Воскресенье, 19 мая

Публикации

Ырă сăмахсем чуна ăшăтаççĕ

Ырă сăмахсем чуна ăшăтаççĕ

Çын хăйĕн ĕмĕрĕнче хуйхи-суйхине те, савăнăçне те чылай курать, йывăрлăхсене парăнтарса малаллах талпăнать. Çĕнĕ Шăхран ялĕнче пурăнакан Раиса Павловна Петрова та пурнăçĕнче хура-шурне нумай курнă. Хăй умне тухса тăнă пĕтĕм кăткăслăха çĕнтерсе пырса  вăл 85 çула çитрĕ. Кашни ял ачи пекех мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпçăнса  ӳснĕ. Колхоз уй-хирĕнче тăрăшнă, ялти фермăра сыснасем, чăх-чĕп пăхнă. Мĕн ачаран ĕçе типтерлĕ те пахалăхлă тума хăнăхнăскер, кирек ăçта ĕçлесен те ырă ят çĕнсе илнĕ. Çакăншăн чылай Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Райкка аппа пĕр вăхăт ялти клубра та тăрăшнă. Кунта та вăл пултарулăхпа палăрса тăнă. Ялти хастар каччăпа, Иван Петровпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Тĕп килтен уйрăлса тухса çĕнĕ çурт лартнă, хуралтăсем туса çавăрнă. Вĕсем пилĕк хĕрпе виçĕ ывăл çуратса ӳстернĕ, вĕсе
Сумлă кунпа саламларĕç

Сумлă кунпа саламларĕç

Пурнăç çулĕпе утса 90 çула çитнĕ кашни ватă çынах чыс-хисепе тивĕçлĕ. Кун-çулĕ вĕсен пыл та çу пулман пулин те, паянхи куна пурăнса çитме мехел çитернĕ. Вĕсен шăпи пурин те тенĕ пекех пĕр евĕрлĕрех килсе тухнă. Çĕршывра хаяр вăрçă кĕрленĕ вăхăтра вĕсен ачалăхĕ иртсе кайнă. Вăхăт çитмесĕрех вĕсен çитĕнме тивнĕ, çамрăклах колхозра ĕçленĕ, кайран та пĕрлешӳллĕ хуçалăха аталантарас тесе тар тăкнă. Мăшăрланса çемье чăмăртанă, çĕнĕ çурт-йĕр çĕклесе хуралтăсем çавăрнă, ача-пăча çуратса ӳстернĕ... Вĕсен кăкăрĕсене орден-медальсем илемлетмеççĕ пулин те ĕмĕр тăршшĕпе ĕçлесе ял çинче ырă ят, хисеп çĕнсе илнĕ. Çӳлерех каланă сăмахсем йăлтах Хирти Явăш ялĕнче пурăнакан Дарья Паладиевна Куропаткинана та пырса тивеççĕ. Çак кунсенче вăл 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Çак ятпа ăна ачисем, мăнукĕсем, çывăх
Асăну хăми уçрĕç

Асăну хăми уçрĕç

Ноябрĕн 8-мĕшĕнче районти шалти ĕçсен пайĕн «Комсомольский» уйрăмĕн çурчĕ çинче  асăну хăми уçрĕç. Ăна  шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕ Аслă Отечественнăй вăрçă   участникĕсене халалланă.  Мероприятие полици полковникĕ Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕн çумĕ  Д.Н.Андреев,  республикăри ветерансен совечĕн председателĕ М.Ф.Киселев,   районти муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕ Р.С.Зайнуллин, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.А.Илларионова,  районти шалти ĕçсен пайĕн ветерансен канашĕн председателĕ П.В.Лапшин, ветерансем, полици сотрудникĕсем,  Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсемпе педагогĕсем хутшăнчĕç. Сумлă хăнасем  Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă сотрудниксене манманнине, хисеп тунине палăрт
Чи кирли – асăрханулăх

Чи кирли – асăрханулăх

Хутса ăшăтмалли тапхăра кĕнĕ май пушарсем тĕлĕшпе кăткăс тапхăр пуçланчĕ. Унчченхи çулсенчи статистика яр уççăн кăтартать: сивĕсем хуçаланма тытăнсан, шел те, инкексен хисепĕ хăвăрт ӳсет. Вĕсем чи малтанах ăшă сис- темисем юсавсăррипе, ăшăтакан оборудование, кăмакасене тĕрĕс мар вырнаçтарнипе тата усă курнипе, электросете харăсах темтепĕр чиксе тултарнипе çыхăннă. Анчах чи хăрушă сăлтав вара куç умĕнчех, вăл — çынсен тимсĕрлĕхĕпе çăмăлттайлăхĕ. Çавăнпа та сивĕ кунсем ăшă кăна мар, хăрушсăр та пултăр тесен пушартан асăрханмалли правилăсене çирĕп пăхăнмалла. Электричествăпа ĕçлекен ăшă приборĕсем. Инкексенчен сыхланас тесен, хăвăр е кам та пулин туса панă электроприборсемпе усă курма юрамасть — заводра кăларнисене çеç туянмалла. Çĕмĕрĕлсен вĕсене юсама квалификациллĕ специалиста шанăр. Ăш

Эксперимент ăнăçлă иртрĕ

Район центрĕнче вырнаçнă «Асамат кĕперĕ» ача садне çӳрекенсем нумаях пулмасть куллен усă куракан хут пирки нумай çĕнни пĕлчĕç. Ăна пĕр тонна чухлĕ туса кăларма 17 йывăç кирлĕ иккен. Çакăн пирки калаçнă май ачасем шухăша кайрĕç. Пĕчĕккисене йывăçсен шăпи шутлаттарчĕ. Вĕсене хут хатĕрлессишĕн сахалрах касмалла пултăр тесен мĕн  тума пулать-ши? Çак ыйту çине те хурав шырарĕç. Интернетра кун пирки мĕн каланипе те паллашрĕç. Кивĕ хутсене пуçтарни йывăçсене перекетлеме май пани пирки пĕлчĕç. Кунсăр пуçне тăкăннă çулçăсенчен те хут хатĕрлеме пулать иккен. Аслăрах ӳсĕмри «Звездочка» ушкăна çӳрекенсем воспитательпе пĕрле эксперимент ирттерме шутларĕç. 70 процент кивĕ хут тата 30 процент çулçă илсе хутăш хатĕрлерĕç. Унпа кирлĕ ĕçсем тунă хыççăн чăнах та çĕнĕ таса хут пулса тăчĕ. Ăна офисра усă
Компьютер хăрушсăрлăхĕ…

Компьютер хăрушсăрлăхĕ…

Кирлĕ чухлĕ хӳтĕлетпĕр-и хамăра? Паянхи пурнăç Интернетсăр мĕнлерех-ха вăл? Тĕрлĕрен: пĕрисем унсăр пурăнаймаççĕ, теприсене вăл пурри чăрмантарать кăна. Паллах, кунта кашниех хăйне мĕн кирлине суйласа илет. Анчах та цифра  ĕмĕрĕнче пирĕн пурнăç Интернет уçлăхĕпе тӳрремĕнех çыхăннине кашниех хăй çинче туйса илчĕ. Пурнăçри чылай ыйтăва çăмăллăнах татса пама пулăшать, вăхăта  перекетлет... тата ытти  ырă енсене палăртма пулать. Анчах та кулленхи пурнăçри пекех кунта асăрханулăх çинчен те манмалла мар. Интернет вăл хăй уйрăм тĕнче-çке, виртуаллă  тĕнче... Кунта та хăйĕн йĕрки, вĕсене пăхăнманни вара чылай инкек патне  илсе çитерме пултарать. Ахальтен мар Раççейре пурăнакансенчен 78 проценчĕ хăйсене Интернет уçлăхĕнче мĕнлерех сыхласси çинчен тĕплĕнрех пĕлме кăмăл туни
Цифра аталанăвĕ – тĕп вырăнта

Цифра аталанăвĕ – тĕп вырăнта

Нумаях пулмасть Чăваш Енри Цифра аталанăвĕ тата информаци технологийĕсемпе усă курасси енĕпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ун вăхă- тĕнче регионăн цифра аталанăвне анлăлатасси, патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене электронлă формăна куçарасси, цифра улшăнăвĕсен проекчĕсене пурнăçа кĕртесси тавра калаçнă. Мероприяти Правительство çуртĕнче иртнĕ. Ăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ — экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Дмитрий Краснов ертсе пынă. Палăртса хăвармалла% кăçал ку — комиссин пиллĕкмĕш ларăвĕ. ЧР Цифра министерствин ертӳçи Кристина Майнина иртнĕ ларура тунă пĕтĕмлетӳсем тăрăх пурнăçа кĕртнĕ ĕçсемпе паллаштарнă. «Çулталăк пуçланнăранпа 73 хушуран 67-шне пурнăçланă», — палăртнă вăл. Цифра улшăнăвĕсемпе çыхăннă 4 проектпа ĕçлесе п
Икĕ пин ытла заявка тăратнă

Икĕ пин ытла заявка тăратнă

Хальхи вăхăтра ачасене программировани енĕпе хушма пĕлӳ илме май паракан инновацилле лапамсем ĕçлеççĕ. Шăпах ИТ-специалистсем паянхи кун питĕ кирлĕ, çавăнпа та вĕсене хатĕрлессине ачаранах пуçлаççĕ. Çак тĕллевпе Раççейре «Пуласлăх кочĕ» федераллă проекта хута янă. Вăл 8—11-мĕш классенче ăс пухакансем валли тӳлевсĕр, икĕ çула тăсăлакан программировани курсĕн формипе пурнăçланать. Проекта хутшăнас текенсем çĕршывĕпе пурĕ 128300 заявка тăратнă. Пирĕн республикăри шкул ачисем те айккинче тăрса юлмаççĕ, вĕсенчен октябрĕн 24-мĕшĕ тĕлне 2072 заявка килнĕ, çав шутра 639-шĕ — офлайн мелпе вĕренес кăмăллисенчен. Çакăн пек заявкăна патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнчи ятарлă пайра пама пулать. Унтах ИТ-сферинчи пĕлӳсене тĕрĕслеме те май пур. Пултаруллă ачасем валли Чăваш Енре куçăмлă 15 курс хат
Конкурса хастар хутшăннă

Конкурса хастар хутшăннă

Иртнĕ эрнере районти культура çуртĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунĕ тĕлне  йĕркеленĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ. Унта районти шкул ачисем, ача сачĕсене çӳрекенсем хастар хутшăннă. Вĕсем конкурс валли тĕрлĕ япала хатĕрленĕ. Жюри членĕсем ачасен, ашшĕ-амăшĕн тавракурăмĕ чăннипех те анлă тата тĕрлĕ енлĕ пулнине  палăртнă. Чи лайăххисене, илемлисене суйласа илсе палăртма пĕрре те çăмăл пулман. Кашни япалах хăйнеевĕрлĕхпе уйрăлса тăнă.   Коллективсем хушшинче «Радуга» ача садне çитекенни      пулман. Вĕсем пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн ачисем — иккĕмĕш вырăнта, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем — виççĕмĕшсем. «Необыкновенное чудо» номинацире «Колосок» ача садне çӳрекен Захар Кополухин мала тухнă. «
Пирĕн вăй – пĕрлĕхре!

Пирĕн вăй – пĕрлĕхре!

Пĕтĕм халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче районти вулавăшсенче чылай мероприяти иртнĕ.   Библиотекарьсем ачасемпе, вулакансемпе тĕл пулнă. Вĕсем вулакансем валли уяв историйĕпе паллаштаракан кĕнекесен тĕрлĕ  выставкисем  йĕркеленĕ, унпа пĕрлех кĕнеке тусĕсемпе пĕрле тĕлпулусем, викторинăсем,  конкурссем  ирттернĕ. Акă, тĕп библиотекăра кĕнеке тусĕсем валли «Когда мы вместе, мы едины» кĕнекесен куравне йĕркелерĕмĕр. Патриотизм сехечĕ те кăсăклă иртрĕ, викторина ыйтăвĕсем çине те ачасем хаваспах хуравларĕç. Тĕслĕхрен, вĕренекенсем Урмаел ял вулавăшĕнче «Козьма Минин и Дмитрий Пожарский» кино-урок пăхнă. Кĕнеке тусĕсем Халăх пĕрлĕхĕн кунĕн историйĕпе туллин паллашнă. Унпа пĕрле вĕсем фильм пăхса Раççей тăрăх  виртуаллă çулçӳреве кайнă.    Çавăн пекех Çĕ