Пятница, 26 апреля

Шанӑҫ кунне уявланӑ

Шанӑҫ кунне уявланӑ

Иртнӗ эрнере Аслӑ Ҫӗрпӳелӗнчи ял вулавӑшӗ тата округри ытти библиотекӑсемпе шкулсем Пӗтӗм тӗнчери шанӑҫ телефонӗн кунне халалланӑ «Шанӑҫ кунӗ» республикӑри акцие хутшӑннӑ. Акцие йӗркелекенӗ — Чӑваш Республикин Культура министерствин «Ачасемпе ҫамрӑксен библиотеки» бюджет учрежденийӗ.

Акци пынӑ май ҫул ҫитмен ҫамрӑксене «Шанӑҫ телефонӗпе» васкавлӑ психологи пулӑшӑвӗ илме май пуррине каласа панӑ, унӑн спецификипе паллаштарнӑ. Пурнӑҫра темле лару-тӑру та килсе тухать-ҫке. Ашшӗ- амӑшӗпе ачисем хушшинче тепӗр чух кӗтмен ҫӗртенех ӑнланманлӑх ҫуралать. Хутшӑнусене уҫӑмлатма аслисен те, кӗҫӗннисен те кама та пулин чунне уҫса парас, специалистран сӗнӳ-канаш ыйтас килет. Ҫакӑн пек чухне «Шанӑҫ телефонӗ» пулӑшма пултарать, ҫавӑнпа та унӑн сумӗ халӑх хушшинче ҫулсерен ӳссе пынине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех мероприятие пухӑннисене мӗнле лару-тӑрура тата епле ыйтусемпе «Шанӑҫ телефонӗ» ҫине шӑнкӑравлама юранине те палӑртса хӑварнӑ. Ҫав службӑн кун йӗркипе, принципӗсемпе те паллаштарнӑ. Ку пулӑшу тӳлевсӗр тата анонимлӑ. Акцие хутшӑнакансем «шанӑҫ телефонӗн» номерне дневниксене ҫырса хунӑ, кӗсье телефонӗсенче упраса хӑварнӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *