Публикации

Выльăх шутне чакарман, апат çителĕклĕ хатĕрленĕ

Выльăх шутне чакарман, апат çителĕклĕ хатĕрленĕ

Район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн специалист-эксперчĕпе К.Г.Гимальдиновпа выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăçалхи январь — сентябрь уйăхĕсенчи кăтартăвĕсем пирки тата фермăсене хĕле хатĕрлес ыйтусемпе калаçрăмăр. — Киям Гилачевич, районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем кăçалхи тăхăр уйăхра мĕнле ĕçлесе пынă? — Пĕтĕмĕшле илсен, япăх мар темелле. Сĕт туса илес енĕпе ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕлтĕрхинчен кăтартусем лайăхрах. Республика шайĕнче те пирĕн район аваннисен ретĕнче. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕрлешӳллĕ хуçалăхсем пурĕ 89694 центнер, иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 6 процент ытларах сĕт туса илнĕ. Фермăсенчи ĕнесем вăтамран кашниех 4458 килограмм сĕт антарнă. Ку енĕпе «Асаново» ЯХПКра (6500 килограмм), «Рассвет» ЯХПКра (6362 килогр
Ачасем хастар, спортпа туслă

Ачасем хастар, спортпа туслă

Çĕнĕ Мăрат вăтам  шкулĕнче кашни çулах «РДШ  вăйĕ» ăмăрту иртет.  Ăмăрту кĕркунне тата çуркунне пулать.  Шкулти пĕтĕм класс ачи хастаррăн хутшăнать унта.  Турник  çинче туртăнса ăмăртма вара ятарласах хатĕрленеççĕ.  Нумайăшĕн килĕсенче те турник пур ĕнтĕ.  Иртнĕ çулта Сергей Иванов чемпион  пулнă. Кăçал та  ăмăрту иртрĕ.  Хальхинче чемпион ятне Сергей шăллĕ Миша çĕнсе илчĕ. Чи вăйлă классем хăшĕсем пулнине пĕлтерер, пĕрремĕш вырăн — 10-мĕш класс,  иккĕмĕш вырăн — 3-мĕш класс,  виççĕмĕш вырăнта вара — 11-мĕшсем. Шкулти чемпионсем — Миша Иванов,  Милана Соловьева,  Татьяна Чубукова.  Константин Моторин,  Софья Григорьева — иккĕмĕш,  виççĕмĕш вырăнта — Дмитрий Кондратьев,  Дарина Ильина.
Хăвăра та, юлташăрсене те упрăр

Хăвăра та, юлташăрсене те упрăр

Октябрĕн 19-мĕшĕнче районтан  Комсомольски  тата Елчĕк районĕсен яшĕсене  çар операцине чыслăн  ăсатрĕç. «Кикак-кикак, хур кайăксем,  кайри мала ан тейĕр. Эпир тухса кайсассăн, ай, кайччăр та пĕтчĕр, ай, ан тейĕр», — чуна пырса тивмелле  янăрарĕ салтак юрри.  Çапла мобилизациленекенсем ялсенчен  салтак юрри шăрантарсах  çитрĕç района. Ятарлă  çар операцине пурнăçлама каякансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов,  ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров,  çар комиссарĕ Сергей Данилов,  ЧР Хĕрарăмсен канашĕн районти уйрăмĕн председателĕ Инна Ядрова салтаксене  çак йышпах  каялла тавр ăнма телейлĕ  çул,  çирĕп сывлăх  сунчĕç.  Сергий и

Çанталăк чăрмантарсан та ĕç чарăнмасть

Кăçалхи кĕр  çĕр ĕçченĕшĕн чылай чăрмав кăларса тăратрĕ. Уйрăмах тымар-çимĕç,  пахча  çимĕç лартса-акса тунă хуçалăхсене  çăмăлах килмерĕ. Апла пулин те, ял ĕçченĕсем мĕн  çитĕнтернине пуçтарса илес тесе  çине тăрса ĕçлеççĕ, хирсем пушансах пыраççĕ.  Çак кунсенче «Комсомольские овощи» агрофирмăн пахча  çимç хирĕсенче пулса куртăмăр. Ире хирĕç пăртак  çумăр пĕрĕхсе иртнĕ пулин те уйра техника нумай, кишĕр пуçтаракан  çынсем те йышлă. Йĕпе пулнипе комбайнсем ĕçе тытăнайманччĕ-ха, йăрансене сухаласа кăпкалатакан тракторсем тăрăшатчĕç. Вĕсем хыççăн  çынсем кишĕре витресем  çине пуçтарса пыраççĕ, контейнерсем  çине пырса тăкаççĕ. «Куллен ĕçе 70-е яхăн  çын хутшăнать. Вĕсем тĕрлĕ ялсенчен. Хамăр транспортпа кайса илетпĕр, ĕç
Аттесен кунĕпе юрă-кĕвĕ

Аттесен кунĕпе юрă-кĕвĕ

 Çак кунсенче районти культура  çуртĕнче Атте кунне паллă  турĕ. Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Светлана Грачева, ЧР Хĕрарăмсен канашĕн  районти председателĕ Инна Ядрова саламларĕç.  Хисеплĕ, маттур аттесене  çирĕп    сывлăх, тулли телей, ăнăçу сунчĕç. Кулленхи тата обществăлла ĕçре ырми-канми тăрăшакан  маттур ар çынсене Александр  Осипов   çак кун Хисеп грамотисемпе  чысларĕ. Нĕркеç культура çурчĕн заведующийĕ Михаил Кузнецов,  «Каçал» халăх фольклор ансамблĕн артисчĕ Юрий Тихонов, В.Х.Зайцева ячĕллĕ халăх театрĕн артисчĕ Виталий Хораськин район администрацийĕн Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Культура ĕçченĕсем пухăннисене савăк  юрă-кĕвĕ парнелерĕç.

Кĕнекесем парнелерĕç

Октябрĕн 24-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери шкул библиотекисен кунĕ. Ку уяв ахальтен  çуралман. Унăн тĕллевĕ — общественноçа шкул библиотекисем  çине тимлĕх уйăрма, вĕсене  çителĕклĕ таран кирлĕ кĕнекесемпе тивĕçтерме хистесси.  Çавăнпа та   çак кун ыркăмăллăх акцийĕсем ирттересси йăлана кĕнĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче те вăл  çулсеренех иртет.  Çакă шкул библиотекине тĕнче классикĕсен, ача-пăча  çырав çисен илемлĕ литературипе, справочниксемпе, энциклопедисемпе, наука кĕнекисемпе пуянланма пулăшать. Уяв умĕн, акă, пĕртăван Майоровасем, Александрăпа Елизавета, библиотекăна кĕнекесем илсе килчĕç. Вĕсем ӳкерчĕксемлĕ 28 литература изданийĕ парнелерĕç. Маттур хĕр ачасене чĕререн тав тăватпăр. Вĕсен парнисемпе библиотекăна  çӳрекенсем хапăлласах п

Салтаксене – парне

Чăваш наци музейĕ тата  республикăри Хĕрар ăмсен канашĕ сентябрь уйăхĕнче «Салтаксене сăмса тутри парнеле» акци пуçарчĕ.  Асăннă акцие пирĕн районта пурăнакансем те хастар хутш ăнса вун-вун сăмса тутри тĕрлерĕç.  Акă, «Çĕр тата  çынсем» халăх музейĕн заведующийĕ Алена Полякова пу çарнипе маттур аннесем, асаннесем  çак пархатарлă ĕçе хутшăнчĕç. Вера Макарова, Валентина Хораськина,  Галина Быкова  синкертен хӳтĕлекен эрешсемпе сăмса тутрисем тĕрлерĕç. Хĕрарăмсем чун  ăшшине хывнă алă тутрисене мобилизациленекен кашни ар çынна парнелеççĕ. Алă тутрисем салтаксене хĕн-хуртан упраччăр, хӳтĕлесе пыччăр. (Хамăр инф.).    

Паттăр ячĕпе иртнĕ

Украин ăри  çар операцине хутш ăнса пуç хунă М.З.Алеев ячĕпе  «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче баскетболла выляса турнир иртнĕ. Малтанах ăмăртăва хутшăнакансем паттăра асăнса пĕр минут шăп тăнă. Спортсменсене Комсомольски муниципаллă округăн депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем Р.М.Мансуров,  В.Н.Кокарев, «Кĕтне» ФСК директорĕн  çумĕ П.Ю.Порядков,  Марат Алеевăн ашшĕ Зуфар Разатдинович саламланă, тупăшусенче  ăнăçу суннă.  Ăм ăрт ăва кӳршĕ районсенчи шкулсен командисем те хутшăннă, вăйăсем хĕрӳ иртнĕ. Чи нумай очко пу çтарса Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн команди  çĕнтерӳçĕ пулса тăнă. Канаш хулинчи 7-мĕш вăтам шкулĕн  спортсменĕсем — иккĕмĕш, Шăмăршă вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем виççĕмĕш вырăн йышăннă.  Çĕнтерӳçĕсем кубоксене, медальсене

Эпир айккинче тăрса юлмастпăр!

Мобилизациленнисен пĕр ушкăнне, Комсомольски тата Елчĕк районĕсен яшĕсене çак кунсенче районти культура çуртĕнчен çар чаçне ăсатрĕç. Вĕсене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов,  ЧР  физкультурăпа спорт министр.  Василий Петров, Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов,  çар комиссарĕ Сергей Данилов, ЧР Хĕрарăмсен канашĕн районти уйрăмĕн председателĕ Инна Ядрова каялла та çак йышпа таврăнма телейлĕ çул сунчĕç. Сергий иерей, Силуан иеромонах, Рафаил Минадиев имам хатып пил пачĕç. — Паян çĕршыв салтаксемпе офицерсене  нацистсене хирĕç  кар тăма чĕнет. Раççейĕн чи хастар, паттăр арçыннисем  мирлĕ пурнăçа хӳтĕлеме тăраççĕ. Çак йышра пирĕн район яшĕсем те. Эпир сире  тăван тăрăхра Çĕнтерӳпе ырă-сывă кĕтетпĕр. Хăвăра упрăр, пĕр-пĕ

Хирсем пушанаççĕ

Çанталăк йĕпе-сапаллă тăни уй-хирсенчи ĕçсене чылай чăрмав кӳрет. Апла пулин те çĕр ĕçченĕсем уяр кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Нумаях пулмасть уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашма ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пирĕн района килсе кайнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Осиповпа пĕрле вĕсем «Слава картофелю» агрофирмăна çитсе курнă, унăн генеральнăй директорĕпе Хасият Идиатуллинпа, çĕр ĕçченĕсемпе тĕл пулса калаçнă. Асăннă агрофирма районта чи пысăк лаптăк çинче çĕрулми çитĕнтернĕ. Йывăрпа пулин те, хирсем пушансах пыраççĕ. Çĕр ĕçченĕсем кашни кунпа туллин усă курса çитĕнтернĕ пурлăха пуçтарса кĕртеççĕ. Октябрĕн 16-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсем 1260 гектар çинчен куккурус пуçтарса илнĕ, унран 25753 тонна силос хывнăĕ 165 гектар лаптăкра