Воскресенье, 28 апреля

Эксперимент ăнăçлă иртрĕ

Район центрĕнче вырнаçнă «Асамат кĕперĕ» ача садне çӳрекенсем нумаях пулмасть куллен усă куракан хут пирки нумай çĕнни пĕлчĕç.

Ăна пĕр тонна чухлĕ туса кăларма 17 йывăç кирлĕ иккен. Çакăн пирки калаçнă май ачасем шухăша кайрĕç. Пĕчĕккисене йывăçсен шăпи шутлаттарчĕ. Вĕсене хут хатĕрлессишĕн сахалрах касмалла пултăр тесен мĕн  тума пулать-ши? Çак ыйту çине те хурав шырарĕç. Интернетра кун пирки мĕн каланипе те паллашрĕç. Кивĕ хутсене пуçтарни йывăçсене перекетлеме май пани пирки пĕлчĕç. Кунсăр пуçне тăкăннă çулçăсенчен те хут хатĕрлеме пулать иккен. Аслăрах ӳсĕмри «Звездочка» ушкăна çӳрекенсем воспитательпе пĕрле эксперимент ирттерме шутларĕç. 70 процент кивĕ хут тата 30 процент çулçă илсе хутăш хатĕрлерĕç. Унпа кирлĕ ĕçсем тунă хыççăн чăнах та çĕнĕ таса хут пулса тăчĕ. Ăна офисра усă кураканнисемпе танлаштарма çук пулин те ун çине çырма, ӳкерме, тĕрлĕ япаласем ăсталама пулать. Эксперимент ăнăçлă иртнĕшĕн ачасем чунтанах савăнчĕç.

Э.Хайртдинова,

воспитатель.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *