Суббота, 27 апреля

Старта тăрса, хăвăрт чупса хаçат парниллĕ пулчĕç

Старта тăрса, хăвăрт чупса хаçат парниллĕ пулчĕç

Спорт сывлăхшăн çав тери усăллă пулнине, ӳт-пĕве аталантарнине, чăтăмлăха ӳстернине, кăмăла лайăхлатнине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕĕ çавна май пирĕн районта спортпа туслă çынсем чылайăн пулнине палăртма кăмăллă. Ачасене, çамрăксене физкультура тума явăçтарас, спортпа туслаштарас тĕллевпе те нумай ĕç туса ирттереççĕ. Çавна кура спорт мероприятийĕсене хутшăнакансен йышĕ те çулсерен ӳссе пырать.

Октябрĕн 8-мĕшĕнче çăмăл атлетика тусĕсем Хирти Явăш тĕп шкулĕн  стадионне пуçтарăнса  «Каçал ен» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ çулленхи ăмăртăва хутшăнчĕç Шкул ачисем, организацисемпе предприятисен ĕçченĕсем старта тăрса финиша чи малтан çитессишĕн ăнтăлса чупрĕç. Йышлăн пуçтарăннă куракансем спортсменсене кăшкăрса хавхалантарса тăчĕç.

Ăмăртăва хутшăнма кăмăл тунисене чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренӳ пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Митюков ăшшăн саламларĕ, районта спорта кăмăллакансен йышĕ çулсерен ӳссе пынипе кăмăллă пулнине палăртрĕ, пурне те ăнăçу сунчĕ.  Комсомольски муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, «Дружба» ЯХПК председателĕ Ремис Мансуров,  Элпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Расим Асейнов, Хирти Явăш тĕп шкулĕн директорĕ Николай Ильин, «Каçал ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Алевтина Ефремова тата «Кĕтне» ФСК директорĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Валерий Денисов çăмăл атлетсене тупăшура çĕнтерме, финиша пуринчен малтан çитме хавхалантарчĕç.

Старта тухас умĕн, йăлана кĕнĕ тăрăх,  пурте пĕрле кĕвĕ çеммипе зарядка турĕç. Ăна Хирти Явăш тĕп шкулĕн педагог.  Резине Зейнатуллина ирттерчĕ.  Эльпуç ял тăрăхĕн культура ĕçченĕсем пухăннисене савăк юрă парнелерĕç. Зарядка туса, юрă итлесе  кăмăла хăпартлантарнă хыççăн ăмăрту пуçланчĕ.

Вăтам тата тĕп шкулсене илес пулсассăн, кăçал вĕсем чăннипех те питĕ маттур та хастар пулнине палăртмалла. Шкул ачисем хушшинчи тупăшу питĕ хĕрӳ пулчĕ. Тĕп шкулсенче пĕлӳ пухакансем икĕ ушкăнра вăй виçрĕç. Пĕрремĕш ушкăнра Хырхĕрри тĕп шкулĕнче вĕренекенсем  финиша чи малтан çитрĕç. Тăманлă Выçли тĕп шкулĕн команди — иккĕмĕш,  Александровка  тĕп шкулĕн команди виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Иккĕмĕш ушкăнра  Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн командине çитекенсем пулмарĕç. Аслă Чурачăк  вăтам шкулĕн команди — иккĕмĕш вырăнта. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн спортсменĕсем пьедесталăн виççĕмĕш картлашкине йышăнчĕç. Вăтам шкулсем  хушшинче  Аслă Чурачăк  вăтам  шкулĕн   команди  çĕнтерĕве  алăран  ямарĕ.   Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн çăмăл атлечĕсем — иккĕмĕшсем, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн спортсменĕсем  виççĕмĕшсем пулчĕç.

Вĕренӳ учрежденийĕсенече тăрăшакансем те  эстафетăран пăрăнса юлманни, старта тухма вăхăт тупни  савăнтарать.  Виçĕ команда старта тăчĕ. Вĕсем: Комсомольски 2-мĕш, Тукай Мишер вăтам шкулĕсен, Хирти Явăш  тĕп шкулĕн   командисем. Кăçалхи ăмăртура Комсомольски  2-мĕш вăтам шкулĕнче  тăрăшакансем финиша чи малтан çитрĕç. Пьедесталăн иккĕмĕш картлашкине Хирти Явăш тĕп шкулĕн команди йышăнчĕ. Виççĕмĕш вырăна Тукай Мишер вăтам шкулĕн  команди тивĕçрĕ. Специалистсем ĕçре çеç мар, спортра та питĕ пултаруллă пулнине палăртма уйрăмах кăмăллă.

Кашни ушкăнра мала тухнă командăсем Дипломсене,  пылак парнесене тивĕçрĕç. Пĕрремĕш вырăна тухнă командăсене редакци «Каçал ен» хаçата 2023 çулăн пĕрремĕш çурçулне  çырăнса парать.

Малашне те старта тăрса сывлăха çирĕплетер, район хаçачĕпе пĕрле пулар.

«Каçал ен» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ çулленхи ăмăртăва ирттерме пулăшакансене: «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕн, Хирти Явăш тĕп шкулĕн, райпо коллективĕсене, Элпуç ял тăрăхĕн культура ĕçченĕсене, спонсорсене — Комсомольски муниципалитет  округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕсене  Ремис Мансурова, Василий Кокарева, «Надежда» суту-илӳ çурчĕн ертӳçине Надежда Красновăна чĕререн тав тăватпăр.

А.ЕФРЕМОВА.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *