Культура

Хаваслӑ туйӑм парнеленӗ

Пӗтӗм халӑх пекех пирӗн округра пурӑнакансем те ку эрнере  Пӗтӗм тӗнчери Хӗрарӑмсен кунне паллӑ турӗҫ. Ҫак ятпа пур территори уйрӑмӗсенче те, вӗренӳ учрежденийӗсенче те тӗрлӗ мероприятисем иртнӗ. Уяв умӗн муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, Комсомольски тата Елчӗк районӗсен ҫар комиссарӗ Сергей Данилов ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан  ҫынсен мӑшӑрӗсемпе тата амӑшӗсемпе тӗл пулнӑ, уяв ячӗпе саламласа чечек ҫыххисемпе саламлӑ окрыткӑсем панӑ. Вӗсен ҫывӑх ҫыннисем пархатарлӑ ӗҫ тунине, тӑван ҫӗршыва сыхланине палӑртнӑ, паттӑр ывӑлсем ҫитӗнтернӗшӗн тав тунӑ. Центрти Культура ҫуртӗнче чӑваш халӑх артисчӗ Вячеслав Христофоров,  Марта Зайцева, Алина Михайлова, Игорь Иванов, Сергей Петров эстрада ҫӑлтӑрӗсем, «К

Япӑххи ҫурхи шывпа юхса кайтӑр

Кӑҫал Ҫӑварни ир килчӗ. Вӑл вӗҫленнӗ кун, февралӗн 26-мӗшӗнче, пӗр-пӗринчен каҫару ыйтмалли кун пулчӗ. Пурнӑҫра темӗнле лару-тӑру та пулать, тепӗр чухне сисмесӗрех сивӗ сӑмах каласси те, кӳрентересси те... Аслӑ Типӗ пуҫланиччен каҫару ыйтса чун-чӗрене тасатни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫӑварни эрнин юлашки кунӗнче ҫанталӑк хитрех пулмарӗ пулин те, Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнче пурӑнакансене ҫакӑ савӑнса уяв ирттерме пӗрре те чӑрмантармарӗ. Чӑваш кӗпи тӑхӑннӑ, тӗрӗллӗ саппун ҫакнӑ, ҫӳҫеллӗ тутӑрсем ҫыхнӑ хӗрарӑмсем ялти клуба пуҫтарӑнчӗҫ. Нумайччен унта Ҫӑварни юррисем янраса тӑчӗҫ.  Пылпа, варенипе  ҫуллӑ икерчӗпе техӗмлӗ вӗри чей ӗҫсе сӑйлантӑмӑр. Ку таран пуҫтарӑннӑ начаррине, чир-чӗре хӑ- валаса ярса, малашне чун-чӗресенче тасалӑх ҫеҫ хуҫалантӑр тесе катемпие ҫунтарса ятӑмӑр. «Мӗнпур япӑххи ҫурхи шывпа
Сывӑ пул, сивӗ Хӗл! Килех, ырӑ ҫуркунне

Сывӑ пул, сивӗ Хӗл! Килех, ырӑ ҫуркунне

Акӑ, сивӗ, вӑрӑм хӗл те вӗҫленсе пырать. Авалтанах ҫанталӑк ҫур енне сулӑнсан Ҫӑварни эрнине паллӑ тунӑ. Иртнӗ эрне шӑпах ҫуллӑ икерчӗпе сӑйланмалли тапхӑр пулчӗ. Ҫак савӑнӑҫлӑ вӑхӑта Каҫал енре пурӑнакансем те юратаҫҫӗ. Асатте-асаннесен йӑлисене хисеплесе, ҫулран-ҫул пыракан ырӑ пулӑма малалла тӑсса вӗсем кӑҫал та, февралӗн 25-мӗшӗнче, сивӗ, хаяр хӗл кунӗсене ӑсатма, хӗвеллӗ те ӑшӑ ҫуркуннене кӗтсе илме Комсомольскинчи культура ҫуртне пуҫтарӑнчӗҫ. Урамра халӑха хаваслӑ юрӑ-кӗвӗпе, ҫуллӑ та тутлӑ икерчӗсемпе кӗтсе илчӗҫ. Техӗмлӗ шашлӑк сутакансем, ытти апат-ҫимӗҫ сӗнекенсем  те кунтах вырнаҫнӑ. Пуҫӗсене ҫӳҫеллӗ тутӑр ҫыхнӑ, тӗрӗллӗ илемлӗ кӗпе тӑхӑннӑ хӗрсемпе хӗрарӑмсем, маттур каччӑсем  уява сӑн кӗртекенсем  пулчӗҫ.   Фойере вара культура ӗҫченӗсем ачасе

Кӗнекесем парнелерӗҫ

Пӗтӗм тӗнчери кӗнеке парнелемелли куна халалласа Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче январӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа февралӗн 14-мӗшӗччен «Юратса кӗнеке парнелӗр» ыркӑмӑллӑх акцийӗ иртрӗ. Унта вӗренекенсем те, вӗрентекенсем те хастар хутшӑнчӗҫ. 56 ача тата С.Г.Индюкова, Л.П.Абрамова, Т.Е.Иванова педагогсем мӗн пурӗ 290 кӗнекепе 50 журнал илсе килсе библиотекӑна парнелерӗҫ. Вӗсем хушшинче тӗнче литературин классикӗсен, паянхи писательсен изданийӗсем те, ача-пӑча тата наукӑпа популярлӑ литература та, словарьсемпе энциклопедисем те пулчӗҫ. Акцие хутшӑннакансем пурте сертификатсене, ытларах кӗнеке парнеленӗ Ильяс Хайруллов, Виктория Баранова, Александра Майорова асӑнмалӑх парнесене тивӗҫрӗҫ. Кӑмӑлтан кӗнекесем парнелекенсене тав сӑмахӗ калатпӑр. Кӗнеке — чи лайӑх парне, тетпӗр те, вӗсем илсе

Ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ

Муниципаллӑ округри культура ӗҫченӗсем 2022 ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ. Малтанах канашлӑва хутшӑнакансем культура ҫурчӗн фойинче вырнаҫтарнӑ ал ӗҫ выставкипе паллашнӑ. Округра пурӑнакансен культурӑллӑ канӑвне мӗнле йӗркелени, ҫитӗнӳсем, малашнехи тӗллевсем пирки культура секторӗн ертсе пыракан специалист-эксперчӗ М.А.Кокорева доклад тунӑ. «Централизациленӗ клуб системи» АУн организаципе методика службин заведующийӗ  В.Н.Курицына хӑйӗн сӑмахӗнче пӗлтӗр халӑхпа йӗркеленӗ мероприятисем ҫинче тӗплӗн чарӑнса тӑнӑ. «Централизациленӗ библиотека системи» МБУК директорӗ И.П.Ядрова ялсенчи библиотекӑсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ. Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов культура ӗҫченӗсем иртнӗ ҫул япӑх мар ӗҫлесе пынине палӑртнӑ, районӑн обществӑлла пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшӑн тав т

Ҫамрӑк армеецсен фестивалӗ иртрӗ

Ҫитӗнекен ӑрӑва патриотизмла воспитани парас ӗҫ-хӗле пирӗн тӑрӑхра аван йӗркеленӗ. Ҫулсеренех «Зарница», «Орленок» ҫарпа спорт вӑййисем иртеҫҫӗ, шкулсенчи класс сехечӗсене Украинӑра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене, ҫар служби витӗр тухнӑ саппасри ветерансене йыхравлаҫҫӗ, тата ытти те. Февралӗн 7-мӗшӗнче вара ҫамрӑк армеецсен юхӑмӗн «Пире ку тӗнчене упрама пилленӗ» фестивалӗ пуҫласа иртрӗ. Унта округри мӗнпур шкулти командӑсем хутшӑнчӗҫ. Фестивале пухӑннӑ ҫамрӑк армеецсемпе вӗсен наставникӗсене малтанах Комсомольски территорири уйрӑм начальникӗ М.А.Илларионова, «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн директорӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканВ.Х.Денисов, Комсомольски тата Елчӗк муниципаллӑ округӗсенчи ҫар комиссарӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Г.И.Серебров саламларӗҫ.  Ҫамрӑк а

«Ҫӗршыв хӳтӗлевҫи патне — ҫыру» акци

Февралӗн 1-мӗшӗнче ҫамрӑксен «Ҫӗршыв хӳтӗлевҫи  патне — ҫыру» Пӗтӗм Раҫҫейри акцийӗ пуҫланчӗ. Вӑл февралӗн 15-мӗшӗччен пырать.  Унта шкул ачисем,  студентсем, ҫамрӑксен общество ушкӑнӗсен представителӗсем хутшӑнаяҫҫӗ.  Кӑмӑл тӑвакансем пурте ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан,  госпитальсенче сипленекен салтаксене Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗпе саламлама пултараҫҫӗ.  Ку акци пӗрремӗш ҫул иртмест.  Ӑна пӗлтӗр те йӗркеленӗ.  Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсем унта хастар хутшӑннӑ.  Ҫак йышра — районти вӗренекенсем те. Вӗсем  салтаксем патне ҫырусем шӑрҫалама, ӳкерчӗксем тума пуҫланӑ та.    Акӑ, Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн вӗренекенӗсемпе педагогӗсем акци пуҫланнӑ кунах ӗҫе пикеннӗ. Кун пирки вӗсем социаллӑ страницӑсенче пӗлтереҫҫӗ. Ачасен ҫырӑвӗсене,  ӳкерчӗкӗсене,  открыткисене салтаксем патне гуманитари пул
Педагогсене тав турӗҫ, ачасене телейлӗ Пуласлӑх сунчӗҫ

Педагогсене тав турӗҫ, ачасене телейлӗ Пуласлӑх сунчӗҫ

Февралӗн 1-мӗшӗнче тӗп библиотека ӗҫченӗсем кӑҫалхи Раҫҫейри Вӗрентекен тата наставник, Чӑваш Республикинчи Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. Уява  вулавӑшра вӑй хуракан Вера Горбуновапа Валентина Боровкова ертсе пычӗҫ. Малтанах пуҫтарӑннисене «Радуга» ача садне ҫӳрекенсем саламларӗҫ, илемлӗ ташӑсемпе савӑнтарчӗҫ. Пӗчӗкскерсем хӑйсен килӗшӳллӗ хусканӑвӗсемпе пурин кӑмӑлне те тыткӑнларӗҫ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Юрий Митюков уява хутшӑнакан  педагогика ӗҫӗн ветеранӗсене саламласа чечек ҫыххисем пачӗ. Вӑл вӗрентекенсемпе ачасем пурнӑҫра тачӑ ҫыхӑнса пӗр тӗвве пӗрлешсе тӑнине палӑртрӗ, учительсен ячӗпе ӑшӑ сӑмахсем чылай каларӗ. Чӑнах та, уява килнӗ Г.А.Смирнова, Н.Я.Зайцева, П.С.Зайцев, Т.А.Ар
Ҫар мухтавӗн музейӗ уҫӑлчӗ

Ҫар мухтавӗн музейӗ уҫӑлчӗ

Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи учительсен коллективӗ вӗренекенсене тӗрлӗ енлӗн аталантарас тесе нумай тӑрӑшать. 2016 ҫултанпа Пӗтӗм Раҫҫейри шкул ачисен юхӑмне кӗнӗ, вӗренекенсем тӗрлӗ проектсене хутшӑнаҫҫӗ. Чӑвашлӑха, тӑван халӑхӑн йӑли-йӗркине ачасем амӑш сӗчӗпех ӑса хывччӑр тесе тӗрлӗ меслетпе усӑ кураҫҫӗ, уявсем ирттереҫҫӗ.   Патриотизмла воспитани парасси те ҫӳлти шайра, ахальтен мар кунта шыравҫӑсен отрядне йӗркеленӗ. Ҫамрӑк шыравҫӑсем Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ тапхӑрӗнче ҫапӑҫусем  пынӑ вырӑнсене экспедицисене тухса ҫӳреҫҫӗ, шырав ӗҫӗсене  хутшӑнаҫҫӗ. Унтан вӗсем пӗрре те пушӑ алӑпа таврӑнмаҫҫӗ, вӑрҫӑ хирӗсенчен вӑхӑт иртнипе тӗксӗмленнӗ ҫар билечӗсем, тутӑхнӑ патронсемпе гильзӑсем, каскӑсем, фляжкӑсем тата ытти япала тупса килеҫҫӗ. Шырав-тӗпчев енӗпе тӑтӑш ӗҫленӗ май, Ҫӗнӗм
Ырă пуçарусем пурнăçа кĕреççĕ

Ырă пуçарусем пурнăçа кĕреççĕ

2023 çулăн пĕрремĕш уйăхĕ вĕçленсе пырать.  Раççей çапăçу хирĕнче хăйĕн суверенитетне хӳтĕленĕ тапхăрта общество тачă пĕрлĕхре пурăнни  мĕн тери кирлине Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕн представителĕсем питĕ аван ăнланаççĕ.   Хĕрарăмсен юхăмĕ — гражданла обществăн пĕлтерĕшлĕ пайĕ.  Организаци республикăра пурăнакан мĕнпур ӳсĕмри тата профессиллĕ çынсене пĕрлештерес тĕлĕшпе тĕрлĕ пуçару сĕнет.  Тĕслĕхрен, çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парасси, промышленноç  предприятийĕсенче хĕрарăмсен канашĕсене аталантарасси, телейлĕ ачалăх çулталăкĕ шайĕнче мероприятисем йĕркелесси тата хӳтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрлăхне ĕмĕрлĕхе асра хăварасси кăçал тĕп çул-йĕрсем пулса тăраççĕ. Пĕлтĕр Хĕрарăмсен союзĕн хастарĕсем «Разговоры о важном» проекта хутшăнса республикăри шкулсе