Пятница, 26 апреля

Публикации

Хăв тĕллĕн ĕçлетĕн – патшалăхран пулăшу илетĕн

Хăв тĕллĕн ĕçлетĕн – патшалăхран пулăшу илетĕн

Çапла, хăй тĕллĕн ĕçлес текенсене (самозанятые) пулăшма Раççей шайĕнче те, республикăра та ятарлă программăсем çирĕплетнĕ. Ку ене суйласа илнĕ çынсен йышĕ ӳссех пырать. Хăй тĕллĕн ĕçлесси ăнлав ял халăхĕшĕн çĕнĕлĕх. Çавăнпах пулĕ чылайăшне çакă шиклентерет. Çын хăй тĕллĕн ĕçлеме тĕрлĕ енсемпе те пултарать. Вăл шутра ял хуçалăхĕнче те. Хăй тĕллĕн ĕçлекенсем пулма яланхи ĕç вырăнĕ тупайманнисем те, пенсионерсем те, çавăн пекех тĕп ĕç пур граждансем те пултараççĕ. Чи кирли_хушма хуçалăхĕ ун çинче пулни. Малтанах хăй тĕллĕн ĕçлеме кăмăл тунисен телефон е планшет çинче «Манăн налук» приложенире регистрациленмелле. Сирĕн кăтартусем тӳрех налук органне çитеççĕ. Эсир харпăрçă пулнине шута илсен хут ĕçĕсене пурнăçлама, килĕшӳ тума тивет. Ял çынни ытларах уй-хир продукцийĕ туса илес, выльăх-чĕрлĕх
Кĕрхи призыв мĕнле пулĕ

Кĕрхи призыв мĕнле пулĕ

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2022 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕнчи 691-мĕш №-лĕ Указĕпе килĕшӳллĕн ноябрĕн 1-мĕшĕнче Раççейре кĕрхи призыв пуçланать. Çĕршывра тулли мар мобилизаци пуçланнăран тата çар операцийĕ пынăран çара каякансен ашшĕ-амăшĕсене  тĕрлĕ ыйту хумхантарать. Çавăнпа та шикленĕве сирсе çапла палăртса калатăп: кĕрхи призыв Украинăра иртекен çар операцийĕпе  пĕрре те çыхăнман.  Малтанхи пекех вăл  РФ саккунĕпе килĕшӳллĕн  вăхăтра, планпа  пулĕ.   Салтак аттине тăхăннă яшсем çар операцийĕсене хутшăнмаççĕ,  вĕсем  тивĕçе Раççейри   çар чаçĕсенче пурнăçлаççĕ.   Каччăсенчен чылайăшне  çар чаçĕсенче вĕрентеççĕ, паянхи техникăпа ĕçлеме хăнăхтараççĕ, çар-учет специальноçне вĕрентеççĕ. Республикăра салтак аттин
Тĕлпулусем усăллă иртеççĕ

Тĕлпулусем усăллă иртеççĕ

 2021 çулхи октябрĕн 4-мĕшĕнче РФ Президенчĕ В.Путин çĕршывра Аттесен кунĕ пирки Указ йышăннăччĕ. Ăна кашни çул октябрь уйăхĕнчи виççĕмĕш вырсарникун паллă тăваççĕ. Ун умĕн районти шкулсенче аттесене халалласа тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи 5 «к» класра вĕренекенсемпе  Комсомольски муниципаллă округăн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ В.Н.Кокарев тĕл пулнă. Вăл ачасемпе   «Отечество — от слова «отец» темăпа урок итттернĕ. Унта вăл хăйсен çемйинче пыракан йăласем пирки каласа панă, атте сăмахăн пурнăçри пĕлтерĕшĕ пирки чарăнса тăнă. Çак шкулти 7 «а» класра вĕренекенсемпе Комсомольски муниципаллă округăн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ А.В.Журавлев тĕл пулнă. Александр Витальевич уяв историйĕ çинче чарăнса тăнă. Атте мĕн авалтанах çемье пуçĕ пулса
Роботсемпе ĕçлеме хăнăхаççĕ

Роботсемпе ĕçлеме хăнăхаççĕ

Юлашки çулсенче çĕршывра общество пурнăçĕнче те, производство сферинче те информатизацие аталантарасси пысăк вырăн йышăнать. 2021 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче искусствăлла интеллект енĕпе иртнĕ конференцире РФ Президенчĕ В.Путин шкулсенче математикăпа информатика предмечĕсене вĕрентессине лайăхлатмаллине палăртнăччĕ. Вĕренсе тухакансен малашнехи пурнăçĕнче информации технологийĕпе усă курма май паракан пĕлӳпе ăсталăха парта хушшинче ларнă чухнех  туптамалла. Мĕншĕн тесен паянхи кун IТ специалистсем  ĕç рынокĕнче чи кирлисем тата ыйтаканнисем шутланаççĕ, вĕсен ĕç укçийĕ те пысăк. IТ специалисчĕн профессийĕпе паллашмалли чи лайăх вăхăт вăл 7—9-мĕш классем тесе шутлаççĕ, маларах пуçласан та лайăхрах. Программăлама ансатрах меслетсенчен пуçламалла. Вĕсенчен пĕри вăл — Scratch. Кунта про
Çĕнĕ технологи халăхшăн ĕçлет

Çĕнĕ технологи халăхшăн ĕçлет

«Цифра танмарлăхне пĕтересси» федераллă программăпа килĕшӳллĕн тӳлевсĕр Wi-Fi  сечĕпе районти 19 ялта çыхăну йĕркеленĕ. Çавăнпа та унта пурăнакансем пĕр чăрмавсăрах пысăк хăвăртлăхлă Интернетпа усă курма пултараççĕ. Ку вĕсене республика, çĕршыв, тĕнче пурнăçĕнчен уйрăлмасăр кирлĕ информаци илсе пурăнма, йăлари   тата административлă ыйтусене татса пама  май парать. Пирĕн районта оптико-волокно никĕсĕ çинчи çыхăну линине тăсассине, юпасем лартма вырăн тупса ун çине пысăк хăвăртлăхлă Интернета кĕме май паракан оборудовани вырнаçтарассине икĕ çулта вĕçленĕ.  Уйрăмах çак тĕллевпе çырма-çатра урлă кабель туртса çитерес тĕлĕшпе йывăрлăхсем пулнă. Çавăн пекех халăха федераллă программа çынсене чылай çăмăллăх, хăтлăх панине ăнлантарма та çăмăлах пулман. Социаллă сетьсенчи
Программăлама вĕренме май пур

Программăлама вĕренме май пур

Паянхи кун информаци технологийĕсен отраслĕнче пысăк пахалăхлă кадрсем хатĕрлеме инновацилле лапамсем тăвасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шăпах IТ-специалистсем Раççее технологи суверенитетне тивĕçме пулăшаççĕ. Ку отрасль валли кадрсем хатĕрлес ĕçе шкул саккинченех пикенмелле. Çакă ачасене IТ сферипе интереслентерме, программăламаллин пуçламăш пĕлĕвне илме пулăшать. Асăннă тĕллеве пурнăçа кĕртме пирĕн çĕршывра «Цифра экономики» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, «Пуласлăх кочĕ» федераллă проект пуçарса янă. Вăл 8—11-мĕш классенче ăс пухакансем валли тӳлевсĕр, икĕ çула тăсăлакан программăламалли курсĕн формипе пурнăçланать. Проекта пурĕ 100 пин вырăнлăх хатĕрленĕ, вĕсенчен çуррине яхăн йышăнма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Программăлама вĕренессине хутшăнма заявкăна ачасем хăйсем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ е саккунлă представит
Професси суйласа илме те пулăшать

Професси суйласа илме те пулăшать

Тукай Мишер вăтам шкулĕнчи «Точка роста» вĕренӳ центрĕ çулсеренех Цифра урокĕсем ирттерес енĕпе ĕçлет. Кăçал çавăн пек пĕрремĕш урок сентябрь уйăхĕн вĕçĕнче иртрĕ. Унăн теми — стартапри искусствăлла интеллект. Шкулти 7—11-мĕш классенче вĕренекенсем информатика урокĕсенче IТ-технологипе усă курса предпринимательствăра пурнăçлама май пур ĕçсене пăхса тухрĕç. Теориллĕ пайра вĕсем стартап тата предприниматель ăнлавсемпе паллашрĕç, проектсем хатĕрлесе ăна вăя кĕртмелли çул-йĕре пăхса тухрĕç. Илнĕ пĕлĕве практикăлла занятисенче тренажерсемпе усă курса çирĕплетрĕç. Çĕнĕ технологисемпе шкул çулĕсенче паллашни ачасене пулас профессисем суйласа илме пулăшать. Э.Айсына.    
Çĕнĕ сервис çара кайма

Çĕнĕ сервис çара кайма

Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче хута янă «Стань добровольцем» сервиспа усă куракансен шучĕ кунран-кун ӳсет. РФ Цифра министерстви пĕлтернĕ тăрăх, унпа усă курса 2 пин ытла çын заявка панă, вĕсенчен 167-шĕ — Чăваш Енре пурăнакансем. Çĕнĕ сервис — повестка илмен, анчах та Раççейĕн Донбаса тата унта пурăнакансене хӳтĕлес тĕллевлĕ ятарлă операцие хутшăнас текенсем валли. Хăй ирĕкĕпе унта каякансен тĕп требованийĕсем: РФ гражданинĕ, 60 çултан кĕçĕнрех пулмалла, çар службин, вăй ведомствин опычĕ е спортăн пемелли тĕсĕсемпе интересленни кирлĕ. Хăй ирĕкĕпе ятарлă çар операцине каяс текенсен Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнчи «Стань добровольцем» сервиса кĕмелле, унта кама илни çинчен калакан информаципе паллашмалла, анкета тултармалла, çитме меллĕ çар комиссариатне суйламалла, заявка ямалла. Çар ко
Старта тăрса, хăвăрт чупса хаçат парниллĕ пулчĕç

Старта тăрса, хăвăрт чупса хаçат парниллĕ пулчĕç

Спорт сывлăхшăн çав тери усăллă пулнине, ӳт-пĕве аталантарнине, чăтăмлăха ӳстернине, кăмăла лайăхлатнине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕĕ çавна май пирĕн районта спортпа туслă çынсем чылайăн пулнине палăртма кăмăллă. Ачасене, çамрăксене физкультура тума явăçтарас, спортпа туслаштарас тĕллевпе те нумай ĕç туса ирттереççĕ. Çавна кура спорт мероприятийĕсене хутшăнакансен йышĕ те çулсерен ӳссе пырать. Октябрĕн 8-мĕшĕнче çăмăл атлетика тусĕсем Хирти Явăш тĕп шкулĕн  стадионне пуçтарăнса  «Каçал ен» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ çулленхи ăмăртăва хутшăнчĕç Шкул ачисем, организацисемпе предприятисен ĕçченĕсем старта тăрса финиша чи малтан çитессишĕн ăнтăлса чупрĕç. Йышлăн пуçтарăннă куракансем спортсменсене кăшкăрса хавхалантарса тăчĕç. Ăмăртăва хутшăнма кăмăл тунисене чи малтанах рай
Халăха явăçтарма тăрăшмалла

Халăха явăçтарма тăрăшмалла

Иртнĕ канмалли кунсенчи уяр тăнă çанталăк ял хуçалăх предприятийĕсене уй-хирте  ĕçлеме май пачĕ. Анчах та çанталăк çав-çавах ăмăр тăрать-ха. Октябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне районĕпе 420 ытла гектар çĕрулми кăларнă. Районĕпе «иккĕмĕш çăкăр» тухăçĕ хальлĕхе кашни гектар пуçне 320 центнерпа танлашать. 110 гектар çинчен рапс,1061 гектар çинчен куккурус пуçтарса илнĕĕ 4607 гектар кĕрхи çĕртме тунă. Ял хуçалăх прдприятийĕсен кашни уяр кунпа, сехетпе усă курмаллаĕ çĕрулми, пахчаçимĕç пухса кĕртес ĕçе халăха ытларах явăçтарма тăрăшмалла. Вĕсене ĕçленĕшĕн пĕлсе  хавхалантарсан, хирте тăрăшма килĕшекенсем тупăнаççехĕ çанталăк хуçалăхсен ертӳçисене тăхтаса тăмасăр кирлĕ мерăсем йышăнма хистет. Çу каçа мĕн çитĕнтернине юр айне хăварас марччĕ. Р.Басников.