Суббота, 27 апреля

Тĕлпулусем усăллă иртеççĕ

Тĕлпулусем усăллă иртеççĕ

 2021 çулхи октябрĕн 4-мĕшĕнче РФ Президенчĕ В.Путин çĕршывра Аттесен кунĕ пирки Указ йышăннăччĕ. Ăна кашни çул октябрь уйăхĕнчи виççĕмĕш вырсарникун паллă тăваççĕ. Ун умĕн районти шкулсенче аттесене халалласа тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ.

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи 5 «к» класра вĕренекенсемпе  Комсомольски муниципаллă округăн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ В.Н.Кокарев тĕл пулнă. Вăл ачасемпе   «Отечество — от слова «отец» темăпа урок итттернĕ. Унта вăл хăйсен çемйинче пыракан йăласем пирки каласа панă, атте сăмахăн пурнăçри пĕлтерĕшĕ пирки чарăнса тăнă.

Çак шкулти 7 «а» класра вĕренекенсемпе Комсомольски муниципаллă округăн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ А.В.Журавлев тĕл пулнă. Александр Витальевич уяв историйĕ çинче чарăнса тăнă. Атте мĕн авалтанах çемье пуçĕ пулса тăнине, унти тăнăçлăхшăн яваплă пулнине палăртнă. ХVI ĕмĕрти литература палăкĕнчи «Домостройри» йĕркесене илсе кăтартнă. А.Журавлев хăй те виçĕ ача ашшĕ. Вĕсене çĕршывшăн усăллă пулма вĕрентнĕ. Хăйĕн тĕпренчĕкĕсемпе чăннипех те хăпартланма пултарать. Ачасемпе аслă ӳсĕмри арçын хушшинчи калаçу интереслĕ те усăллă иртнĕ, вĕренекенсем ăна чылай ыйту панă.

Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче пур классенче те «Пĕлтерĕшли çинчен» темăпа уроксем умĕнхи  калаçусем йĕркеленĕ. Вĕсене пурне те Аттесен кунне халалланă. Кĕçĕннисем уяв çинчен видеофильм пăхнă, династи сăмахăн пĕлтерĕшĕ пирки калаçнă, аттесемпе çыхăннă ваттисен сăмахĕсене аса илнĕ. «Я и папа» темăпа    ӳкерчĕксен выставки йĕркеленĕ. 5-мĕш класра аттесен темипе «Поле чудес» вăйă та иртнĕ, ачасемпе çемье пуянлăхĕ пирки те калаçу пулнă.  Ачасем ашшĕсене уяв ячĕпе саламланă, вĕсемпе мухтанни çинчен пĕлтернĕ.

Комсомольски 2-мĕш вăтам шку- лĕнче вĕренекенсем атте сăнарне хамăр çĕршыври литература урлă тишкерсе тухнă. Паллă çынсен каларăшĕсене, ваттисен сăмахĕсене аса илме тăрăшнă. Комсомольски муниципаллă округăн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ  Василий Кокарев шкул ачисемпе тĕл пулса калаçнă. Вĕсем пĕрле атте пурнăçра мĕнле вырăн йышăннине сӳтсе явнă.

Василий Кокарев:

«Районти пур шкулта та ачасемшĕн усăллă тĕл пулусем, калаçусем йĕркеленине питĕ ырлатăп. Вĕренекенсене «чĕрĕ калаçусем» кирлех. Вĕсем ыйтусем параççĕ, ыйтса пĕлеççĕ. Акă, Ашшĕсен кунĕ тĕлне йĕркеленĕ тĕл пулусем кăсăклă та, хăйне евĕрлĕ  иртрĕç.  Вĕсене йăлана кĕртесчĕ,  тăтăшах ирттересчĕ».  

Г.ЮРЬЕВ хатĕрленĕ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *