Публикации

Информаци кунӗ пулать

Ҫитес юнкун, июлӗн 19-мӗшӗнче, пирӗн муниципаллӑ округра, пӗтӗм Чӑваш Енри пекех, Пӗрлехи информаци кунӗ иртет.  Халӑхпа тӗл пулма республикӑри тӗрлӗ шайри влаҫ  органӗсенче ӗҫлекенсем килеҫҫӗ. Информаци кунӗн темисем: хула тата муниципалитет округӗ- сенче нумай хваттерлӗ ҫуртсен территорийӗсене хӑтлӑх кӗртесси; муниципалитетсем хушшинчи тӑтӑш ҫӳрекен маршруткӑсене йӗркелесси; хытӑ каяшсемпе усӑ курнӑ чухне экологи хушӑвӗсене ҫирӗп пӑхӑнассин тата юханшывсене сиенлӗ япаласем юхтарса кӑларнин ыйтӑвӗсене сӳтсе явасси; ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑнасси.
Велочупу иртет

Велочупу иртет

Июлӗн 22-мӗшӗнче велосипедпа ярӑнма килӗштерекенсен «100 км — Мӗншӗн тесен эпир Пӗрле» чупӑвӗ иртет. Мероприятие Пӗтӗм Раҫҫейри профсоюз организацийӗсемпе структура подразделенийӗсем йӗркелӗҫ. Тӑваттӑмӗш хут иртекен велочупу Комсомольски муниципаллӑ округӗнче старт илӗ. Малтанах «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн  территорийӗнче  хутшӑнакансен регистрацийӗ пулать.  9 сехетре велосипедсемпе ҫула тухӗҫ. Маршрут 120 ҫухрӑма тӑсӑлмалла. Вӑл Комсомольскинчен Патӑрьелне, унтан Елчӗк тӑрӑхне ҫитмелле. Финиш 18 сехетре Комсомольски муниципаллӑ округӗнче пулӗ. Велочупӑва 18 ҫултан аслӑрах арҫынсемпе хӗрарӑмсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пурне те асӑнмалӑх медаль парса чыслӗҫ.
Тава тивӗҫлӗ учитель

Тава тивӗҫлӗ учитель

Паллах, пӗтӗм професси  лайӑх, пӗтӗм професси кирлӗ. Анчах та Турӑ ҫынсене пӗр пек пултарулӑх паман. Пурне те артист пулма пӳрмен, кашниех ӳнерҫӗ те пулаймӗ.  Ҫавӑнпа та ҫыннӑн чун-чӗринче хӑш туртӑм ытларах вӑй илет, кӑмӑлӗ хӑш еннелле ытларах сулӑнать — ҫавна суйласа илет. Вӗрентекен вӑл — пур ачана та, пур ҫынна та кирлӗ професси. Ҫак ӑс питӗ яваплӑ та  пархатарлӑ. Йӑлмахва ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Сергей Антонов та мӗн пӗчӗкрен учитель ӗҫне кӑмӑлланӑ, вӗрентекен пулма ӗмӗтленнӗ. Ачасемпе шкулла вылянӑ чухне те вӑл яланах вӗсен вӗрентекенӗ пулнӑ,  «иккӗсем», «пиллӗксем» лартса панӑ. …Вӑл 1972 ҫулта Йӑлмахвари сакӑр ҫул вӗренмелли шкула пӗрремӗш класа вӗренме кайнӑ. Вӗренӳре питӗ лайӑх ӗлкӗрсе пынӑ, обществӑлла ӗҫсене те хастар хутшӑннӑ. Уйрӑмах историпе кӑсӑкланнӑ, питӗ нумай
Подвели итоги деятельности за I полугодие

Подвели итоги деятельности за I полугодие

 Межмуниципальным отделом МВД России «Комсомольский» в I полугодии текущего года во взаимодействии с другими правоохранительными органами осуществлен комплекс мер, направленных на защиту граждан от преступных посягательств. Приоритетными направлениями являлись недопущение дестабилизации оперативной обстановки, повышение эффективности работы по предупреждению, пресечению, раскрытию и расследованию преступлений, совершенствование системы профилактики правонарушений, оказание государственных услуг. В отчетном периоде 2023 года общее количество зарегистрированных заявлений, сообщений и иной информации о происшествиях возросло на 6,1%, всего их в Комсомольском округе зарегистрировано 1456. При этом число зарегистрированных преступных деяний сократилось на 8,5% (с 82 до 75). Рост рег
Вырма умӗн министр уй-хирсене ҫитсе ҫаврӑннӑ

Вырма умӗн министр уй-хирсене ҫитсе ҫаврӑннӑ

Утӑ уйӑхӗн ҫурри иртрӗ те ӗнтӗ, кӗҫех ҫӗр ӗҫченӗсемшӗн ҫулталӑкри чи хӗрӳ вӑхӑт — вырма — пуҫланать. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе, ҫак тапхӑр умӗн Чӑваш Ен вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов тата республикӑри пысӑк ял хуҫалӑх организацийӗсен ертӳҫисем ҫулсерен тӗрлӗ округсенчи уй-хире ҫитсе кураҫҫӗ, ака лаптӑкӗсене пӑхса тухаҫҫӗ. Вӗсенчен кашниех ӗҫтешӗсене хӑйсен опычӗпе, пӗлӗвӗпе тата организацисене аталантарас енӗпе ӗҫлекен канашӗсемпе паллаштарма пултарать. Кӑҫал ҫакнашкал смотр июлӗн 11-мӗшӗнче пулнӑ.  «Кӑҫалхи вырма тапхӑрӗнче республикӑри ял хуҫалӑх таварӗ туса илекенсен 303 пин гектар ҫинчен 750 пин тонна пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене пухса кӗртмелле. Типӗ ҫанталӑка пула ҫурхи тыр-пулӑн пӗр пайне, шел пулин те, ҫухатрӑмӑр, анчах лартнӑ задачӑран пӑрӑнмалл
Техника кӗрлет уйра — ӗҫ вӗрет хуҫалӑхра

Техника кӗрлет уйра — ӗҫ вӗрет хуҫалӑхра

Уй-хирте — хӗрӳ ӗҫ вӑхӑчӗ. Ҫитӗнтернӗ курӑка вӑхӑтра ҫулмалла, выльӑх-чӗрлӗх апачӗ хатӗрлемелле. Хӗл хырӑмӗ пысӑк теҫҫӗ, сивӗ те ҫил-тӑманлӑ кунсенче выльӑх-чӗрлӗх продуктивлӑхӗ ан чактӑр тесен, сенажӗ те, утӑ-улӑмӗ те, фуражӗ те кирлӗ.  «Победа» ял хуҫалӑх кооперативӗ выльӑх-чӗрлӗх валли кашни ҫулах ҫителӗклӗ апат хатӗрлесе хӑварас тесе тимлет. Кӑҫал вӗсем пӗр ҫул ӳсекен курӑксене пӗрремӗш хут ҫулса 133 тонна утӑ хатӗрленӗ. Пӗр ҫул ӳсекен курӑксем  хуҫалӑхра  132 гектар ҫинче ҫитӗнеҫҫӗ. Выльӑх апачӗ хатӗрленӗ ҫӗрте Алексей Архипов, Александр Еремеев, Сергей Носков, Василий Яковлев механизаторсем тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ. — Нумай ҫул ӳсекен курӑксем пӗрремӗш хут ҫулнӑ хыҫҫӑн вӑй илсе ӗлкӗрчӗҫ, ҫитес вӑхӑтра иккӗмӗш хут ҫулма тухмалла. Хуҫалӑхра кӑҫал та пахалӑхлӑ выльӑх апа
Ял илемӗ унта пурӑнакансенчен килет

Ял илемӗ унта пурӑнакансенчен килет

Асанкасси иртнӗ ӗмӗрте халӑх йышӗпе те, ҫуртсен шучӗпе те районта Комсомольски хыҫҫӑн чи пысӑк ял шутланнӑ. Унта 2 пине яхӑн ҫын пурӑнни те пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра вара, ҫӗршыври, республикӑри чылай ялти пекех, пурӑнакансен йышӗ чакса пыни палӑрать. Кӑҫалхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне кунта 326 хуҫалӑх шутланса тӑнӑ. Вӗсенче 897 ҫын пурӑнать. Асанкасси ялӗ хӑй пӗчченех Комсомольски муниципаллӑ округӗн территори уйрӑмӗ шутланать. Ӑна Н.Н.Карпов ертсе пырать. Ял пурнӑҫӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ пирки унпа калаҫрӑмӑр. Асанкасси ялӗ ҫырма-ҫатраллӑ вырӑнта ларать. Ҫавӑнпа та унӑн урамӗсем утравсем ҫинче вырнаҫнӑнах туйӑнаҫҫӗ. Ял сарлака, унӑн тӑршшӗ те вӑрӑм. «Ял хушшинче ҫеҫ 20 пӗве, ҫырмасем нумай», — палӑртрӗ Николай Николаевич. Пӗвесене лайӑх пӑхса тӑраҫҫӗ. Пуҫаруллӑ бюджетпа усӑ курнипе те, уйрӑм ҫынсем тӑрӑш
Шкул тарӑн пӗлӳ парать, ачасене аталанма пулӑшать

Шкул тарӑн пӗлӳ парать, ачасене аталанма пулӑшать

Иртнӗ ҫул Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗ 135 ҫул тултарчӗ. Ҫак ҫулсенче вӑл пиншер ачана вулама-ҫырма вӗрентсе пӗлӳ тӗнчине илсе кӗнӗ. Паянхи кун та  шкулти педагогсем  ачасене вӗрентнипе пӗрлех тивӗҫлӗ воспитани парассине тӗпе хурса ӗҫлеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне вӗренекенсем тӗрлӗ енлӗн аталанччӑр тесе те тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсен тавракурӑмне аталантарса пыраҫҫӗ. Коллектива С.В.Антонова директор чылай ҫул ӑнӑҫлӑ ертсе пырать. Вӑл вӗрентекенсемпе пӗр чӗлхе тупса  умма лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлас тесе ҫине тӑрса ӗҫлет. Пултаруллӑ учительсене хавхалантарса, ҫамрӑксене пулӑшса пыма тӑрӑшать. Светлана Васильевна шкул пурнӑҫне ҫӗнӗлӗхсем кӗртес енӗпе нумай тимлет. Ачасене пӗлӳ парассин пахалӑхӗшӗн, педагогика ӗҫӗ-хӗлӗшӗн директорӑн вӗрентӳ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Н.И.Смирнова яваплӑ. Вӑл та хӑйӗн ӗҫне п

Ӑсталӑх класӗ иртрӗ

РФ Социаллӑ фончӗн Комсомольскинчи клиент службинче йӗркеленӗ аслӑ ӑрӑвӑн хутшӑну центрне июлӗн 12-мӗшӗнче ҫынсем чылайӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Аслӑ ӳсӗмрисемпе Л.Шорникова скрапбукинг енӗпе ӑсталӑх класӗ ирттерчӗ. Маттур ӑстаҫӑна «Ҫӗр тата ҫынсем» музей директорӗ   А.Полякова пулӑшса пычӗ. Пурте тулли кӑмӑлпа ӗҫе пикенсе хӑйсен аллипе илемлӗ открыткӑсем хатӗрлерӗҫ.  Ӗҫ вӗҫленнӗ май Л.Шорникова кашнине скрапбукинг мелӗпе ӑсталамалли фоторамкӑсем парнелерӗ. Ҫак кун православи тӗнне ӗненекенсем Питрав кунне уявлаҫҫӗ. Чӑваш кӗпи тӑхӑннӑ, тӗрӗллӗ саппун ҫакнӑ, тутӑр ҫыхнӑ хӗрарӑмсемпе аллисене хуткупӑс тытнӑ арҫынсем вӑйӑ картине тӑчӗҫ. Ӗлӗкхи йӑла-йӗркене асра тытса, чӑвашла юрласа ташларӗҫ. Мероприятие хутшӑнакансем «Мучная сказка» пекарня кӑмӑлтан парнеленӗ кукӑльсемпе чей ӗҫрӗҫ. Аслӑ ӳсӗмри
Ҫемье телейӗн уҫҫи – юратупа шанчӑклӑхра

Ҫемье телейӗн уҫҫи – юратупа шанчӑклӑхра

Ҫемье вӑл — пӗр-пӗрне юратакан икӗ чӗре пӗрлешни, хӑйсен йӑхне малалла тӑсакансене кун ҫути парнелени, ашшӗ-амӑшӗпе ачисем хушшинче килӗшӳпе юрату хуҫаланни.  Туслӑ та ҫирӗп ҫемье кӑна кирек епле йывӑрлӑха та ҫӑмӑллӑнах тӳссе ирттерме пултарать.  Килӗшӳпе ҫураҫу, ӑшпиллӗх чи малтанах ашшӗпе амӑшӗнчен килет.  Ҫакӑ ачасене тӳрӗ кӑмӑллӑ, ӗҫчен, мал ӗмӗтлӗ пулма ырӑ витӗм кӳрет. Раҫҫейре июлӗн 8-мӗшӗнче Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.  Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх пӗр-пӗрне куҫран пӑхсах тата ҫур сӑмахранах  ӑнланакан мӑшӑрсене «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медаль парса чыслаҫҫӗ.  Муниципаллӑ округра пӗр-пӗрне хисеплесе, ӑнланса, чыслӑ та тату, юратупа пурӑнакан ҫемьесем чылайӑн.  Вӗсен йышне  Ефросиния Николаевнӑпа Георгий Анисимович Хораськинсен, Ма