Пятница, 19 апреля

Хăв тĕллĕн ĕçлетĕн – патшалăхран пулăшу илетĕн

Хăв тĕллĕн ĕçлетĕн – патшалăхран пулăшу илетĕн

Çапла, хăй тĕллĕн ĕçлес текенсене (самозанятые) пулăшма Раççей шайĕнче те, республикăра та ятарлă программăсем çирĕплетнĕ. Ку ене суйласа илнĕ çынсен йышĕ ӳссех пырать. Хăй тĕллĕн ĕçлесси ăнлав ял халăхĕшĕн çĕнĕлĕх. Çавăнпах пулĕ чылайăшне çакă шиклентерет.

Çын хăй тĕллĕн ĕçлеме тĕрлĕ енсемпе те пултарать. Вăл шутра ял хуçалăхĕнче те. Хăй тĕллĕн ĕçлекенсем пулма яланхи ĕç вырăнĕ тупайманнисем те, пенсионерсем те, çавăн пекех тĕп ĕç пур граждансем те пултараççĕ. Чи кирли_хушма хуçалăхĕ ун çинче пулни. Малтанах хăй тĕллĕн ĕçлеме кăмăл тунисен телефон е планшет çинче «Манăн налук» приложенире регистрациленмелле. Сирĕн кăтартусем тӳрех налук органне çитеççĕ. Эсир харпăрçă пулнине шута илсен хут ĕçĕсене пурнăçлама, килĕшӳ тума тивет.

Ял çынни ытларах уй-хир продукцийĕ туса илес, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес, хурт-хăмăр тытас енсемпе тăрăшать. Енчен те çын хăй тĕллĕн ĕçлеме килĕшсе регистрациленнĕ пулсан вăл федераллă пулăшусем илме пултарать. Хăйсен çĕр лаптăкĕнче купăста, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, хăяр, помидор, сухан, ыхра туса илме кайнă тăкаксен 30 процентне саплаштарма, сутăннă кашни тонна  пахча çимĕçшĕн 2000-шер тенкĕ укçа илме пултараççĕ. Çĕрулмишĕн тата та ытларах пулăшу палăртнă — тăкаксен 30 процентне саплаштараççĕ,  кашни тонна пуçне 3000 тенкĕ параççĕ. Çакă ял çыннишĕн питĕ кирлĕ пулăшу.

Выльăх-чĕрлĕх тытакансем валли те пулăшусем пур. Килти хушма хуçалăхра  выльăх усракансене çулталăкне 50 пин тенкĕ таран субсиди пама пултараççĕ. Пĕр ĕне усракана 5500 тенкĕ, икĕ ĕне пулсан 6500-шер тенкĕ, виççĕ пулсан 7500-шер  тенкĕ. Сурăх тата качака тытакан хушма хуçалăха 12000 тенкĕ таран пулăшу укçи параççĕ.

Харпăр хăй ĕçне уçнă çыннăн кашни уйăхăн 5-мĕшĕччен кирлĕ документсем тăратмалла% заявленипе справка-расчет, налук  органĕнче шута тăни пирки справка, ял хуçалăх кĕнекинчен çырса илни, продукци туса илнĕ  чухне пулнă тăкаксене ĕнентерекен документсем.

«Хăй тĕллĕн ĕçлекен çын» статуса илнĕ граждансене республика ша- йĕнчен те курăмлă пулăшусем пур.

Килти хушма хуçалăхра ĕне выльăх йышне ӳстерес тĕлĕшпе выльăх туянсан 70 пин тенкĕ парса саплаштарать. Качакасен йышне                                          ӳстерес енĕпе вĕсене туянма кайнă тăкаксене саплаштарма пĕр пуçшăн 5 пин тенкĕ параççĕ. Анчах та çакна та шута илмелле% виçĕ çул хушши çав хуçалăхсен ĕнене, качакана сутма, выльăх шутне чакарма юрамасть.

Çĕрпе ĕçленĕ чухне техникăсăр май килмест. Кăçалтан хăй тĕллĕн ĕçлекенсене çак тĕллевпе курнă тăкаксене саплаштарма та патшалăх пулăшать. Сăмахран, 90 лаша вăйĕллĕ трактор, сӳре, плуг, прицеп, ĕне сумалли хатĕр… (Ял хуçалăх министерстви çирĕплетнĕ список пур) туянсан унăн хакĕн 40 процентне тавăрма май пур.

Çĕр пулăхлăхне ӳстермесĕр тухăçлă продукци илейместĕн. патшалăх минераллă удобренисем туянма кайнă тăкаксен 30 процентне субсидилет. Унсăр пуçне  хăй тĕллĕн ĕçлекенсем тăпрана агрохими тĕрĕслевĕ тума, вăрлăхсене лабораторире тĕрĕслеме  кайнă тăкаксен 50 процентне саплаштараççĕ.

Районта вĕлле хурчĕсем тытакансем те пур. Вĕсем хăйсем тĕллĕн ĕçлекен статусне илсен ĕçре кирлĕ хатĕрсем туянма кайнă тăкаксен 40 проценчĕшĕн субсиди илме пултараççĕ. Патшалăх хăй тĕллĕн ĕçлес текен кашни çыннах пулăшма хатĕр. Кăмăл пуррисем тĕплĕнрех районти социаллă хӳтлĕх паракан пайпа тата ĕçпе тивĕçтерекен центрпа çыхăнса  ыйтса пĕлме пултараççĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕнче те сирĕн ыйтăвăрсене татса пама пулăшĕç.

Пирĕн районта пултаруллă та хастар, ĕçчен çынсем пурăнаççĕ. Вĕсем хăй тĕллĕн ĕçлекенсен статусне илсе патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курасса шансах тăратпăр.

Р.Басников,

район администрацийĕн  ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан. 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *