Четверг, 18 апреля

Ӑсталӑх класӗ иртнӗ

Чӑваш Ен пирки «ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин сӑмах, ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗ» тесе калаҫҫӗ. Чӑнах та, тӗрӗ — хӗрарӑмсем тахҫантанпах юратакан алӑ ӗҫӗсен чи ватӑ тӗсӗсенчен пӗри. Вӗсем ӗмӗр-ӗмӗрех тӗрӗ ӗҫӗпе пурӑннӑ, унпа кил-ҫуртне, ҫи-пуҫне илемлетнӗ.

Нумаях пулмасть Элпуҫри культура ҫуртӗнче Комсомольски ялӗнчи тата вырӑнти ӑстасем Валентина Константинова, Валентина Хораськина, Мария Ильязова хушпу-тухья тата капӑрлӑхсем хатӗрлес енӗпе ӑсталӑх класӗ ирттерчӗҫ. Мероприятие йӗркелекенӗ Лариса Носова заведующи пулчӗ.

«Тӗрӗ ӗҫне пӗчӗк салфеткӑсенчен пуҫларӑмӑр, малтан ансатах пулмарӗ», — каласа параҫҫӗ ӗҫчен хӗрарӑмсем. Ӑстасен коллекцийӗнче 15 ҫула яхӑн пуҫтарӑннӑ илемлӗ тӗрӗсем, пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсем, вун-вун ытла эреш шутланать. Ӗҫӗсене йӑлана кӗнӗ техникӑпа пурнӑҫланӑ, пурте питӗ капӑр, пахалӑхлӑ, вӗсем хальхи халӑх ӳнерӗн тӗслӗхӗ пулса тӑраҫҫӗ. Ӑстасен япалисен тӳнтер енче пӗр тӗвӗ те ҫук. Вӗсем кирек мӗнле музей экспозицийӗсене те илемлетме пултараҫҫӗ. Алӑпа тӗрленӗ алшӑллисене, салфеткӑсене, сӗтел ҫиттисене, картинӑсене, чӑваш орнаменчӗпе капӑрлатнӑ сувенирсене те чылай куравра кӑтартнӑ. Ахальтен мар хуҫисем республикӑри, районти конкурссен лауреачӗсем шутланаҫҫӗ.

Тӗрӗ ӑстисем мероприятие йӗркелекенсене хӑйсен пултарулӑхне тимлӗх уйӑрнӑшӑн тав турӗҫ. Лариса Носова заведующи тата «Ӑста алӑсем» кружок членӗсем мастер-класшӑн тав сӑмахӗсем каларӗҫ. «Сире ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр. Сиртен вӗренсе юлакансем, ӗҫӗре малалла тӑсакан пултаруллӑ ҫынсем йышлӑ пулччӑр. Вӗсем вара шухӑшӑрсене хӑйсен тӗррисенче пурнӑҫа кӗртчӗр», — терӗҫ.

Мероприяти вӗҫӗнче пурте пӗрле  С.А.Алиуллов ячӗллӗ музее ҫитсе курчӗҫ.

Мария ИЛЬЯЗОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *