Пысӑк ҫитӗнӳсемпе таврӑннӑ

Пысӑк ҫитӗнӳсемпе таврӑннӑ

Кӑҫал телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне халалласа республикӑра чылай мероприяти йӗркелеҫҫӗ. Акӑ, иртнӗ эрнере И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче «Вӗҫев» («Взлет») творчество фестивалӗн гала-концерчӗ иртнӗ. Ку мероприятие Пӗтӗм Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен «Движение вверх» обществӑпа патшалӑх юхӑмӗн пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ.

Фестивале пирӗн округри Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем те хастар хутшӑннӑ. Унӑн малтанхи тапхӑрӗсенче пысӑк пултарулӑх кӑтартнӑ,  хӑйсем хатӗрленӗ номерсемпе гала-концерта хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ. Ачасем унтан пысӑк ҫитӗнӳсемпе таврӑннӑ. Кунта та жюри вӗренекенсен ӑсталӑхне пысӑка хурса хакланӑ. «Художественное слово» номинацире Ульяна Степанова чӑвашла сӑвӑ вуласа I степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ. «Танцевальное направление» номинацире шкулти 7-мӗш кадет класӗнче вӗренекенсем 2-мӗш, 5—6-мӗш кадет класӗсенче пӗлӳ пухакансем 3-мӗш вырӑнсем йышӑннӑ. «Эстрадное пение» номинацире 5-мӗш класс кадечӗсем ушкӑнпа юрласа III степеньлӗ лауреатсем пулса тӑнӑ. Юлия Щетинкина уйрӑм юрӑҫсем хушшинче виҫҫӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Маттур ачасене саламлатпӑр, малашне те ӑнӑҫусем сунатпӑр.

Татьяна Варламова,

вӗрентекен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *