Суббота, 20 апреля

Марафонра палӑрчӗҫ

Ҫуркунне ҫитрӗ пулин те, пирӗн округри пултаруллӑ спортсменсем йӗлтӗрӗсене хывма васкамаҫҫӗ-ха.  Мартӑн 18-мӗшӗнче вӗсем Киров облаҫӗнче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри   «Шижма» 43-мӗш марафона хастар хутшӑнчӗҫ.  

Ҫӗршыври 15 облаҫри 650 спортсменпа тупӑшса ентешсем лайӑх кӑтартусемпе палӑрчӗҫ.  50 километра 2 сехет те 15 минут та 1 секундра чупса тухса  Зуфар Тимаев пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ.  Хӑйӗн ӳсӗмӗнчисем хушшинче ывӑнма пӗлмен ветеран Николай Ятманов дистанцие иккӗмӗш кӑтартупа вӗҫлерӗ.  Пирӗн округ йӗлтӗрҫисем Владислав Васильев, Александр Симендеев, Иван Симендеев, Иван Краснов та марафонра чылай спортсмена хыҫа хӑварчӗҫ.

Марафонра палӑрнисем медальсене тата хаклӑ парнесене тивӗҫрӗҫ.  Вӗсене саламлатпӑр, малашне те ӑнӑҫусем сунатпӑр.

Округра йӗлтӗр спорчӗ аталанасси ҫавӑн пек пултаруллӑ та пуҫаруллӑ спортсменсенчен нумай килет.  Вӗсем хӑйсен республика, Раҫҫей шайӗнчи ҫӗнтерӗвӗсемпе ҫамрӑксене тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ, ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлма хавхалантараҫҫӗ.  

(ХАМӐР ИНФ. ).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *