Воскресенье, 28 апреля

Цифра аталанăвĕ – тĕп вырăнта

Цифра аталанăвĕ – тĕп вырăнта

Нумаях пулмасть Чăваш Енри Цифра аталанăвĕ тата информаци технологийĕсемпе усă курасси енĕпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ун вăхă- тĕнче регионăн цифра аталанăвне анлăлатасси, патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене электронлă формăна куçарасси, цифра улшăнăвĕсен проекчĕсене пурнăçа кĕртесси тавра калаçнă.

Мероприяти Правительство çуртĕнче иртнĕ. Ăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ — экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Дмитрий Краснов ертсе пынă. Палăртса хăвармалла% кăçал ку — комиссин пиллĕкмĕш ларăвĕ.

ЧР Цифра министерствин ертӳçи Кристина Майнина иртнĕ ларура тунă пĕтĕмлетӳсем тăрăх пурнăçа кĕртнĕ ĕçсемпе паллаштарнă. «Çулталăк пуçланнăранпа 73 хушуран 67-шне пурнăçланă», — палăртнă вăл. Цифра улшăнăвĕсемпе çыхăннă 4 проектпа ĕçлесе пĕтермелли юлнă. Çавăн пекех министр патшалăх управленийĕн тытăмĕнче цифра аталанăвĕ мĕнле пыни çинчен те каласа панă. «Массăллă социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăшусене электрон формăна куçарас енĕпе кăтарту кăштах чакнă. Ку регионти перечене кĕрекен çакăн пек пулăшусен шучĕ ӳснипе çыхăннă. Çулталăк вĕçлениччен массăллă социаллă пĕлтерĕшлĕ 88 пулăшăва электрон формăна куçарăпăр, вара кăтарту та ӳсĕ», — пĕлтернĕ вăл.

Урăх министерствăсен представителĕсем сывлăх сыхлавĕнче, хула хутлăхĕнче тата строительствăра, транспорт тата вĕренӳ сферисенче цифра улшăнăвĕсем мĕнле пурнăçланнипе паллаштарнă.

Информаци технологийĕсен центрĕн директорĕн çумĕ Анжелика Кущак паянхи кун тĕлне Чăваш Енре пурăнакансем пĕрлехи патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă 119 пулăшупа, çав шутра 37-шĕ муниципаллă, усă курма пултарнине палăртнă. Порталта концентраторлă формăна («Пулăшусен концентраторĕ» — пĕрлехи патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ тата заявленисем йышăнакан регионти информаци тытăмĕсем хушшинчи интеллектуаллă маршрутизатор) социаллă пĕлтерĕшлĕ 82 пулăшăва куçарнă. Çулталăк вĕçлениччен сунар билетне парассипе çыхăннă пулăшăва та электрон формăна куçарма планлаççĕ.

,ç тăвакан влаç органĕсем тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем кăçалхи 9 уйăхра электронлă майпа пулăшусем панин кăтартăвĕсене те пĕтĕмлетнĕ. Муниципалитетсем хушшинче ку енĕпе Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисем, Вăрнар районĕ лайăх кăтартусем тунă. Вĕсенче граждансен ыйтăвĕсен 32 проценчĕ ытла электронлă пулнă. Пăрачкав, Канаш тата Куславкка районĕсенче вара çак кăтарту 10 процентран та пĕчĕкрех.

«Кашни пулăшăва, май пур пулсан, электронлă формăна куçармалла. Вĕсемпе патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă усă курма пултăр. Нумай функциллĕ центрсем те çĕнĕ пулăшусене хăйсем çине илме хатĕр. Çапла майпа эсир ведомствăсен ĕçне çăмăллататăр, çынсене патшалăх пулăшăвĕсемпе меллĕн усă курма май паратăр», — палăртнă Дмитрий Краснов.

Комисси ларăвĕнче цифра улшăнăвĕсен проекчĕсем мĕнле пурнăçланнине те сӳтсе явнă. Чăваш Республикин цифра трансформацийĕн центрĕн проект офисĕн ертӳçи Татьяна Ковалева пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра Чăваш Енĕн социаллă тата экономикăлла аталанăвĕн харпăр программипе килĕшӳллĕн 8 проект пурнăçа кĕрет. Вĕсене пурнăçлани Чăваш Енре пысăк тухăçлă 75 ĕç вырăнĕ тума май парать.

Проектсен ĕçне Битрикс информаци тытăмĕ урлă йĕркелесе пыраççĕ. Кашни проектпа кĕске паспорт хатĕрленĕ, тĕллевсене тата функционаллă заказчиксене палăртнă. «Кăçалхи декабрĕн 15-мĕшĕччен ИПСЭР-па килĕшӳллĕн пурнăçланакан проектсен функционаллă заказчикĕсен ЧР Цифра министерствине информаци тытăмĕсене ĕçе кĕртнипе çыхăннă тата пысăк тухăçлă ĕç вырăнĕсем тунине çирĕплетекен документсем тăратмалла», — пĕлтернĕ ларăва хутшăнакансене Татьяна Ковалева.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *