Воскресенье, 5 мая

Тырпул никӗсӗ калча епле хӗл каҫнинчен килет

Тырпул никӗсӗ калча епле хӗл каҫнинчен килет

Ҫӗр ӗҫӗпе чылай ҫул ӗҫлекенсем калча епле хӗл каҫни тата кӗрхи культурӑсен тухӑҫлӑхӗ тӳрремӗн ҫыхӑннине пит аван пӗлеҫҫӗ.  Ҫавна шута илсе «Урожай» колхозра ҫуркунне ҫитсен ҫулсеренех калчасен пахалӑхне тӗрӗслеттерме тӑрӑшаҫҫӗ.  Кӑҫал та Шурутсем ку йӗркерен пӑрӑнмарӗҫ.  Иртнӗ ытларикун «Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗ» ФПБУн Чӑваш Республикинчи филиалӗн пирӗн округри уйрӑмӗн специалисчӗсем Светлана Петуховӑпа Вера Рыжова хуҫалӑха ҫитсе кӗрхи тулӑ йышӑнакан икӗ лаптӑкран проба илчӗҫ.

Кунта кӗрхи туллӑн «Московская-56» сорчӗ 300 гектар йышӑнать.  Уйсенче хӑшпӗр ҫӗрте 25 сантиметр хулӑнӑш юр выртатчӗ,  сӑртлӑрах вырӑнсем вара хуралма та ӗлкӗрнӗччӗ.  Юра сирсен аялта нумай ҫӗрте пӑр сийӗ самаях ҫирӗпчӗ,  ҫакӑ иртнӗ эрне вӗҫӗнче ҫунӑ ҫумӑрпа,  каҫхи сивӗсемпе ҫыхӑннӑ.  Пӑра катсан ем-ешӗл,  парка калча куҫ умне тухать.  Специалистсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх,  уй-хирте нӳрӗк ҫителӗклех,  калча тӗммин тӗввинчи температура 1 градуса ҫити ӑшӑннӑ.  «Калчасем аван хӗл каҫни куҫкӗрет.  Ҫитес кунсенче ӑшӑ ҫанталӑк тӑрсан пӑра ирӗлтерсе ямалла,  вара вӗсене кӑвакӑш чирӗ    тивсе    ӗлкӗреймӗ»,  — палӑртрӗҫ вӗсем.  

«Урожай» колхозӑн агрономӗ Владимир Макаров ӳсен-тӑран отраслӗнчи кӑҫалхи плансемпе те паллаштарчӗ.  Хуҫалӑх паян тесен паян ҫуракине тухма хатӗр.  Акмалли тӗштырӑ вӑрлӑхне алласа 100 проценчӗпех кондицие лартнӑ.  Вӗсем элита е пӗрремӗш репродукциллӗ.  145 тонна минераллӑ удобрени туяннӑ,  ӑна ҫывӑх кунсенчех  кӳрсе килсе пӗтермелле.  Кӑҫал тӗштырӑ культурисем 1600 гектар йышӑнӗҫ.  Кукурузӑна 80,  нумай ҫул ӳсекен курӑксене 500 гектар акма палӑртнӑ.  

Тӑпра пулӑхлӑхне органикӑллӑ удобренисем те аван пуянлатнине пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ.  Хальхи вӑхӑтра «Урожай» колхозри механизаторсем тракторсемпе выльӑх фермисенчен хире тислӗк кӑлараҫҫӗ,  техникӑна тӗрӗслеве хатӗрлеҫҫӗ.  

Л. ШУРЯШКИНА.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *