Воскресенье, 19 мая

Культурӑпа паллашма «Пушкин картти» пулӑшӗ

Культурӑпа паллашма «Пушкин картти» пулӑшӗ

Иртнӗ уйӑхри информаци кунӗнче, вӑл культура ыйтӑвӗсемпе иртнӗ май, округра «Пушкин карттипе» ҫителӗклӗ таран усӑ курманни пирки асӑннӑччӗ. Пирӗн тӑрӑхра пысӑк театрсемпе картина галерейисем, концерт залӗсем ҫук. Хуласем те аякра вырнаҫнӑ. Сӑлтавӗсем ҫавӑнпа та ҫыхӑннӑ пулӗ. Анчах та ӳсекен ӑрӑвӑн ӑнтӑлӑвӗ пысӑк, вӗсен ҫӗнӗрен ҫӗннине курас, пӗлес, илтес килет. Ҫамрӑк ӑру культурӑпа, илемлӗх тӗнчипе интересленмест тенине ӗненесех килмест.

Астӑватӑп-ха, шкулта вӗреннӗ чухне ҫулталӑкра пӗр хутчен те пулин К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне спектакль пӑхма илсе каятчӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗнчен укҫа пуҫтарса, ятарлӑ автобус тытса ҫула тухаттӑмӑр. Шупашкара каймалли кун ҫитессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ. Тӗп хуламӑрта курнӑ спектакльсем, пӗр ӳстермесӗрех калатӑп, нумайлӑха асра юлатчӗҫ. Хула курса ҫӳрени, В.И.Чапаев, краеведени музейӗсенче тата ытти паллӑ вырӑнсенче пулни, артистсене хамӑр куҫпа курни пирки чылайччен калаҫаттӑмӑр. Студент вӑхӑтӗнче те, пур-ҫук укҫана перекетлесе, культура мероприятийӗсене кайса курма тӑрӑшаттӑмӑр.

Шкул ачисемпе студентсене, 14 ҫултан пуҫласа 22 ҫула ҫитиччен, 2021 ҫултан пуҫласа «Пушкин картти» пама пуҫланӑ. Ӑна РФ Культура, Цифра министерствисем Раҫҫей Банкӗпе пӗрле вӑя кӗртнӗ. Карттӑна ҫӗршывӗпе 7 миллиона яхӑн ачапа ҫамрӑк илнӗ. Унӑн тӗллевӗсенчен пӗри ҫитӗнекен ӑрӑва культурӑпа паллашма, унӑн илемлӗхӗпе хаклӑхне курма пулӑшасси  пулса тӑрать. «Пушкин карттипе» театрсемпе кинозалсене, выставкӑсемпе галерейӑсене тата культурӑн ытти объекчӗсене ҫитсе курма пулать. 2023 ҫулта ун ҫине 5000 тенкӗ хураҫҫӗ. Вӑл укҫа-тенкӗпе культура мероприятийӗсене ҫеҫ ҫитсе курма юрать. Ҫулталӑкра 5 пин тенке усӑ кураймасан юлнӑ сумма тепӗр ҫула куҫмасть.

Пирӗн округри вӗренӳ учрежднийӗсем ҫак ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма тӑрӑшнӑ. Кӑҫалхи мартӑн 15-мӗшӗ тӗлне 643 карта панӑ. Вӗсем ҫине 3215000 тенкӗ укҫа куҫнӑ. Округри вӗренӳ пайӗ шкулсенчен илнӗ кӑтартусем тӑрӑх, ачасем 272600 тенкипе тӗрлӗ мероприятисене ҫитме усӑ курнӑ. «Пушкин карттине» ытларах Комсомольски 1-мӗш (128 карта), Комсомольски 2-мӗш (119 карта), Урмаел (109 карта), Тукай Мишер (78 карта), Аслӑ Чурачӑк (39 карта) вӑтам шкулӗсенче вӗренекенсем илнӗ. Округри ытти шкулсенче ку пулӑшупа усӑ куракансем 10—20 ҫынран ытла мар.

Шкулсенче автобуссем пур-ха, анчах та вӗсемпе инҫе ҫула тухасси те укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ пулӗ. Унччен тӗп хуламӑрти театрсем гастрольсене тухса ҫӳретчӗҫ, пукане театрӗ шкулсене те ҫитетчӗ. Хамӑр пата килсен ачасем «Пушкин карттисемпе» хапӑлласах вӗсен пултарулӑхӗпе паллашнӑ пулӗччӗҫ. Информаци кунӗнче Урмаелӗнчи «Урмай» кинозала куракан сахал ҫӳренине те пӗлтернӗччӗ. Февраль уйӑхӗнче унта «Чебурашка», мартра «Нюренберг» ҫӗнӗ фильмсем кӑтартнӑ. Вӗсене курма Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнчен 15-шер, Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчен 16 ача ҫеҫ ҫитнӗ. Мӗнпе ҫыхӑннӑ ҫакӑ? Ачасем кино курма та пӑрахнӑ-шим? Вӑл кинофильмсене ҫӗшывӗпех телевидени урлӑ рекламӑларӗҫ, пур енӗпе те тивӗҫтерни, ачасемшӗн те, ашшӗ-амӑшӗшӗн те паха пулнине палӑртрӗҫ.

Шкулсенче ачасене тарӑн пӗлӳ панипе пӗрлех тӗрлӗ енлӗ аталанма майсем тупма тӑрӑшмалла, тетпӗр. Культура енчен вӗренекенсен тавракурӑмне                                                                        ӳстерес тӗлӗшпе «Пушкин карттисем» пысӑк пулӑшу пама пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗрентекенсен ҫеҫ мар, ашшӗ-амӑшӗн те ку енӗпе ытларах тӑрӑшмалла. Культура мероприятийӗсене ҫемьесемпе кайни те усӑллӑ пулмалла.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *