Понедельник, 29 апреля

Ырă сăмахсем чуна ăшăтаççĕ

Ырă сăмахсем чуна ăшăтаççĕ

Çын хăйĕн ĕмĕрĕнче хуйхи-суйхине те, савăнăçне те чылай курать, йывăрлăхсене парăнтарса малаллах талпăнать. Çĕнĕ Шăхран ялĕнче пурăнакан Раиса Павловна Петрова та пурнăçĕнче хура-шурне нумай курнă. Хăй умне тухса тăнă пĕтĕм кăткăслăха çĕнтерсе пырса  вăл 85 çула çитрĕ.

Кашни ял ачи пекех мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпçăнса  ӳснĕ. Колхоз уй-хирĕнче тăрăшнă, ялти фермăра сыснасем, чăх-чĕп пăхнă. Мĕн ачаран ĕçе типтерлĕ те пахалăхлă тума хăнăхнăскер, кирек ăçта ĕçлесен те ырă ят çĕнсе илнĕ. Çакăншăн чылай Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Райкка аппа пĕр вăхăт ялти клубра та тăрăшнă. Кунта та вăл пултарулăхпа палăрса тăнă.

Ялти хастар каччăпа, Иван Петровпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Тĕп килтен уйрăлса тухса çĕнĕ çурт лартнă, хуралтăсем туса çавăрнă. Вĕсем пилĕк хĕрпе виçĕ ывăл çуратса ӳстернĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шел пулин те, мăшăрĕ чире пула çамрăклах пурнăçран уйрăлнă. Хуçалăхри пĕтĕм ĕç хĕрарăм çине тиеннĕ. Раиса Павловна йывăр хуйха ĕçпе пусарнă, мĕн вăй çитнĕ таран ачисен пуласлăхĕшĕн тăрăшнă.

Халĕ Раиса Павловна ачисемпе, мăнукĕсемпе чунтан савăнса пурăнать. Вĕсем ăна юратаççĕ, тăтăшах юнашар пулма тăрăшаççĕ. «Сывлăх хавшанă пулин те вĕсем мана пăрахмаççĕ.  Ырă сăмахĕсем манăн чуна ăшăтса тăраççĕ. Вĕсен ĕçĕсем ăнса пыччăр, ăнăçу юнашар çӳретĕр», — тет паянхи кун та хăйĕн тĕпренчĕкĕсемшĕн пăшăрханакан Райкка  аппа.

Çак кунсенче ăна юбилей ячĕпе ачисемпе мăнукĕсем, çывăх çыннисем саламларĕç. Хăйсене тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтернĕшĕн, пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн чун-чĕререн тав турĕç. Малашне те сывлăхлă пурăн, Райкка аппа!

Л.Тихонова,

ялти ветерансен совечĕн председателĕ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *