Пятница, 26 апреля

Хаваслӑ туйӑм парнеленӗ

Пӗтӗм халӑх пекех пирӗн округра пурӑнакансем те ку эрнере  Пӗтӗм тӗнчери Хӗрарӑмсен кунне паллӑ турӗҫ. Ҫак ятпа пур территори уйрӑмӗсенче те, вӗренӳ учрежденийӗсенче те тӗрлӗ мероприятисем иртнӗ.

Уяв умӗн муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, Комсомольски тата Елчӗк районӗсен ҫар комиссарӗ Сергей Данилов ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан  ҫынсен мӑшӑрӗсемпе тата амӑшӗсемпе тӗл пулнӑ, уяв ячӗпе саламласа чечек ҫыххисемпе саламлӑ окрыткӑсем панӑ. Вӗсен ҫывӑх ҫыннисем пархатарлӑ ӗҫ тунине, тӑван ҫӗршыва сыхланине палӑртнӑ, паттӑр ывӑлсем ҫитӗнтернӗшӗн тав тунӑ.

Центрти Культура ҫуртӗнче чӑваш халӑх артисчӗ Вячеслав Христофоров,  Марта Зайцева, Алина Михайлова, Игорь Иванов, Сергей Петров эстрада ҫӑлтӑрӗсем, «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗ, М.Волкова тата ытти юрӑҫсем, округри  культура ӗҫченӗсем хӗрарӑмсене халалласа пысӑк концерт лартса панӑ. Унта пуҫтарӑннӑ билет укҫин пӗр пайне ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем патне янӑ.

Округри территори уйрӑмӗсенчи культура ӗҫченӗсем те мероприятисене ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен, мобилизаципе кайнисен ҫывӑх ҫыннисене чӗннӗ, вӗсене территори уйрӑмӗсен пуҫлӑхӗсем саламланӑ.

Пур ҫӗрте те уявсем савӑнӑҫлӑ иртнӗ, ҫынсене хаваслӑ-туйӑм кӑмӑл парнеленӗ.

(Хамӑр инф).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *