Четверг, 18 апреля

Уй-хир  симӗс тумпа витӗнчӗ

Уй-хир  симӗс тумпа витӗнчӗ

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене акса пӗтернӗ. Халӗ хуҫалӑхсем калчасене ҫумкурӑкран, сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑран, чир-чӗртен им-ҫам сапаҫҫӗ.

Майӑн 22-мӗшӗ тӗлне ҫак ӗҫе 1981 гектар ҫинче пурнӑҫланӑ.  «Дружба» ЯХПК тата «Сюрбеево» ООО пурӗ 397 гектар хӗвелҫаврӑнӑшӗ акнӑ. «Рассвет», «Дружба» ял хуҫалӑх кооперативӗсем, «Сюрбеево» ООО, «Слава картофелю» агрофирма, Самаринӑн фермер хуҫалӑхӗ 688 гектар ҫӗрулми лартнӑ. Ял хуҫалӑх предприятийӗсем 941 гектар кукуруза акнӑ. Ҫавӑн пекех пахчаҫимӗҫ акаҫҫӗ, лартаҫҫӗ. Уй-хир ешӗл тумпа витӗнсех пырать.

Сергей Орлов,

ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *