Кĕрхи призыв мĕнле пулĕ

Кĕрхи призыв мĕнле пулĕ

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2022 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕнчи 691-мĕш №-лĕ Указĕпе килĕшӳллĕн ноябрĕн 1-мĕшĕнче Раççейре кĕрхи призыв пуçланать.

Çĕршывра тулли мар мобилизаци пуçланнăран тата çар операцийĕ пынăран çара каякансен ашшĕ-амăшĕсене  тĕрлĕ ыйту хумхантарать.

Çавăнпа та шикленĕве сирсе çапла палăртса калатăп: кĕрхи призыв Украинăра иртекен çар операцийĕпе  пĕрре те çыхăнман.  Малтанхи пекех вăл  РФ саккунĕпе килĕшӳллĕн  вăхăтра, планпа  пулĕ.  

Салтак аттине тăхăннă яшсем çар операцийĕсене хутшăнмаççĕ,  вĕсем  тивĕçе Раççейри   çар чаçĕсенче пурнăçлаççĕ.   Каччăсенчен чылайăшне  çар чаçĕсенче вĕрентеççĕ, паянхи техникăпа ĕçлеме хăнăхтараççĕ, çар-учет специальноçне вĕрентеççĕ.

Республикăра салтак аттине  пине яхăн яш тăхăнĕ. Çакă иртнĕ çулхи кĕрхи при-    зывран  сахалрах.  

Çар тивĕçне пурнăçлассинчен хăрамалла мар, хатĕр пулмалла.  Ятарлă,  элитлă çар чаçĕсенче  службăна пурте пурнăçлама  пултараймаççĕ.   Призыв комиссийĕ  унта çар тивĕçне пурнăçлама сывлăх енчен çирĕпписене, вĕренӳ шайĕ, çара кирлĕ специальноç пуррисене, профессипе психологи тĕрĕслевĕ витĕр тухнисене суйласа илет.   Çар комиссариачĕсенче яланах пулас салтаксен кăмăлне шута илме тăрăшаççĕ.  Çавна май кĕрхи призыв пуçлансанах çар комиссариатне килекен яшсен çар чаçĕсене  суйласа илме ирĕк пур.   Çар тивĕçне пурнăçлама хатĕр  яшсен «С» категориллĕ водителе вĕренес тесессĕн пурăнакан вырăнти çар комиссариате каймалла.  Çар комиссариатĕнчен направленипе вĕренме кайнă яшсем тӳлевсĕр вĕренеççĕ,   вĕсене водитель удостоверенине илнĕшĕн патшалăх пошлинине тӳлессинчен те  хăтараççĕ.

Çавăн пекех республикăри çар комиссариачĕ Раççей Оборона министерствин вĕренӳ заведенийĕсене вĕренме кĕрес текенсен кандидачĕсене палăртма пуçланă.  Çар профессине суйласа илес текенсен вырăнти çар комиссариатне çитмелле, унта сире пĕтĕмпех ăнлантарса парĕç, çар вĕренӳ учрежденине суйласа илме те пулăшĕç. 

Б.Холиков,

Чăваш Республикин çар комиссарĕ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *