Суббота, 27 апреля

Сумлă кунпа саламларĕç

Сумлă кунпа саламларĕç

Пурнăç çулĕпе утса 90 çула çитнĕ кашни ватă çынах чыс-хисепе тивĕçлĕ. Кун-çулĕ вĕсен пыл та çу пулман пулин те, паянхи куна пурăнса çитме мехел çитернĕ. Вĕсен шăпи пурин те тенĕ пекех пĕр евĕрлĕрех килсе тухнă. Çĕршывра хаяр вăрçă кĕрленĕ вăхăтра вĕсен ачалăхĕ иртсе кайнă. Вăхăт çитмесĕрех вĕсен çитĕнме тивнĕ, çамрăклах колхозра ĕçленĕ, кайран та пĕрлешӳллĕ хуçалăха аталантарас тесе тар тăкнă. Мăшăрланса çемье чăмăртанă, çĕнĕ çурт-йĕр çĕклесе хуралтăсем çавăрнă, ача-пăча çуратса ӳстернĕ… Вĕсен кăкăрĕсене орден-медальсем илемлетмеççĕ пулин те ĕмĕр тăршшĕпе ĕçлесе ял çинче ырă ят, хисеп çĕнсе илнĕ.

Çӳлерех каланă сăмахсем йăлтах Хирти Явăш ялĕнче пурăнакан Дарья Паладиевна Куропаткинана та пырса тивеççĕ. Çак кунсенче вăл 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Çак ятпа ăна ачисем, мăнукĕсем, çывăх çыннисем, кӳрши-арши саламланă. Элпуç ял тăрăхĕн администрацийĕн тата культура ĕçченĕсем те  хисеплĕ ветеран патне çитнĕ. Сумлă юбилей ячĕпе салам сăмахĕсемпе пĕрлех савăк юрăсем парнеленĕ.

Дарья Паладиевна ялти нумай хĕрарăм пекех колхоз ĕçне те куллен хутшăннă, кил-çуртри ĕçсене пуçтарма та    ĕлкĕрнĕ. 6 ачине кирлĕ воспитани пама та вăхăт тупнă. Пĕтĕм йывăрлăхсене парăнтарса пырса малашлăхшăн тăрăшнă. Халĕ вăл 12 мăнукĕпе, 5 мăнмăнукĕ пе чунтан савăнать. Вĕсем килсе  çӳрени, хавассăн калаçни, кулни, шӳтлени унăн чун-чĕрине хăпартлантарать. Вĕсем сывлăхлă пулнишĕн, тĕрĕс-тĕкел  ӳснишĕн хĕпĕртет.

Д.Куропаткинан малашне те хăйĕн тĕпренчĕкĕсене хавхалантарса пурăнма   сывлăхĕ ан хавшатăрччĕ, вĕсен юратăвĕ ват çын чĕрине ăшăтса тăтăрччĕ.

Л.НОСОВА.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *