Суббота, 27 апреля

Компьютер хăрушсăрлăхĕ…

Компьютер хăрушсăрлăхĕ…

Кирлĕ чухлĕ хӳтĕлетпĕр-и хамăра?

Паянхи пурнăç Интернетсăр мĕнлерех-ха вăл? Тĕрлĕрен: пĕрисем унсăр пурăнаймаççĕ, теприсене вăл пурри чăрмантарать кăна. Паллах, кунта кашниех хăйне мĕн кирлине суйласа илет. Анчах та цифра  ĕмĕрĕнче пирĕн пурнăç Интернет уçлăхĕпе тӳрремĕнех çыхăннине кашниех хăй çинче туйса илчĕ. Пурнăçри чылай ыйтăва çăмăллăнах татса пама пулăшать, вăхăта  перекетлет… тата ытти  ырă енсене палăртма пулать. Анчах та кулленхи пурнăçри пекех кунта асăрханулăх çинчен те манмалла мар. Интернет вăл хăй уйрăм тĕнче-çке, виртуаллă  тĕнче… Кунта та хăйĕн йĕрки, вĕсене пăхăнманни вара чылай инкек патне  илсе çитерме пултарать. Ахальтен мар Раççейре пурăнакансенчен 78 проценчĕ хăйсене Интернет уçлăхĕнче мĕнлерех сыхласси çинчен тĕплĕнрех пĕлме кăмăл туни çинчен хыпарлать. Çак тĕллевпех Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче «Кибербезопасность — это просто» çĕнĕ пай йĕркеленĕ.   Вăл шăпах та «Цифра экономики» наци проекчĕн шучĕпе пурнăçа кĕрет.

Асăннă проект вулакансемшĕн  питех те пĕлтерĕшлĕ пулнине шута илсе Патшалăх пулăшăвĕсен порталне пĕрле тишкерме сĕнетĕп. Тĕрĕссипе, паянхи кун ку сайт чылай çыншăн пулăшу лапамĕ пулса тăни вăрттăнлăх мар — кунта кулленхи ыйтусене кĕске вăхăтра килтен тухмасăрах татса пама  пулать-çке. Хальхинче хамăра  кăсăклантаракан ыйтусене шута илсе пулăшусен йĕркинче «Киберхăрушсăрлăх — ку питĕ ансат» пайри хушма пайсене тишкеретĕп. Мошенниксен шăнкăравне мĕнлерех палласа илме пулать? Пароле мĕнлерех майпа шанчăклă тума пулать?  60 çулта компьютера лайăх пĕлес тесен мĕн тумалла? Ачасене киберхăрушсăрлăх  çинчен мĕн каласа памалла? Кунта çакă тата ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусен хуравĕсене пĕрле шырама майсем пур.

Юлашки вăхăтра мошенниксен ултав серепине çакланакансен йышĕ пĕчĕкех маррине шута илсе эпĕ те палăртнă сĕнӳсене сирĕнпе тепĕр хут аса илме шутларăм. Тĕрĕссипе, çын пурлăхне хапсăнакансен аллине лекекенсем малтанласа хăйсене улталанине ĕненмеççĕ те. Кун пек инкек вĕсемпе пулмасть пек туйăнать. Анчах… Анчах тимсĕрлĕхпе çăмăлттайлăха  пулах шар курса ларма пулать. ШĔМ кăтартăвĕсем тăрăх,  Раççейре кăçалхи пĕрремĕш çурçулта кăна мошенниксем телефон урлă 39 миллиард тенкĕ вăрланă. Эпир  «пулăшмасăр» мар. Шел пулин те, ултав мелĕсем çĕнелсех пыраççĕ. Ку лару-тăрура пирĕн те тимлĕхе темиçе хут ӳстерме тивет. Çавăнпа та порталта илсе панă хăш-пĕр асăрхаттарусемпе паллаштарни вулакансемшĕн ытлашши пулмĕ тетĕп.

Уйрăмах аслăрах çулхисене усă кӳрĕç кунти сĕнӳсем.

х Мошенниксем шăнкăравларĕç пулсан хумханса ан ӳкĕр. «Эпĕ сирĕн пата хамах шăнкăравлăп», — тесе калаçăва вĕçлеме тăрăшмалла.

х Темĕнле ыйтсан та хăвăр çинчен нимĕн те ан калăр — картта реквизичĕсене, ПИН-кодпа СМС-кодсене.

х Палламан çынсем патне укçа ан куçарăр.

х Банкăн официаллă номерĕпе кăна çыхăну тытăр. Ăна официаллă сайтра тата карттăн тӳнтер енче тупма пулать.

х Шăнкăравсене тĕрĕслекен тата спам-шăнкăравсене чарса лартакан программăсене вырнаçтарăр.

Ку темăна тĕплĕнрех тишкерес тесен сайтри информаципе туллин паллашма пулать. Енчен те ыйту çуралчĕ пулсан  пĕр шикленмесĕрех Макс роботран  ыйтма май пур. Çырса кăна памалла. Хайхискер хуравне тупма та, пулăшу пама та пултарать.

Тепĕр пайне ачасемпе çыхăнтарни пăсмĕ. Паянхи кун ачасем Интернет уçлăхĕнче пурăнаççĕ тесен те  йăнăш пулмĕ. Тĕрĕссипе, вĕсем шăпах та  цифра ĕмĕрĕн ăрăвĕ пулса тăраççĕ те. «Вĕсен шухăшлавĕ те çур ĕмĕр каяллахи тантăшĕсенчен урăхларах, тĕнче çине те пачах хăйне евĕр куçпа пăхаççĕ»,—  тесе каланăччĕ пĕр ăсчах цифра трансформацине халалланă форумра.  Çакна пирĕн, аслисен, йышăнма тивет. Çав вăхăтрах хăйсене Интернет уçлăхĕнче мĕнлерех тымалли çинчен пĕчĕкренех каласа тата кăтартса памалла. Ку ĕнтĕ вăл пĕчĕк ачана урамра хăйсене мĕнлерех тытмаллине вĕрентнĕ евĕрех: мĕнрен асăрханмалла, палламан çынпа калаçмалла мар тата ытти те. Анчах та ачана ăс париччен хамăрăн ку енĕпе аван пĕлмелле. Шел пулин те, ачасене алла кашăк тытма вĕрентиччен телефона хăнăхтаратпăр. Куншăн савăнатпăр. Асăрхаттарусем çинчен вара манатпăр. Ку ĕнтĕ вăл утма кăна вĕренекен ачана урама хăй тĕллĕн кăларса янипе  пĕрех. Хăрушă мар-и? Мĕн тумалла-ха ашшĕ-амăшĕн? Чи малтанах мĕн тума юранипе юраманни çинчен ăнлантарса памалла. Аккаунтсен йĕркипе паллаштармалла, шанчăклă пароль суйлама  хăнăхтармалла. Ку енĕпе пулăшу кирлĕ пулсан  «Как создать надежный пароль?» çине пусса материалпа паллашма пулать.

Порталта темăсемпе ыйтусене çăмăл чĕлхепе çырса панă. Енчен те ăнланманлăх сиксе тухрĕ пулсан каллех Макс робот пулăшма хатĕр.  «Спросить Макса» пускăч  çине пусса  çырса памалла çеç.

Паянхи кун Интернетпа пур ăрури çын та усă курать. Енчен те эсир социаллă сетьсенче ларма, мессенджерсем урлă çыру çӳретме юрататăр пулсан чи ансат сĕнӳсене асра тытăр. Мошенниксен тĕллевĕ чеелĕхпе усă курса сирĕнтен ытларах та ытларах информаци туртса кăларасси пулса тăрать пулсан,  сирĕн вара — тимлĕхе сыхласа хăварса хăвăра упрасси. Çакна ан манăр. Хăвăр тата хăвăр çынсен хăрушсăрлăхĕ çине тимлĕх уйăрма тăрăшăр.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *