Пятница, 26 апреля

Публикации

Предпринимательсен тӗлпулӑвӗ

Предпринимательсен тӗлпулӑвӗ

Майӑн 24-мӗшӗнче Комсомольски муниципаллӑ округӗнче «Круиз» кафе площадкинче предпринимательсен пӗрлӗхӗпе ӗҫлӗ тӗлпулу иртрӗ. Унта уйрӑм предпринимательсем, хресченпе фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисем, вӑтам тата пӗчӗк бизнеса аталантаракансем, самозанятӑй статусӗллисем пухӑнчӗҫ. Семинара муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов уҫрӗ, пурне те предпринимательсен кунӗпе саламларӗ.   Мероприятин тӗп шухӑшӗ — пирӗн тӑрӑхри предпринимательсен проблемисене пӗрле татса парасси, бизнеса пулӑшмалли тухӑҫлӑ мерӑсене ушкӑнпа сӳтсе явасси. Чӑваш Республикин Экономика аталанӑвӗн министерствин предпринимательлӗхе аталантарассипе ӗҫлекен пай начальникӗ Евгений Павлов ҫӗнӗ ӗҫ-хӗл пуҫаракансене паракан грантсем пирки каласа пачӗ. «Мой бизнес» центрӑн,  «Агро-Инновации» КУПӑн, республикӑри бизне
Юлашки шӑнкӑрав янӑрарӗ

Юлашки шӑнкӑрав янӑрарӗ

Шкул ҫулӗсем — чи хаваслӑ та шухӑ вӑхӑт. Анчах вунпӗр ҫул хӑвӑрт вӗҫсе иртет, пӗлӳ тӗнчине пуҫласа ярса пусни, пӗрремӗш учитель, интереслӗ уроксем, пӗрле похода ҫӳренисем хыҫа юлаҫҫӗ. Сисӗнмесӗрех ачалӑхпа сывпуллашмалли самант ҫитет. Халь ӗнтӗ вӗсем ачасем мар, хӗрсемпе каччӑсем пулса тӑнӑ. Кӑҫал пирӗн муниципаллӑ округри шкулсенче 11-мӗш класран — 146-ӑн, 9-мӗшӗнчен 272 ача вӗренсе тухаҫҫӗ. Майӑн 23-мӗшӗнче вӗсемшӗн юлашки шӑнкӑрав  янӑрарӗ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи уяв кадетсен илемлӗ вальсӗпе уҫӑлчӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ — вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Юрий Митюков, Германире  тата Варшава договорне кӗнӗ ҫӗршывсенче ҫар службинче пулнӑ ветерансен Чӑваш Енри обществӑлла организацийӗн ертӳҫин ҫумӗ Юрий Филиппов х
Социаллӑ пулӑшусене пӗр вырӑнта илме май пур

Социаллӑ пулӑшусене пӗр вырӑнта илме май пур

Тулли социаллӑ пулӑшу илме ҫыннӑн Пенси фондне те, социаллӑ страховани фондне те ҫул тытмалли лару-тӑру пурнӑҫра сахал мар пулнӑ. 2023  ҫултан ҫав фондсене пӗр тытӑма пӗрлештерчӗҫ. Пӗрлешӗве пула ПФР тата ФСС йӗрӗпе пур пулӑшӑва та «пӗр чӳрече»  меслечӗпе пӗр ҫӗрте илме май пур. РФ Социаллӑ фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн управляющийӗ Валерий Николаев фонд пурнӑҫлакан хӑш-пӗр ӗҫ-хӗле епле йӗркеленипе паллаштарать.  — Валерий Петрович, Социаллӑ страховани тата Пенси фончӗсене пӗрлештернӗренпе пенсисемпе, инвалидсене паракан тӳлевсемпе Раҫҫей социаллӑ фончӗ ӗҫлет. Пӗрлешес ӗҫ мӗнле пулса иртрӗ; — Ҫӗнӗ формат патне куҫасси кӑлтӑксӑр пулчӗ. Малтан икӗ тытӑм панӑ пулӑшусене халь пӗтӗмпех пӗр вырӑнта илме май пур. Ҫакӑ чылай меллӗрех, ҫынсемшӗн те ҫӑмӑлрах. Инвалидлӑх пур ҫын хал
Лайӑх кӑмӑл-туйӑм ырӑ ӗҫсем тума чӗнет

Лайӑх кӑмӑл-туйӑм ырӑ ӗҫсем тума чӗнет

Аслисене хисеплеме, йывӑрлӑха лекнӗ ҫынсене пулӑшу пама мӗн ачаранах вӗрентсе ӳстерни ӳсерехпе хӑй ҫимӗҫне паратех. Ырӑ ӗҫ туни пархатарлӑ, теҫҫӗ. Ҫак чӑнлӑха, ашшӗ-амӑшӗ вӗрентсе каланисене шута илсе ӳснӗ Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулне кӑҫал вӗренсе пӗтерекен Софья Терентьева. Ҫавӑнпах та пулӗ вӑл округри хастар волонтерсенчен пӗри шутланать. Шкулта лайӑх паллӑсемпе вӗренсе пынипе пӗрлех вӑл обществӑлла ӗҫсене те хастар хутшӑнать. Тӑван ҫӗршыв историйӗпе интересленнӗ май, хӗрача паянхи пурнӑҫшӑн тӑшманпа ҫапӑҫса пуҫ хунисен ячӗсене яланлӑха сыхласа хӑвармаллине, вӗсене ӗмӗр-ӗмӗр асра тытмаллине лайӑх ӑнланать. Ҫавӑнпах та пулӗ ку енӗпе округра ирттерекен мероприятисене хастар хутшӑнать. Юлашки ҫулсенче ҫеҫ Софья «Обелиск», «Чистый памятник», «Поздравление ветерана», «Память поколений
Посылкӑснне тӳлевсӗрех яма пулать

Посылкӑснне тӳлевсӗрех яма пулать

Май уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа почта уйрӑмӗсенче ҫар ҫыннисене Украинӑри ятарлӑ операци зонине посылкӑсем тӳлевсӗрех яма пулать. Кашнин йывӑрӑшӗ 10 килограмран ытла пулмалла мар. Тӳлевсӗр посылкӑсене почта уйрӑмӗсенче ҫеҫ калӑплама пулать. Мӗн ӑсатассине оператора уҫса кӑтартмалла. Кирек миҫе посылка ярсан та,  кашнин виҫи 10 кг иртмелле мар. Пӗтӗм посылка малтан Раҫҫей почтин Мускаври логистика центрне лекет. Почта вӗсене Миноборона представителӗсене парать, вӗсем вара адресатсем патне  ӑсатаҫҫӗ. СВО зонине ҫар служащийӗсене посылкӑсене тӳлевсӗр ӑсатмалли правилӑсем ҫинчен тӗплӗнрех Раҫҫей Почтин контакт-центрӗнче 8-800-100-00-00 телефонпа ыйтса пӗлме пулать.
Пысӑк ҫитӗнӳсемпе таврӑннӑ

Пысӑк ҫитӗнӳсемпе таврӑннӑ

Кӑҫал телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне халалласа республикӑра чылай мероприяти йӗркелеҫҫӗ. Акӑ, иртнӗ эрнере И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче «Вӗҫев» («Взлет») творчество фестивалӗн гала-концерчӗ иртнӗ. Ку мероприятие Пӗтӗм Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен «Движение вверх» обществӑпа патшалӑх юхӑмӗн пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ. Фестивале пирӗн округри Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем те хастар хутшӑннӑ. Унӑн малтанхи тапхӑрӗсенче пысӑк пултарулӑх кӑтартнӑ,  хӑйсем хатӗрленӗ номерсемпе гала-концерта хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ. Ачасем унтан пысӑк ҫитӗнӳсемпе таврӑннӑ. Кунта та жюри вӗренекенсен ӑсталӑхне пысӑка хурса хакланӑ. «Художественное слово» номинацире Ульяна Степанова чӑвашла сӑвӑ вуласа I степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ. «Танцевальное направление» номинацире
Туризм маршручӗ хывнӑ

Туризм маршручӗ хывнӑ

Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче пӗлӳ пухакансем нумаях пулмасть хывнӑ ҫӗнӗ туризм маршручӗпе ҫулҫӳревре пулнӑ. Вӑл пирӗн тӑрӑхри православи чиркӗвӗсемпе сӑваплӑ вырӑнсене пӗр унка ҫыхӑнтарать.  Асӑннӑ проекта Петр Родионов преподаватель хатӗрленӗ. Ҫулҫӳрев Комсомольски салинчи Вознесения Господня чиркӗвӗнчен пуҫланнӑ. Малаллахи ҫул Александровкӑри таса ҫӑлкуҫ патне, Луцкири Хусан Турӑ амӑшӗн ячӗпе лартнӑ чиркӗве илсе ҫитернӗ. III округ благочиннӑйӗ, Луцки храмӗн настоятелӗ Сергий иерей чиркӳ историйӗ, турӑшсем унта мӗнле лекни тата тӗлӗнтермӗш сӑнарсен паллисем ҫинчен тӗплӗн каласа панӑ. Ҫамрӑксемшӗн храмра хӑйсене мӗнле тытмаллине пӗлни питӗ кӑсӑклӑ та усӑллӑ пулнӑ. Ачасене Хирти Ӗнелти, Аслӑ Ҫӗрпӳелӗнчи, Аслӑ Чурачӑкри чиркӳсенче те ӑшшӑн кӗтсе илнӗ. Пур ҫӗрте те вӗсене биб
Уй-хир  симӗс тумпа витӗнчӗ

Уй-хир  симӗс тумпа витӗнчӗ

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене акса пӗтернӗ. Халӗ хуҫалӑхсем калчасене ҫумкурӑкран, сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑран, чир-чӗртен им-ҫам сапаҫҫӗ. Майӑн 22-мӗшӗ тӗлне ҫак ӗҫе 1981 гектар ҫинче пурнӑҫланӑ.  «Дружба» ЯХПК тата «Сюрбеево» ООО пурӗ 397 гектар хӗвелҫаврӑнӑшӗ акнӑ. «Рассвет», «Дружба» ял хуҫалӑх кооперативӗсем, «Сюрбеево» ООО, «Слава картофелю» агрофирма, Самаринӑн фермер хуҫалӑхӗ 688 гектар ҫӗрулми лартнӑ. Ял хуҫалӑх предприятийӗсем 941 гектар кукуруза акнӑ. Ҫавӑн пекех пахчаҫимӗҫ акаҫҫӗ, лартаҫҫӗ. Уй-хир ешӗл тумпа витӗнсех пырать. Сергей Орлов, ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ.
Шанӑҫ кунне уявланӑ

Шанӑҫ кунне уявланӑ

Иртнӗ эрнере Аслӑ Ҫӗрпӳелӗнчи ял вулавӑшӗ тата округри ытти библиотекӑсемпе шкулсем Пӗтӗм тӗнчери шанӑҫ телефонӗн кунне халалланӑ «Шанӑҫ кунӗ» республикӑри акцие хутшӑннӑ. Акцие йӗркелекенӗ — Чӑваш Республикин Культура министерствин «Ачасемпе ҫамрӑксен библиотеки» бюджет учрежденийӗ. Акци пынӑ май ҫул ҫитмен ҫамрӑксене «Шанӑҫ телефонӗпе» васкавлӑ психологи пулӑшӑвӗ илме май пуррине каласа панӑ, унӑн спецификипе паллаштарнӑ. Пурнӑҫра темле лару-тӑру та килсе тухать-ҫке. Ашшӗ- амӑшӗпе ачисем хушшинче тепӗр чух кӗтмен ҫӗртенех ӑнланманлӑх ҫуралать. Хутшӑнусене уҫӑмлатма аслисен те, кӗҫӗннисен те кама та пулин чунне уҫса парас, специалистран сӗнӳ-канаш ыйтас килет. Ҫакӑн пек чухне «Шанӑҫ телефонӗ» пулӑшма пултарать, ҫавӑнпа та унӑн сумӗ халӑх хушшинче ҫулсерен ӳссе пынине палӑртнӑ. Ҫавӑн п
Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук

Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук

Тӗрӗссипе, Тӗвенеш ялӗнче пурӑнакан Анатолий Волкова мучи тесе калама чӗлхе те ҫаврӑнмасть. Ҫичӗ теҫетке ҫул урлӑ тӑватӑ ҫул каяллах каҫнӑ пулин те, кӗлетки ҫирӗп курӑнать Анатолий Васильевичӑн. Ҫӳҫне ҫапнӑ кӗмӗл тӗспе, пит ҫинче кун-ҫул утти тӗрленӗ пӗркеленчӗксемпе вара тавлашаймӑн — умра пурнӑҫ тути-масине самаях астивнӗ хисеплӗ ватӑ тӑнине ҫавсем каласа параҫҫӗ. Анатолий Васильевич, ялта ӑна пурте ҫапла хисеплесе чӗнеҫҫӗ, мана хапха умӗнчи сак ҫинче кӗтсе илчӗ. Ҫанталӑк сулхӑнрах та ӑмӑрччӗ пулин те, ҫара пуҫахчӗ вӑл, ҫине те ҫӑмӑлрах костюм тӑхӑннӑччӗ. Хӑйпе паллаштарнӑ май чи малтанах пахча хыҫӗнчи Кӗҫӗн Пӑла юханшывӗ хӗррине ертсе кайрӗ. Шӑпчӑксен, ытти кайӑксен юррипе тулнӑ ҫутҫанталӑк кӗтесӗ кӑмӑллӑн кӗтсе илчӗ пире. Чӑннипех те илемлӗ вырӑн кунта, ҫыранӑн икӗ айккинче йӑмрасе