Суббота, 27 апреля

Техника кӗрлет уйра — ӗҫ вӗрет хуҫалӑхра

Техника кӗрлет уйра — ӗҫ вӗрет хуҫалӑхра

Уй-хирте — хӗрӳ ӗҫ вӑхӑчӗ. Ҫитӗнтернӗ курӑка вӑхӑтра ҫулмалла, выльӑх-чӗрлӗх апачӗ хатӗрлемелле. Хӗл хырӑмӗ пысӑк теҫҫӗ, сивӗ те ҫил-тӑманлӑ кунсенче выльӑх-чӗрлӗх продуктивлӑхӗ ан чактӑр тесен, сенажӗ те, утӑ-улӑмӗ те, фуражӗ те кирлӗ.

 «Победа» ял хуҫалӑх кооперативӗ выльӑх-чӗрлӗх валли кашни ҫулах ҫителӗклӗ апат хатӗрлесе хӑварас тесе тимлет. Кӑҫал вӗсем пӗр ҫул ӳсекен курӑксене пӗрремӗш хут ҫулса 133 тонна утӑ хатӗрленӗ. Пӗр ҫул ӳсекен курӑксем  хуҫалӑхра  132 гектар ҫинче ҫитӗнеҫҫӗ.

Выльӑх апачӗ хатӗрленӗ ҫӗрте Алексей Архипов, Александр Еремеев, Сергей Носков, Василий Яковлев механизаторсем тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ.

— Нумай ҫул ӳсекен курӑксем пӗрремӗш хут ҫулнӑ хыҫҫӑн вӑй илсе ӗлкӗрчӗҫ, ҫитес вӑхӑтра иккӗмӗш хут ҫулма тухмалла. Хуҫалӑхра кӑҫал та пахалӑхлӑ выльӑх апачӗ ытлӑ-ҫитлӗ пуласса ҫирӗплетсе калама май пур. Апат пахалӑхӗ ӑна хӑш вӑхӑтра акса хӑварнинчен те, пуҫтарса илнинчен те нумай килет, — пӗлтерчӗ «Победа» хуҫалӑхӗн председателӗ Валерий Ефремов.

Хуҫалӑха ура ҫине тӑратма ҫӑмӑлах мар пулин те,  Валерий Витальевич пысӑк хавхаланупа ӗҫлет. Вӑл ертсе пыма пуҫланӑранпа кооператив аванах вӑй илнӗ. Ӗҫченсем  ӗҫлесе ҫитерейменнине асӑрхасан, ӳркенсе тӑмасть, хӑй те ӗҫе хутшӑнать. Ӑна час-часах трактор е автомашина  рулӗ умӗнче ларнине те курма пулать.

Ертӳҫӗне кура ӗҫченсем те хуҫалӑх аталатантӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Уй-хиртен тухӑҫ ытларах илсен, выльӑх-чӗрлӗх аван продукци парсан, кооперативӑн малашлӑхӗ пирки шутлама пулать. Валерий Ефремов та, ӗҫченсем те  ҫав енӗпе  сахал мар тӑрӑшаҫҫӗ. Хуҫалӑх ертӳҫи  май килнӗ таран кооперативӑн машинӑпа трактор паркне ҫӗнетесси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрать. Юлашки ҫулсенче хуҫалӑх тырпул пуҫтармалли «Вектор» комбайн, «Кировец К-525» трактор, кӑкарса ӗҫлемелли агрегатсем туяннӑ.

Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче,  теҫҫӗ. Ҫу кунӗсенче те выльӑхсене тулӑх тӑрантма тӑрӑшаҫҫӗ. Йӳҫ Шӑхаль ялӗнчи сӗт-ҫу ферминче 75 пуҫ сӑвакан ӗне, вӗсем хальхи вӑхӑтра нумай ҫул  ӳсекен курӑк уйӗнче ҫӳреҫҫӗ. Николай Яковлевпа Владимир Андреев кӗтӳҫсем выльӑхсене кулленех кӗтӗве илсе тухаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра хуҫалӑхра кашни ӗнерен вӑтамран талӑкра 15-шер килограмм сӗт суса илеҫҫӗ.

Роза Ефремова, Елена Иванова тата Андрей Иванов ӗне сӑвакансем ытларах сӗт суса илес тесе тимлеҫҫӗ. Пӑрусем пӑхнӑ ҫӗрте Татьяна Еремеева вӑй хурать.

Кӗҫех вырма ҫитет, ун умӗн ӗҫченсем йӗтеме тирпейлеҫҫӗ, кӗлетсене тасатаҫҫӗ. Механизаторсем пикенсех «хир карапӗсене» пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене  вӑхӑтра та пахалӑхлӑ пуҫтарса кӗртме хатӗрлеҫҫӗ.

— Хуҫалӑхри ӗҫченсем маттур, шаннӑ ӗҫе яланах вӑхӑтра пурнӑҫлама тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсене ӳсӗмлӗ ӗҫлеме май парать те. Хальлӗхе уй-хир куҫа  савӑнтарать, малашне пирӗн мӗн ҫитӗнтернине тӑкаксӑр пуҫтарса кӗртесчӗ, ҫав тӗллевпе, ӗмӗтпе тӑрӑшатпӑр, — терӗ Иван Александрович Киргизов агроном.

Мӗнех, «Победа» ял хуҫалӑх кооперативӗн ӗҫченӗсем палӑртнине  ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласса шанатпӑр. Ангелина ИНОХОДЦЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *