Понедельник, 29 апреля

Вут-ҫулӑмпа асӑрхануллӑ пулӑр

Вут-ҫулӑмпа асӑрхануллӑ пулӑр

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ пирӗн тӑрӑхра пушартан асӑрханмалли уйрӑм режим туса хурасси пирки постановлени йышӑннине хаҫатра пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.  Ялсенче иртнӗ граждансен пухӑвӗсенче те пушар надзорӗн тата хуралӗн органӗсенче ӗҫлекенсем халӑха пушарсен сӑлтавӗсем,  вӗсенчен сыхланасси ҫинчен каласа панӑ,  вут-ҫулӑмпа усӑ курнӑ чухне асӑрхануллӑрах пулма ыйтнӑ.

Кӑҫалхи ҫул пуҫланнӑранпа округ территорийӗнче 8 пушар пулнӑ,  пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтра — 2.  Вут-ҫулӑм ытларах уйрӑм ҫынсен хуҫалӑхӗсенче алхаснӑ.  Ҫавӑнпа та пушар хӑрушсӑрлӑхӗн ансат правилисем ҫинче тепӗр хут чарӑнса тӑрасшӑн.  Вӗсене пурте тенӗ пекех пӗлеҫҫӗ пулин те,  чылай чухне пӑхӑнмаҫҫӗ.  Халиччен инкек сиксе тухман,  малашне те пулмӗ тесе шутлаҫҫӗ.

Электроприборсемпе йӑнӑш усӑ курнипе,  проводкӑсем кивелнипе тата хӑвата чӑтайманнипе вут-ҫулӑм тухнӑ тӗслӗх чылай.  Ҫавӑнпа та электросете пӗр вӑхӑтрах хӑватлӑ электроприборсем чикме ан тӑрӑшӑр.  Стандарта тивӗҫтермен предохранительсемпе усӑ курасран пӑрӑнӑр.  Утюгсене,  электроплиткӑсене ҫунман ятарлӑ сарӑмсем ҫине ҫеҫ  вырнаҫтарӑр.  Электрокаминсен ҫывӑхӗнче сӗтел-пукан тата хӑвӑрт хыпса илме пултаракан япаласем пулмалла мар.  Хӑвӑр килтен тухса кайнӑ чухне электроприборсене сетьрен кӑларса хӑварӑр.  Юсавсӑр розеткӑсемпе,  рубильниксемпе тата ытти электроустановкӑсемпе усӑ курма юрамасть.  Юрӑхсӑра тухсан вӗсене юсама маҫтӑрсене шансан аванрах.  Йӑлара усӑ куракан хими япалисемпе асӑрханулӑх кирлӗ.  Дезодорантсем,  аэрозольсем,  нитро тата ҫуллӑ сӑрӑсем,  растворительсем хӑвӑрт хыпса илме пултараҫҫӗ.  Ҫавӑнпа та ӗҫе тытӑниччен инструкципе тӗплӗн паллашӑр.  

Халӗ кашни киле тенӗ пекех ҫутҫанталӑк газӗ ҫитнӗ.  Унпа усӑ курнӑ чухне те хӑрушсӑрлӑх правилисене ҫирӗп пӑхӑнмалла.  Плитана чӗртсе апат лартса ярсан ӑна никамсӑр пӑрахса ан хӑварӑр.  Ҫавӑн пекех ҫунакан  конфорка тӑррине ҫунӑ япаласене типӗтме ҫакмалла мар,  хыпса илесрен хӑрушӑ.

Кӑмакасем те пушар тухас хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултараҫҫӗ.  Мӑрьесене пӑхса,  тасатсах тӑмалла.  Кӑмакасене хӑвӑрт хыпса илекен хатӗрсемпе усӑ курса чӗртме юрамасть.

Куратӑр ӗнтӗ,  пурте пӗлекен правилӑсемех.  Вӗсене пӑсни  вара пысӑк инкек патне илсе ҫитерет.  Вут-ҫулӑм тухнине асӑрхасан 101,  112 телефонсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерӗр.  Пушар машинисем ҫитиччен ҫунакан вырӑна шыв,  хӑйӑр сапса,  огнетушитель пулӑшнипе сӳнтерме,  ҫулӑм вӑйне чакарма тӑрӑшӑр.  Электропроводка хыпса илсен малтан электричество килессине чарса лартӑр.

Вут-кӑварпа усӑ курнӑ чухне тимлӗрех пулма ыйтатпӑр.

Д. Галкин,  

округӑн мобилизациллӗ хатӗрленӳ,  ятарлӑ программӑсен,  гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру пайӗн начальникӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *