Вторник, 23 апреля

Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук

Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук

Тӗрӗссипе, Тӗвенеш ялӗнче пурӑнакан Анатолий Волкова мучи тесе калама чӗлхе те ҫаврӑнмасть. Ҫичӗ теҫетке ҫул урлӑ тӑватӑ ҫул каяллах каҫнӑ пулин те, кӗлетки ҫирӗп курӑнать Анатолий Васильевичӑн. Ҫӳҫне ҫапнӑ кӗмӗл тӗспе, пит ҫинче кун-ҫул утти тӗрленӗ пӗркеленчӗксемпе вара тавлашаймӑн — умра пурнӑҫ тути-масине самаях астивнӗ хисеплӗ ватӑ тӑнине ҫавсем каласа параҫҫӗ.

Анатолий Васильевич, ялта ӑна пурте ҫапла хисеплесе чӗнеҫҫӗ, мана хапха умӗнчи сак ҫинче кӗтсе илчӗ. Ҫанталӑк сулхӑнрах та ӑмӑрччӗ пулин те, ҫара пуҫахчӗ вӑл, ҫине те ҫӑмӑлрах костюм тӑхӑннӑччӗ. Хӑйпе паллаштарнӑ май чи малтанах пахча хыҫӗнчи Кӗҫӗн Пӑла юханшывӗ хӗррине ертсе кайрӗ. Шӑпчӑксен, ытти кайӑксен юррипе тулнӑ ҫутҫанталӑк кӗтесӗ кӑмӑллӑн кӗтсе илчӗ пире. Чӑннипех те илемлӗ вырӑн кунта, ҫыранӑн икӗ айккинче йӑмрасемпе хӑвасем ҫилпе кашлаҫҫӗ. Анатолий Волковӑн ӑста аллисем тунӑ кимӗ хумсем ҫинче ярӑнса ларать. Пахча хыҫӗнчех вара лиственница, ӗмӗрех ешӗл чӑрӑшсемпе хырсем хӗвел еннелле кармашаҫҫӗ. «Кусене хамӑн 60 ҫулхи юбилей ячӗпе лартнӑччӗ, вунтӑватӑ ҫулта самаях вӑй илчӗҫ, ҫӳлелле кармашрӗҫ», — пӗлтерчӗ Толя тете, вӗсем ҫине юратуллӑ куҫӗсемпе пӑхса, тӑван кӗтесӗпе савӑнса. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫуллахи вӑхӑтра кунта шыва кӗме, пулӑ тытма таҫтан та килеҫҫӗ, кимӗпе ярӑнса киленеҫҫӗ-мӗн. Унти тирпей-илемшӗн Анатолий Васильевич хӑйӗн ҫине яваплӑх илнӗ.

Йӗркелӗхе ҫамрӑкран хӑнӑхнӑ ҫын ӗмӗр тӑршшӗпех кил-ҫуртне те тирпейлӗ тытать. Хӑтлӑ пурӑнма мӗн кирли пурте пур: душ кабини, санузел, ҫутҫанталӑк газӗ кӗртнӗ.  Толя тетен пӳртӗнче таса, мӗнпур япала хӑй вырӑнӗнче, урайӗнче пӗр ҫӳпӗ те кураймӑн. Пӗччен пурӑнакан арҫыннӑн ҫапла тасалӑх хуҫаланни сайра пулать. «Ҫамрӑк чухне ҫемье ҫавӑрма васкамарӑм пуль, кайран кая юлчӗ. Яланах ӗҫпе, спорт вӑййисемпе йӑпаннӑ. Тунсӑх пуссан алла баян-хуткупӑс тытнӑ», — тет Анатолий Васильевич. Паян та кӗвӗ-ҫемӗрен уйрӑлмасть вӑл, тумбочка ҫинче речӗн ларакан инструментсенчен пӗрне тытса «Ма хитре-ши Шупашкар урамӗ?» ҫемме шӑрантарма пикенчӗ. Пӳрнисем купӑс тӳммисем тӑрӑх ҫӑмӑллӑн та ирӗклӗн чупаҫҫӗ.

— Хуткупӑс калама шкулта вӗреннӗ чухне хам тӗллӗнех хӑнӑхрӑм. Эпӗ 10 ҫула ҫитсен атте вилчӗ. Паллах, 6 ачапа пӗччен юлнӑ аннен мана купӑс илсе пама майӗ те пулман. Тем пек ӗмӗтленсе пурӑннӑскере Горькинчи автозавода ӗҫлеме кайсан пӗрремӗш шалу укҫипе туянтӑм. Концертсенче аккомпаниатор та пулнӑ. Арҫын ачасем калама вӗрентме ыйтатчӗҫ те — хирӗҫлемен. Ман пата ҫӳренӗ Владимир Павлов халь ӗнтӗ хӑй ӑста вӑйӑҫ, «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗн ертӳҫи. Унӑн ҫитӗнӗвӗсемпе чунтан савӑнатӑп, — тет ӗҫ ветеранӗ.

Куҫӗсем ҫивӗч пулманнипе ҫул ҫитнӗ каччӑна салтака илмен. Ҫемьере пӗр арҫын ача пулнӑран, вӑл мӗнпур ӗҫ майне-меслетне пӗлсе ҫитӗннӗ. Ҫавӑнпа та Анатолий нимле ӗҫрен те пӑрӑнман. «Гигант» колхозра ӗҫленӗ. Тӑван хуҫалӑх янипе Горькинчи автозаводра, Улатӑр районӗнчи Кирере, Свердловск облаҫӗнче вӑрман каснӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Строительсен бригадинче те вӑй хунӑ. Ҫав вӑхӑтрах килти ҫӗр лаптӑкне те пушӑ вырттарман, ҫӗрулми, ытти пахча ҫимӗҫ ӳстернӗ, выльӑхне те усранӑ. Халь пахчинче нумай ҫул ӳсекен курӑк ешерет.  

А.В.Волковӑн тепӗр чун туртӑмӗ — спорт. Вӑйпитти чухне вӑл хоккейла, футболла выляма кӑмӑлланӑ, тӑван ял, хуҫалӑх командисемшӗн вылянӑ. Паянхи кун та интересне ҫухатман, ялти стадионта арҫын ачасене футбол вӑййин вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарать, хӑйне майлӑ тренер. Ҫавӑнпах ӗнтӗ кӗлетки паянхи кун та ҫирӗп те пиҫӗ. Унта-кунта каймалла чухне ик кустӑрмаллӑ тусӗ велосипед ҫине утланса таҫта та ҫитсе килет. Кӗркуннехи- хӗллехи вӑрӑм каҫсене телевизор умӗнче кӗскетет. Ноутбукпа та туслашнӑ. Пӗччен пулсан та, ӑна нихӑҫан та тунсӑх пусмасть. Куккӑшне кил-тӗрӗшри йывӑртарах ӗҫсенче пулӑшма йӑмӑкӗн ывӑлӗ Александр тӑтӑш пырса ҫӳрет.

Анатолий Васильевичпа сӑмахланӑ май вӑхӑт иртни те сисӗнмерӗ.  Чӑнах та, тӗрлӗ енлӗ аталаннӑ,  темпе те кӑсӑкланакан, пурнӑҫа юратса пурӑнакан ҫынсемпе калаҫу та хӑйпе хӑй сыпӑнса пырать. Ветеран хӑй те ҫынсемпе калаҫма кӑмӑллать, ун патне те ахальтен мар ватти-вӗтти туртӑнать. Ҫӗр ҫине этем ырӑ тума, хӑйӗн хыҫҫӑн ырӑ йӗр хӑварма килет теҫҫӗ. Анатолий Волков вара ӗмӗрӗнче пайтах сӑваплӑ ӗҫ тунӑ. Ҫавӑнпа та вӑл ял ҫинче ятлӑ та  хисеплӗ ҫын.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *