Суббота, 27 апреля

Çĕнĕ сервис çара кайма

Çĕнĕ сервис çара кайма

Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче хута янă «Стань добровольцем» сервиспа усă куракансен шучĕ кунран-кун ӳсет. РФ Цифра министерстви пĕлтернĕ тăрăх, унпа усă курса 2 пин ытла çын заявка панă, вĕсенчен 167-шĕ — Чăваш Енре пурăнакансем.

Çĕнĕ сервис — повестка илмен, анчах та Раççейĕн Донбаса тата унта пурăнакансене хӳтĕлес тĕллевлĕ ятарлă операцие хутшăнас текенсем валли. Хăй ирĕкĕпе унта каякансен тĕп требованийĕсем: РФ гражданинĕ, 60 çултан кĕçĕнрех пулмалла, çар службин, вăй ведомствин опычĕ е спортăн пемелли тĕсĕсемпе интересленни кирлĕ.

Хăй ирĕкĕпе ятарлă çар операцине каяс текенсен Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнчи «Стань добровольцем» сервиса кĕмелле, унта кама илни çинчен калакан информаципе паллашмалла, анкета тултармалла, çитме меллĕ çар комиссариатне суйламалла, заявка ямалла. Çар комиссариачĕн хуравĕ харпăр хăй кабинетне килет.

Енчен те каярах шухăша улăштарсан çар комиссариатне пымалла мар — заявка çырни унта пымаллах тенине пĕлтермест. 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *