Публикации

Футболла вылярӗҫ

Футболла вылярӗҫ

Иртнӗ шӑматкун, июнӗн 3-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнче футбол вӑййин туслӑх турнирӗ иртрӗ. Туслӑх турнирӗ терӗмӗр те, унӑн тӗллевӗ, чӑннипех те ялсем хушшинчи хутшӑнӑва ҫирӗплетесси пулчӗ.  Вӑйӑсем хавхалануллӑ та хӗрӳ иртрӗҫ. Кашни командах ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлчӗ. Ҫивӗч ӑмӑртура  Тимӗрчкассисен пӗрлештернӗ команди ҫӗнтерчӗ. Куҫса ҫӳрекен кубока виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ вӗсем ҫӗнсе илеҫҫӗ. Иккӗмӗш вырӑна Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗн ҫамрӑкӗсем тивӗҫрӗҫ, виҫҫӗмӗшӗнче Аслӑ Чурачӑксен команди пулчӗ. Ӑмӑртӑва йӗркелекенсем турнирта чи лайӑх тапӑнса вылякансене те палӑртрӗҫ, вӗсене парнесемпе Хисеп грамотисем парса чысларӗҫ. Ҫакӑн пек мероприяти ирттернӗшӗн, ялти спорта аталантарас енӗпе пархатарлӑ ӗҫ тунӑшӑн ӑмӑртӑва йӗркелекенсем тав сӑмахне тивӗҫлӗ. Ангелина МИХАЙЛОВА.
Туртни пурнӑҫа кӗскетет

Туртни пурнӑҫа кӗскетет

Ҫулсеренех майӑн 31-мӗшӗнче табак туртнине хирӗҫ кӗрешмелли Пӗтӗм тӗнчери куна паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак кун сиенлӗ йӑларан писмелли чи лайӑх сӑлтав пулса тӑмалла. Пирус туртни,  сывлӑха хавшатнипе пӗрлех, енчӗке те ҫӳхетет. Сӑмахран, талӑкра 100 тенкӗлӗх пӗр пачка пирус туртса ҫулталӑкра 40000 тенкӗ ҫухататӑр. Асӑннӑ укҫа-тенкӗпе вара усӑллӑрах япала туянма май пур. Статистика кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, пирус туртнине пула тӗрлӗ чир-чӗр аталанать, вӑлах вӑраха каякан чирсем пуҫланнин сӑлтавӗ те. Ҫавна пулах куллен темиҫе теҫетке ҫын пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлать. Мӗн пулать-ха енчен те пирус туртакан ҫын ҫак сиенлӗ йӑларан писсен? Организм темиҫе минутранах наркӑмӑшланнинчен сывалма пуҫлать. Сӑмахран, 20 минут иртсен никотина «хӑваласа кӑларассипе» ӗҫлеме тытӑнать. Пӗр сехетрен унӑн виҫи юнра
Ачасем уявра савӑнчӗҫ

Ачасем уявра савӑнчӗҫ

Июнь уйӑхӗн 1-мӗшӗ — Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун. Ӑна ҫулсеренех Раҫҫейре анлӑн паллӑ тӑваҫҫӗ, нумай-нумай мероприяти йӗркелесе ирттереҫҫӗ. Ҫак кун Комсомольскинчи культурӑпа кану паркне тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Кунта «Должны смеяться дети» мероприяти иртрӗ. Ӑна муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов уҫрӗ, пурне те уяв ячӗпе саламларӗ. — Ачасем пире телей парнелеҫҫӗ, пурнӑҫа пӗлтерӗш кӳреҫҫӗ. Малашнехи шанӑҫпа ӗмӗтсем, ҫутӑ пуласлӑх вӗсемпе ҫыхӑннӑ. Кашни ача тимлӗхе, ҫитӗннисен юратӑвне туйни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ачасене аталанма, вӗренме, канма пур условисем те туса пама тӑрӑшатпӑр. Пурне те ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх, телей, хӗвеллӗ ҫулла, хаваслӑ кулӑ тата усӑллӑ кану сунатӑп,  — терӗ Александр Николаевич. Уява ЧР вӗрентӳ министрӗ Д.А.Захаров, «Чӑваш Енри Хӗрарӑм
Ҫӗр хӑйне хисепленине юратать

Ҫӗр хӑйне хисепленине юратать

Кӑҫал ҫуркунне ир килчӗ. Ҫанталӑкӗ те ҫураки вӑхӑтӗнче аван тӑрса ака-суха ӗҫӗсене вӑхӑтра та пахалӑхлӑ ирттерсе яма май пачӗ. Халӗ хирсем симӗс тум тӑхӑнчӗҫ. Шӑпах ҫак вӑхӑтра округри ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисем, агрономсем ҫулсеренех пӗр-пӗрин ӗҫӗпе паллашма хирсене тухаҫҫӗ. Уй-хирпе  паллашнипе пӗрлех, пӗр-пӗринпе калаҫса, ял хуҫалӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе яваҫҫӗ. Кӑҫал калчасене тӗрӗслемелли смотр май уйӑхӗн юлашки кунӗнче иртрӗ. Пуҫтарӑннисем малтанах Самаринӑн фермер хуҫалӑхне ҫитсе курчӗҫ. Кунти хирсем таса, мӗн акни аван шӑтса тухнӑ. Ешӗллӗн курӑнакан  уйсене пӑхма кӑмӑллӑ. «Родина» ОООра нумай ҫул ӳсекен курӑксене ҫулма тухнӑ. «Сенаж хума пуҫлатпӑр. Нумай ҫул ӳсекен курӑксене чечеке лариччен, чечек тӗввисем палӑрма пуҫласанах ҫулмалла.
Медальпе, грамотӑпа чысланӑ

Медальпе, грамотӑпа чысланӑ

Майӑн 27-мӗшӗнче Мускав хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри библиотекӑсен кунне паллӑ турӗҫ. 2023 ҫулта, Педагогпа наставник ҫулталӑкӗ пулнӑ май, уява библиотека ӗҫӗн легендисене — библиотека отрасльне пахалӑхлӑ улшӑнусем кӗртнӗ ҫынсене халалланӑ. Шӑпах ҫавнашкал маттур ҫынсене пула пӗтӗм ҫӗршыври  библиотекӑсене — Калининградран Камчаткӑна ҫити — модернизацилеҫҫӗ. Раҫҫей патшалӑх библиотекинче, Пашков ҫуртӗнче, ҫав кун чаплӑ лару-тӑрура чыслав иртнӗ. Чӑваш Республикинчен унта хутшӑнма Комсомольски муниципаллӑ округӗн централизациленӗ                 библиотека тытӑмӗн директорӗ Инна Ядрова тивӗҫнӗ. Инна Петровна ертсе пынипе вулавӑшсенче ҫулсерен пин ытла культурӑпа ҫутӗҫ мероприятийӗ, библиотека акцийӗ ир
Кадетсем мала тухнӑ

Кадетсем мала тухнӑ

Иртнӗ эрнере «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнче кадетсен класӗсен «Кадетская поверка 2023» строй смотрӗн республикӑри финалӗн тапхӑрӗ иртнӗ. Ӑна Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 78 ҫул ҫитнине халалланӑ. Мероприятие зонӑсенчи тапхӑрсен ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсем — Ҫӗрпӳ, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар, Етӗрне, Елчӗк округӗсен тата Ҫӗмӗрле, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар хулисен 5—10-мӗш кадет класӗсенче вӗренекенсем хутшӑннӑ. Саламлӑ сӑмахпа пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей ветеранӗсен союзӗ» обществӑлла организацин Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗн председателӗн ҫумӗ Василий Лаврентьев, ятарлӑ ҫар операцийӗн участникӗ Сергей Голицын тухса калаҫнӑ, ачасене строй смотрӗнче хӑйсене тивӗҫлӗн кӑтартса пама суннӑ. Парада «Авангард» центрӑн директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Александр Исаев полковник й
Спорта юратма вӗрентекен

Спорта юратма вӗрентекен

Вӗрентекен ӗҫӗ яваплӑ. Вӑл ачасене пӗлӳ тӗнчипе паллаштарать, пурнӑҫра тӗрӗс ҫул суйласа илме пулӑшать. Ҫитӗнекен ӑрупа ӗҫлеме вӗсене мӗн чухлӗ чӑтӑмлӑх, ырӑлӑх, пӗлӳ кирлӗ мар-ши! Ман шутпа, хальхи вӑхӑтра шкулта  чӑннипех ачасене юратакан ҫынсем ҫеҫ ӗҫлееҫҫӗ. Пирӗн шкулти вӗрентекенсем хӑйсен ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлаҫҫӗ. Эпир, халь шкулта вӗренекенсем, учительсене хисеплетпӗр, вӗсенчен тӗслӗх илме тӑрӑшатпӑр. Мӗнле хисеплемӗн-ха вӗрентекен?; Вӑл пӗтӗм ачан пурнӑҫӗпе, савӑнӑҫӗ-хуйхипе пурӑнать. Кашни вӗренекене хӑй ачи пек йышӑнать, йывӑр вӑхӑтра пулӑшать, унпа пӗрле савӑнать те, кулянать те. Пур шкул ачин те хӑйне ҫывӑх, ӑнланакан педагог пур. Маншӑн вӑл — Асанкасси вӑтам шку- лӗнче вӑй хуракан Геннадий Николаевич Петухов. Учитель хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне вӗрентӗве халалланӑ. Ш
Наркӑмӑшлӑ пултӑрана хирӗҫ кӗрешеҫҫӗ

Наркӑмӑшлӑ пултӑрана хирӗҫ кӗрешеҫҫӗ

Сосновский пултӑранӗ (борщевик) ҫыннӑн сывлӑхӗшӗн те, выльӑхсемшӗн те сиенлӗ. Унӑн сӗткенӗнче наркӑмӑшлӑ япала — фуранокумарин — пур. Вӑл ӳте лексен пӗҫертсе ярать. Унсӑр пуҫне температура хӑпарма, пуҫ ыратма, нерв тытӑмӗ сиенленме пултарать. Сӗткен куҫа лекни уйрӑмах япӑх, кун пек чухне суккӑрланас хӑрушлӑх та пур. Сосновский пултӑранӗ республикӑра сарӑлса пыни, паллах, шутлаттарать. Вӑрман пек кашласа ларакан, тарӑн тымар яракан курӑкран хӑпма питӗ йывӑр. Унӑн вӑрри ҫилпе вӗҫсе таврана саланать, тымарне тӗппипе тӑпӑлтарса кӑларма та ҫук. Ҫавна май ку ӳсен-тӑранпа кӗрешессине республикӑра та, вырӑнта та тимлӗхсӗр хӑвармаҫҫӗ. Пултӑрана пӗтерес тӗллевпе мерӑсем йышӑнма кӑҫал республикӑра 19,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ, муниципаллӑ округсене ку енӗпе ятарлӑ ӗҫсем йӗркелеме хушнӑ.  Ком
Каникул кунӗсем савӑнӑҫ ҫеҫ кӳччӗр

Каникул кунӗсем савӑнӑҫ ҫеҫ кӳччӗр

Ҫӗртме уйӑхне кӗтӗмӗр. Ачасен каникул кунӗсем пуҫланчӗҫ. Ку вӑхӑтра шӑпӑрлансен пушӑ вӑхӑт нумайланать. Ҫавӑнпа та вӗсене мӗнпе те пулин интереслентерме тӑрӑшмалла. Ашшӗ-амӑшӗн, аслисен ачасемпе инкек-синек сиксе тухас- ран та асӑрханмалла. Каникул пуҫлансанах шыв-шур патӗнче харпӑр хӑйне мӗнле тытмаллине ӑнлантарса памалла. Шӑрпӑкпа выляни, вут чӗртни пысӑк инкек патне илсе пыни ҫинчен тепӗр хут асӑрхаттармалла. Ҫулла хӗвеллӗ те шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать. Кун пек чухне ача-пӑчана юханшывсемпе пӗвесем хӑйсем патне туртаҫҫӗ. Кам пулла каять, кам шывра чӑмпӑлтатасшӑн... Ача-ачах, ҫырма хӗрринче вылямасӑр пулмасть. Кун пек чухне инкек-синкек сиксе тухасси те инҫе мар. Выляса-кулса шыва чышса ярасси те, ӑмӑртмалла ишесси те пулать.  Ашшӗ-амӑшӗ, паллах, яланах ачисем ҫумӗнче тӑраймасть.
Агрослет ҫамрӑксене хавхалану хӗлхемӗ пачӗ

Агрослет ҫамрӑксене хавхалану хӗлхемӗ пачӗ

Майӑн 27-мӗшӗнче Тӑвай муниципалитет округӗнчи «Медвежий угол» кану базин никӗсӗ ҫинче республикӑри «Лучшие на селе» иккӗмӗш агрослет иртрӗ. Кӑҫал вӑл Чӑваш Енри 1500 ытла пултаруллӑ та пуҫаруллӑ ҫамрӑка пӗрлештерчӗ. Ку мероприятие Комсомольски муниципалитет округӗн делигацийӗ хастар хутшӑнчӗ. Унӑн йышӗнче ялсенче ӗҫлесе пурӑнакан тӗрлӗ профессиллӗ ҫамрӑксем пулчӗҫ. Ҫамрӑксем терӗмӗр те, ял пуласлӑхӗ, аталанӑвӗ шӑпах та вӗсенчен килет-ҫке. Яш-кӗрӗм ҫак мероприятие хавхаланупа хутшӑнни, юрӑ-ташӑ, спорт мероприятийӗсенче хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнипе пӗрлех ял аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе иртнӗ калаҫусенче хастар пулни савӑнтарать. Пирӗн тӑрӑхра чӑннипех те пуҫаруллӑ тухтӑрсем, педагогсем, ял хуҫалӑх предприятийӗсенче тата культура сферинче тӑрӑшакансем сахал мар. Агрослетра нумай-н