Туризм маршручӗ хывнӑ

Туризм маршручӗ хывнӑ

Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче пӗлӳ пухакансем нумаях пулмасть хывнӑ ҫӗнӗ туризм маршручӗпе ҫулҫӳревре пулнӑ. Вӑл пирӗн тӑрӑхри православи чиркӗвӗсемпе сӑваплӑ вырӑнсене пӗр унка ҫыхӑнтарать.  Асӑннӑ проекта Петр Родионов преподаватель хатӗрленӗ.

Ҫулҫӳрев Комсомольски салинчи Вознесения Господня чиркӗвӗнчен пуҫланнӑ. Малаллахи ҫул Александровкӑри таса ҫӑлкуҫ патне, Луцкири Хусан Турӑ амӑшӗн ячӗпе лартнӑ чиркӗве илсе ҫитернӗ. III округ благочиннӑйӗ, Луцки храмӗн настоятелӗ Сергий иерей чиркӳ историйӗ, турӑшсем унта мӗнле лекни тата тӗлӗнтермӗш сӑнарсен паллисем ҫинчен тӗплӗн каласа панӑ. Ҫамрӑксемшӗн храмра хӑйсене мӗнле тытмаллине пӗлни питӗ кӑсӑклӑ та усӑллӑ пулнӑ.

Ачасене Хирти Ӗнелти, Аслӑ Ҫӗрпӳелӗнчи, Аслӑ Чурачӑкри чиркӳсенче те ӑшшӑн кӗтсе илнӗ. Пур ҫӗрте те вӗсене библиотекарьсем, культура ӗҫченӗсем ялсен, чиркӳсемпе храмсен историйӗпе паллаштарнӑ.

 Экскурси вӗренекенсене тӑван енӗн православи культурипе пӗлӳ шайне ӳстерме, ҫуралнӑ кӗтесрен хаклӑраххи ҫуккине ӑнланса илме, хӑйсем валли ҫӗнӗ ятсем, пулӑмсем, фактсем уҫма май панӑ.

В.БОРОВКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *