Воскресенье, 28 апреля

Халăха явăçтарма тăрăшмалла

Халăха явăçтарма тăрăшмалла

Иртнĕ канмалли кунсенчи уяр тăнă çанталăк ял хуçалăх предприятийĕсене уй-хирте  ĕçлеме май пачĕ. Анчах та çанталăк çав-çавах ăмăр тăрать-ха. Октябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне районĕпе 420 ытла гектар çĕрулми кăларнă. Районĕпе «иккĕмĕш çăкăр» тухăçĕ хальлĕхе кашни гектар пуçне 320 центнерпа танлашать. 110 гектар çинчен рапс,1061 гектар çинчен куккурус пуçтарса илнĕĕ 4607 гектар кĕрхи çĕртме тунă.

Ял хуçалăх прдприятийĕсен кашни уяр кунпа, сехетпе усă курмаллаĕ çĕрулми, пахчаçимĕç пухса кĕртес ĕçе халăха ытларах явăçтарма тăрăшмалла. Вĕсене ĕçленĕшĕн пĕлсе  хавхалантарсан, хирте тăрăшма килĕшекенсем тупăнаççехĕ çанталăк хуçалăхсен ертӳçисене тăхтаса тăмасăр кирлĕ мерăсем йышăнма хистет. Çу каçа мĕн çитĕнтернине юр айне хăварас марччĕ.

Р.Басников.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *