Воскресенье, 28 апреля

Асăну хăми уçрĕç

Асăну хăми уçрĕç

Ноябрĕн 8-мĕшĕнче районти шалти ĕçсен пайĕн «Комсомольский» уйрăмĕн çурчĕ çинче  асăну хăми уçрĕç. Ăна  шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕ Аслă Отечественнăй вăрçă   участникĕсене халалланă.

 Мероприятие полици полковникĕ Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕн çумĕ  Д.Н.Андреев,  республикăри ветерансен совечĕн председателĕ М.Ф.Киселев,   районти муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕ Р.С.Зайнуллин, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.А.Илларионова,  районти шалти ĕçсен пайĕн ветерансен канашĕн председателĕ П.В.Лапшин, ветерансем, полици сотрудникĕсем,  Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсемпе педагогĕсем хутшăнчĕç.

Сумлă хăнасем  Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă сотрудниксене манманнине, хисеп тунине палăртса хăварчĕç. Çакă уйрăмах çамрăк ăрушăн тĕслĕх вырăнĕнче пулмалла. Мирлĕ пурнăç парнеленĕ ентешсене пирĕн асра тытмалла, сума сумалла.   

А.Антонова.

 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *