Воскресенье, 28 апреля

Икĕ пин ытла заявка тăратнă

Икĕ пин ытла заявка тăратнă

Хальхи вăхăтра ачасене программировани енĕпе хушма пĕлӳ илме май паракан инновацилле лапамсем ĕçлеççĕ. Шăпах ИТ-специалистсем паянхи кун питĕ кирлĕ, çавăнпа та вĕсене хатĕрлессине ачаранах пуçлаççĕ.

Çак тĕллевпе Раççейре «Пуласлăх кочĕ» федераллă проекта хута янă. Вăл 8—11-мĕш классенче ăс пухакансем валли тӳлевсĕр, икĕ çула тăсăлакан программировани курсĕн формипе пурнăçланать. Проекта хутшăнас текенсем çĕршывĕпе пурĕ 128300 заявка тăратнă. Пирĕн республикăри шкул ачисем те айккинче тăрса юлмаççĕ, вĕсенчен октябрĕн 24-мĕшĕ тĕлне 2072 заявка килнĕ, çав шутра 639-шĕ — офлайн мелпе вĕренес кăмăллисенчен.

Çакăн пек заявкăна патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнчи ятарлă пайра пама пулать. Унтах ИТ-сферинчи пĕлӳсене тĕрĕслеме те май пур. Пултаруллă ачасем валли Чăваш Енре куçăмлă 15 курс хатĕрленĕ. Вĕренӳ Шупашкарта тата республикăри ытти хăш-пĕр хулапа районта иртет. Курссенче JavaScript урлă интерактивлă сайт хатĕрлеме, C Sharp (C#) тĕнчесем тума, Python программировани чĕлхипе паллашма, вăйăсем тума тата ыттине те вĕрентеççĕ.

«Паянхи кун программировани ачасене те, аслисене те кирлĕ. Тĕнче кашни çеккунтра улшăнса пырать, ИТ-сферăпа çыхăннă профессисем нумайланаççĕ. «Пуласлăх кочĕ» — ачасене çутă пуласлăха мĕнле çулпа кайма пулнине кăтартса паракан ресурс», — тенĕ ЧР цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Кристина Майнина.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *