Кӗнекесем парнелерӗҫ

Пӗтӗм тӗнчери кӗнеке парнелемелли куна халалласа Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче январӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа февралӗн 14-мӗшӗччен «Юратса кӗнеке парнелӗр» ыркӑмӑллӑх акцийӗ иртрӗ. Унта вӗренекенсем те, вӗрентекенсем те хастар хутшӑнчӗҫ. 56 ача тата С.Г.Индюкова, Л.П.Абрамова, Т.Е.Иванова педагогсем мӗн пурӗ 290 кӗнекепе 50 журнал илсе килсе библиотекӑна парнелерӗҫ. Вӗсем хушшинче тӗнче литературин классикӗсен, паянхи писательсен изданийӗсем те, ача-пӑча тата наукӑпа популярлӑ литература та, словарьсемпе энциклопедисем те пулчӗҫ.

Акцие хутшӑннакансем пурте сертификатсене, ытларах кӗнеке парнеленӗ Ильяс Хайруллов, Виктория Баранова, Александра Майорова асӑнмалӑх парнесене тивӗҫрӗҫ.

Кӑмӑлтан кӗнекесем парнелекенсене тав сӑмахӗ калатпӑр. Кӗнеке — чи лайӑх парне, тетпӗр те, вӗсем илсе килнӗ изданисемпе шкулта вӗренекенсем хапӑлласах паллашӗҫ, хушма  пӗлӳ илӗҫ, тавракурӑмне ӳстерӗҫ.

Е.Савельева,

библиотекарь.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *