тухсан куракансем вӗсене алӑ ҫупса кӗтсе илчӗҫ.  Ку ушкӑн 1960 ҫултах йӗркеленнӗ.  1985 ҫулта «Халӑх хорӗ» ята тивӗҫнӗ.  Ӑна К. В. Мочалов ерт-се пырать.  Концертмейстерӗ,  купӑсҫи — А. Ю. Иванов.  Хор ҫутӑ та илемлӗ юрӑсемпе залра ларакансене чӑннипех хӑй тыткӑнне илчӗ.  Вӗсем вырӑсла та,  чӑвашла та шӑрантарчӗҫ.

Хорӑн репертуарӗнче патриотизмла юрӑ чылай.   Вӗсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене ырӑ-сывӑ таврӑнма халалланӑ «Память» тата Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса «Русский солдат» юрӑсене шӑрантарнине пуҫтарӑннисем ура ҫинче тӑрса итлерӗҫ.  81 ҫулхи С. В. Одиночкина сцена ҫинче хӑйне чӑн-чӑн артистка пек тытрӗ,  юрласа та пачӗ,  ташӑ та парнелерӗ.  Ҫак хора ҫӳрекен А. С. Андреева (Васильева) Ҫӗнӗ Кипеҫре ҫуралса ӳснӗ.  Мӗн пӗчӗкренех юрра-ташша ӑстаскер,  ҫамрӑк чухне ялти клуб сцени ҫине те пӗрре мар тухнӑ.  Ку хора вӑл 8-мӗш ҫул ҫӳрет.  Ял халӑхне савӑк юрӑ парнелерӗ.  Концерта С. М. Гордеева илемлӗ ертсе пычӗ.

Ҫӗнӗ Кипеҫ тата Тӗвенеш ялӗсенче пурӑнакансен ячӗпе   Шупашкартан килнӗ хӑнасене Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн начальникӗ Г. Е. Ефремов,  Ҫӗнӗ Кипеҫ культура ҫурчӗн директорӗ А.Можаева тата ыттисем тав турӗҫ.

Г. Новикова,  

ял старости.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *