Посылкӑснне тӳлевсӗрех яма пулать

Посылкӑснне тӳлевсӗрех яма пулать

Май уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа почта уйрӑмӗсенче ҫар ҫыннисене Украинӑри ятарлӑ операци зонине посылкӑсем тӳлевсӗрех яма пулать. Кашнин йывӑрӑшӗ 10 килограмран ытла пулмалла мар.

Тӳлевсӗр посылкӑсене почта уйрӑмӗсенче ҫеҫ калӑплама пулать. Мӗн ӑсатассине оператора уҫса кӑтартмалла. Кирек миҫе посылка ярсан та,  кашнин виҫи 10 кг иртмелле мар.

Пӗтӗм посылка малтан Раҫҫей почтин Мускаври логистика центрне лекет. Почта вӗсене Миноборона представителӗсене парать, вӗсем вара адресатсем патне  ӑсатаҫҫӗ.

СВО зонине ҫар служащийӗсене посылкӑсене тӳлевсӗр ӑсатмалли правилӑсем ҫинчен тӗплӗнрех Раҫҫей Почтин контакт-центрӗнче 8-800-100-00-00 телефонпа ыйтса пӗлме пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *