Воскресенье, 28 апреля

Конкурса хастар хутшăннă

Конкурса хастар хутшăннă

Иртнĕ эрнере районти культура çуртĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунĕ тĕлне  йĕркеленĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ. Унта районти шкул ачисем, ача сачĕсене çӳрекенсем хастар хутшăннă. Вĕсем конкурс валли тĕрлĕ япала хатĕрленĕ. Жюри членĕсем ачасен, ашшĕ-амăшĕн тавракурăмĕ чăннипех те анлă тата тĕрлĕ енлĕ пулнине  палăртнă. Чи лайăххисене, илемлисене суйласа илсе палăртма пĕрре те çăмăл пулман. Кашни япалах хăйнеевĕрлĕхпе уйрăлса тăнă. 

 Коллективсем хушшинче «Радуга» ача садне çитекенни      пулман. Вĕсем пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн ачисем — иккĕмĕш вырăнта, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем — виççĕмĕшсем.

«Необыкновенное чудо» номинацире «Колосок» ача садне çӳрекен Захар Кополухин мала тухнă. «Мастера золотые ручки» номинацире Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлӳ пухакан Дарья Арсентьева ăсталăхпа палăрнă.  Чĕчкен тĕп шкулĕн вĕренекенĕсем «Вот это урожай!» номинацире мала тухнă.  «Генератор идей» номинацире «Рябинушка» ача садĕнчи «Теремок» ушкăн  çĕнтернĕ. Çĕнтерӳçĕсене парнесемпе тата Тав хучĕсемпе чысланă. 

(ХАМĂР ИНФ.).

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *