Пятница, 19 апреля

Пирĕн вăй – пĕрлĕхре!

Пирĕн вăй – пĕрлĕхре!

Пĕтĕм халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче районти вулавăшсенче чылай мероприяти иртнĕ.   Библиотекарьсем ачасемпе, вулакансемпе тĕл пулнă. Вĕсем вулакансем валли уяв историйĕпе паллаштаракан кĕнекесен тĕрлĕ  выставкисем  йĕркеленĕ, унпа пĕрлех кĕнеке тусĕсемпе пĕрле тĕлпулусем, викторинăсем,  конкурссем  ирттернĕ.

Акă, тĕп библиотекăра кĕнеке тусĕсем валли «Когда мы вместе, мы едины» кĕнекесен куравне йĕркелерĕмĕр. Патриотизм сехечĕ те кăсăклă иртрĕ, викторина ыйтăвĕсем çине те ачасем хаваспах хуравларĕç.

Тĕслĕхрен, вĕренекенсем Урмаел ял вулавăшĕнче «Козьма Минин и Дмитрий Пожарский» кино-урок пăхнă. Кĕнеке тусĕсем Халăх пĕрлĕхĕн кунĕн историйĕпе туллин паллашнă. Унпа пĕрле вĕсем фильм пăхса Раççей тăрăх  виртуаллă çулçӳреве кайнă.   

Çавăн пекех Çĕнĕ Мăратри вулавăшра Любовь Филиппова библиотекарь  ачасемпе калаçу йĕркеленĕ.  Вĕренекенсем уяв историйĕпе паллашнă,  тĕрлĕ халăхăн культурине аса илнĕ, ыйтусем çине хуравланă.

И.КРЫЛОВА.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *